Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Сасартăк татăлнă вӗçев

Декабрӗн 25-мӗшӗнче ирхине пулнă хăрушă та ăнланмалла мар синкер пирӗн халăхшăн, творчество çыннисемшӗн пысăк çухату. Сочи çумӗнче Хура тинӗсе ӳкнӗ ТУ-154 самолет çинче Александров ячӗллӗ çар ансамблӗсӗр пуçне 9 журналист, культура, общество ӗçченӗсем пулнă. Вӗсем яланлăхах пирӗн асра юлӗç. Трагедире пирӗн йăхташăн, Ӗпхӳре çуралса ӳснӗ чăваш каччи Максим Ивановăн та...

Декабрӗн 25-мӗшӗнче ирхине пулнă хăрушă та ăнланмалла мар синкер пирӗн халăхшăн, творчество çыннисемшӗн пысăк çухату. Сочи çумӗнче Хура тинӗсе ӳкнӗ ТУ-154 самолет çинче Александров ячӗллӗ çар ансамблӗсӗр пуçне 9 журналист, культура, общество ӗçченӗсем пулнă. Вӗсем яланлăхах пирӗн асра юлӗç.
Трагедире пирӗн йăхташăн, Ӗпхӳре çуралса ӳснӗ чăваш каччи Максим Ивановăн та пурнăçӗ татăлчӗ. Вăл Александров ячӗллӗ юрăпа ташă ансамбльте хӗсметре тăнă, солист пулнă. Максим Ӗпхӳри искусствăсен училищинче вӗреннӗ, П.М.Миронов ячӗллӗ чăваш вырсарни шкулне çӳренӗ.
Максим Иванов Пушкăртстанри «Тивлет» телекăларăма та пӗрре мар хутшăннă. Вăл «Шăпчăк сасси» регионсем хушшинчи конкурсра Гран-при çӗнсе илнӗ. 2004 çулта Шупашкарта иртнӗ «Кӗмӗл сасă» конкурсра дипломант пулма тивӗçнӗ.
Искусствăсен училищинче Максим бас пек вӗренме пуçланă, вӗçленӗ тенор пек. Ырă кăмăллă, шанчăклă юлташ пек аса илеççӗ ăна пӗрле вӗренекенсем. Пирӗн асра та Пушкăрстан çӗрӗн пултаруллă каччи çаплах юлӗ.
Ӗпхӳре пӗлӳ илнӗ хыççăн Максим Иванов Шупашкарти культура институтне вӗренме кӗнӗ, унтан ГИТИС-ра «Музыка театрӗн режиссерӗ» специальноçа илет. Вăл Александров ячӗллӗ ансамбльте те хăйӗн таланчӗпе самай палăрма ӗлкӗрнӗ, соло партийӗсенче юрланă.
Артистăн амăшӗ, арăмӗ, пӗчӗк хӗрӗ юлнă. Вӗсемпе тата авиакатастрофăра вилнӗ 91 çыннăн çемйисемпе пӗрле тарăннăн хурланни çинчен пӗлтеретпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев