Сувар

Салтака кайма та халь конкурс

Кӗрхи призывра кăçал Тутарстанран пурӗ 3,5 пин каччă салтака каяссине пӗлтерчӗ республикăн çар комиссарӗ Сергей Погодин паян « Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире. Ун сăмахӗсем тăрăх, хальхинче те тӗп тимлӗх аслă тата ятарлă вăтам пӗлӳллӗ çамрăксем çине пулӗ. Пирӗн каччăсем хушшинче элитлă çарсенче хӗсмет иртесси йăлана кӗрсе пынине те каларӗ вăл. Тӗслӗхрен,...

Кӗрхи призывра кăçал Тутарстанран пурӗ 3,5 пин каччă салтака каяссине пӗлтерчӗ республикăн çар комиссарӗ Сергей Погодин паян « Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире. Ун сăмахӗсем тăрăх, хальхинче те тӗп тимлӗх аслă тата ятарлă вăтам пӗлӳллӗ çамрăксем çине пулӗ. Пирӗн каччăсем хушшинче элитлă çарсенче хӗсмет иртесси йăлана кӗрсе пынине те каларӗ вăл. Тӗслӗхрен, Хура тинӗс флотне каяс текенсен хушшинче конкурс та йӗркелеме тивнӗ.

Пӗрремӗш призывниксен ушкăнне октябрӗн 22-мӗшӗнче ăсатăпăр.

Тата тепӗр лайăх йăлана та палăртмалла: республикăн çар комиссариачӗ Тутарстанри çын прави енӗпе уполномоченнăйӗпе пӗрле «Призывниксен прави» темăпа вӗрентӳсем ирттерет.

26 муниципаллă районта призывниксемпе тата вӗсен ашшӗ-амăшӗсемпе çак темăпа калаçусем иртӗç. Унта призывниксене хăйсене тата ашшӗ-амăшӗсен ыйтăвӗсене хуравлӗç тата ытти нумай япалана ăнлантараççӗ. Призывниксене 6 çар командине Тутарстанри çын прависен уполномоченнăйӗн аппарачӗн пайташӗсем вырăна çитичченех ăсатаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: