Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Сабантуйăн тӗп парни – такапа автомобиль!

Çурхи ака уявӗ Сабантуй Хусанта кăçал июлӗн 15-мӗшӗнче пулать, тесе хыпарлать «Татар-информ» ИА. Вăл яланхи пекех Мирный поселок патӗнчи Хурăнлăхра тата «Хусан» ут спорчӗн комплексӗнче иртет. Уяв ирхине Хурăнлăхра 10 сехетре пуçланать. Чи малтан тӗп майданра тутар халăхӗн йăлине театрализацилесе кăтартаççӗ. Сабантуйра хăйсене тӗрӗслесе пăхас текенсем валли тӗрлӗ ăмăрту йӗркелеççӗ....

Çурхи ака уявӗ Сабантуй Хусанта кăçал июлӗн 15-мӗшӗнче пулать, тесе хыпарлать «Татар-информ» ИА. Вăл яланхи пекех Мирный поселок патӗнчи Хурăнлăхра тата «Хусан» ут спорчӗн комплексӗнче иртет. Уяв ирхине Хурăнлăхра 10 сехетре пуçланать. Чи малтан тӗп майданра тутар халăхӗн йăлине театрализацилесе кăтартаççӗ. Сабантуйра хăйсене тӗрӗслесе пăхас текенсем валли тӗрлӗ ăмăрту йӗркелеççӗ. Уявăн чи вăйлă кӗрешӳçине Сабантуйăн тӗп парни - такапа автомобиль - кӗтет!

Каç енне уяв «Хусан» ут спорчӗн комплексӗн территорийӗнче малалла тăсăлать. Уяв хăнисене анлă спорт тата культура программи кӗтет. Çав шутра ут ăмăртăвӗ те. Йăлари ярмаркка та пулать. Республикăри 11 район ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствипе пӗрле унта «кил-çурт хуçалăхӗсем» йӗркелеççӗ.

Сабантуя кайма кăмăл пуррисем уява пӗр чăрмавсăрах лекме пултараççӗ. Çав кун «39-мӗш квартал», «10-мӗш микрорайон», «Çӗнтерӳ проспекчӗ метро станцийӗ», «Филармони», «Оренбург тракчӗ», «Глазунов урамӗ» чарăнусенчен автобуссем ятарлă графикпа çӳреççӗ. Автобус хакӗ обществăлла транспорт çинчи чухлех пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев