Сувар

Саламлатпăр!!!

Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Малти Пукаш ялӗнче пурăнакан Мария Яковлевна КОЛЬЦОВА (КУД­РЯШОВА) декабрӗн 12-мӗ­шӗнче 93 çул тултарать. Тăван колхозра чăхсем те пăхнă, йӗтем çинче те ӗçленӗ, хăмла та ӳстернӗ, пăрусем те çитӗнтернӗ. Мăшăрӗпе Анатолий Мироновичпа 6 ача çуратса ӳстернӗ, вӗрентсе пурнăç çулӗ çине кăларнă. Декабрӗн 11-мӗшӗнче вӗ­сен хӗрӗн Антонинăн та...

Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Малти Пукаш ялӗнче пурăнакан Мария Яковлевна КОЛЬЦОВА (КУД­РЯШОВА) декабрӗн 12-мӗ­шӗнче 93 çул тултарать. Тăван колхозра чăхсем те пăхнă, йӗтем çинче те ӗçленӗ, хăмла та ӳстернӗ, пăрусем те çитӗнтернӗ. Мăшăрӗпе Анатолий Мироновичпа 6 ача çуратса ӳстернӗ, вӗрентсе пурнăç çулӗ çине кăларнă.
Декабрӗн 11-мӗшӗнче вӗ­сен хӗрӗн Антонинăн та çуралнă кун, 62 çул тултарать. Вăл Çӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире 33 çул аслă лаборантра ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнă, халӗ тăван килӗнче амăшне пăхать. Тăванăмăрсене çуралнă кунӗсен ячӗпе саламласа çирӗп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей сунатпăр. Пире ăшшăн кӗтсе илес пысăк кăмăл нумай-нумай çула пытăр, хамăр хушăри туслăха, тăванлăха ялан упраса хăварасчӗ.
Хусанта пурăнакан Альбертпа Нина Кольцовсем, вӗсен ачисем, мăнукӗсем.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: