Сувар

Сахăр чӗкӗнтӗрӗн лаптăкӗ чакать

Тутарстанра кăçал пылак тимарçимӗçӗн лаптăкне чакарма хатӗрленеççӗ. Пӗлтӗрхинчен ку культура республикăн уй-хирӗсенче 4 пин гектар сахалрах пулать.ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗн çумӗ И.Габдрахмановăн сăмахӗсем тăрăх, çакă сахăр песокӗ йӳнелнипе çыхăннă-мӗн. Пӗлтӗр кӗркунне килограмӗ 35-38 тенкӗ пулнă-тăк, кăçал 23-25 тенке чакса ларнă. Çитменнине сахăр чӗкӗнтӗрӗн тухăçӗ çӗршывра нихçанхинчен те пысăкрах пулнă....

Тутарстанра кăçал пылак тимарçимӗçӗн лаптăкне чакарма хатӗрленеççӗ. Пӗлтӗрхинчен ку культура республикăн уй-хирӗсенче 4 пин гектар сахалрах пулать.ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗн çумӗ И.Габдрахмановăн сăмахӗсем тăрăх, çакă сахăр песокӗ йӳнелнипе çыхăннă-мӗн. Пӗлтӗр кӗркунне килограмӗ 35-38 тенкӗ пулнă-тăк, кăçал 23-25 тенке чакса ларнă. Çитменнине сахăр чӗкӗнтӗрӗн тухăçӗ çӗршывра нихçанхинчен те пысăкрах пулнă. Çавăнпа РФ Ял хуçалăх министерстви пылак тымарçимӗçӗн лаптăкне çӗршывра 10 процента чакарма сӗннӗ те. Тутарстан та çак культурăн лаптăкне 74 пинрен 70 пине кăна хăварма йышăннă.

ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерстви ял хуçалăхӗсене кăçал пăрçа йышши культурăсене, хӗвелçаврăнăшпа рапс çине тимлӗх уйăрма сӗнет. Мӗншӗн тесен çуллă культурăсене тирпейлемелли производство хамăр республикăрах çителӗклӗ. Вырнаçтарассипе, тӳлевпе йывăрлăхсем вара çук. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: