Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Саламлатпăр!

Хусанта 2013 çулта Универсиада, 2015 çулта XVI Шыв спорчӗн тӗсӗсемпе тӗнче чемпионачӗ асра юлмалла иртнинче Тутарстан командин тивӗçӗ пысăк. Пирӗн республика хăйӗн тараватлăхне, илемне, вăйне туллин кăтартрӗ ун чух. Тутарстан нумай нациллӗ регион, çавăнпа та халăх шучӗпе виççӗмӗш вырăнта тăракан чăвашсем çак мероприятисенче хастар ӗçленинчен тӗлӗнмелли çук. «Мисс Татарстан» организацин...

Хусанта 2013 çулта Универсиада, 2015 çулта XVI Шыв спорчӗн тӗсӗсемпе тӗнче чемпионачӗ асра юлмалла иртнинче Тутарстан командин тивӗçӗ пысăк. Пирӗн республика хăйӗн тараватлăхне, илемне, вăйне туллин кăтартрӗ ун чух. Тутарстан нумай нациллӗ регион, çавăнпа та халăх шучӗпе виççӗмӗш вырăнта тăракан чăвашсем çак мероприятисенче хастар ӗçленинчен тӗлӗнмелли çук.
«Мисс Татарстан» организацин эстетика аталанăвӗн студийӗн ертӳçине Татьяна Николаевна Нухратована та акă, Хусанта иртнӗ тӗнче чемпионатне хатӗрлесе ирттерме хутшăннăшăн Çӗнӗ çул умӗн РФ спортпа туризм министерствин «2015 çулта Хусанта XVI Шыв спорчӗн тӗсӗсемпе тӗнче чемпионачӗ» асăну медалӗпе тата Хисеп хучӗпе наградăларӗç. Ку организацире нумай çул тăрăшакан Анат Кăтрата (Чистай районӗ) хӗрӗ Татьяна Нухратова Универсиадăра та хастар ӗçлерӗ.
Аса илтеретпӗр, «Мисс Татарстан» обществăлла организаци Универсиадăра та, чемпионатра та çӗнтерӳçӗсене наградăлакан ушкăн пулчӗ.
Татьяна Нухратовăна РФ спортпа туризм министерствин наградипе Хисеп хутне тивӗçнӗ ятпа чун-чӗререн саламлатпăр, малалла та пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев