Сувар

Садикшӗн тӳлесси хакланнă

Кăçалхи январӗн 1-мӗшӗнчен ачасене ача сачӗсене çӳретнӗшӗн ашшӗ-амăшӗн тӳ­левӗ 4 процента ӳснӗ. Çакă шкулчченхи вӗрентӳ учрежденийӗсен тăкакӗсем ӳснипе, апат-çимӗç хакланнипе, ача сачӗсенче ӗçлекенсен ӗç укçи ӳснипе çыхăннă тесе ăнлантарать ТР Вӗрентӳпе наука министерстви. Тӳлев учреждени тӗсӗнчен те, ӗç режимӗнчен те, ача миçе çулта пулнинчен те килет-мӗн. Тӗслӗхрен, 10,5 сехетлӗ пӗтӗмӗшле...

Кăçалхи январӗн 1-мӗшӗнчен ачасене ача сачӗсене çӳретнӗшӗн ашшӗ-амăшӗн тӳ­левӗ 4 процента ӳснӗ. Çакă шкулчченхи вӗрентӳ учрежденийӗсен тăкакӗсем ӳснипе, апат-çимӗç хакланнипе, ача сачӗсенче ӗçлекенсен ӗç укçи ӳснипе çыхăннă тесе ăнлантарать ТР Вӗрентӳпе наука министерстви. Тӳлев учреждени тӗсӗнчен те, ӗç режимӗнчен те, ача миçе çулта пулнинчен те килет-мӗн. Тӗслӗхрен, 10,5 сехетлӗ пӗтӗмӗшле аталану ушкăнӗсене çӳрекен 3-7 çулхи ачасемшӗн тӳлев 3117 тенкӗпе танлашать. Январӗн 1-мӗшӗнчен çак тӳлев пӗлтӗрхипе танлаштарсан 120 тенке ӳснӗ. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: