Сувар

Сăмах çилпе вӗçмен

Тутарстан халăх сӗнӗвӗсене пурнăçа кӗртессипе малта пыракан пилӗк регион шутне кӗнине пӗлтернӗ Пӗтӗм Раççей халăх фрончӗн ӗçтăвком ертӳçи Алексей Анисимов. Унăн даннăйӗсем тăрăх, малти вырăна Тула облаçӗ йышăннă, халăх сӗнӗвӗсене кунта 100 проценчӗпех пурнăçа кӗртнӗ. Иккӗмӗш вырăнта Амур облаçӗ, унăн кăтартăвӗ - 98 процент. Виççӗмӗшпе тăваттăмӗш вырăнсене Краснодар крайӗпе Томск...

Тутарстан халăх сӗнӗвӗсене пурнăçа кӗртессипе малта пыракан пилӗк регион шутне кӗнине пӗлтернӗ Пӗтӗм Раççей халăх фрончӗн ӗçтăвком ертӳçи Алексей Анисимов. Унăн даннăйӗсем тăрăх, малти вырăна Тула облаçӗ йышăннă, халăх сӗнӗвӗсене кунта 100 проценчӗпех пурнăçа кӗртнӗ. Иккӗмӗш вырăнта Амур облаçӗ, унăн кăтартăвӗ - 98 процент. Виççӗмӗшпе тăваттăмӗш вырăнсене Краснодар крайӗпе Томск облаçӗ йышăннă. Кунта халăх сӗнӗвӗн 88 процентне вырăнти власть «илтнӗ».

Анисимов сăмахӗсемпе, Пӗтӗм Раççейри халăх фрончӗ ноябрь уйăхӗнче Раççейӗн мӗнпур 85 регионӗнче пӗтӗмлетӳ конференцине ирттерме палăртнă, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА ТАСС хыпарӗ çине таянса.

Конференцире Халăх фрончӗн хастарӗсем граждансен пурнăç пахалăхне ӳстерес ӗнӗпе халăх сӗнӗвӗсене йӗркелесе регионсенчи ӗç тăвакан влаçсене парӗç. Халăх фрончӗн ӗçне хальхинче 450 çамрăка та явăçтарма шутлаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: