Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Поэзи... тăватă чӗлхепе

(Евгений Турхан).Тутарстан Республикинчи Халăхсен Туслăх çуртӗнче Пӗ­тӗм тӗнчери поэзи кунне халалланă поэтикăлла иккӗмӗш концерт иртрӗ. Унта Тутарстанри, Чăваш, Мари, Удмурт респуб­ликисенчи паллă поэтсем, юрăç-авторсен çавăн пекех çамрăк сăвăçсемпе юрăç­сем хутшăнчӗç. Мероприяти Евгения Коцарь «Поэзи гимнне» юрланипе пуçланчӗ. Пухăннисене «Хусанти вырăс наципе культура пӗрлешӗвӗ» вырăнти обществăлла организацин председателӗ Ирина Александровская, ТР...

(Евгений Турхан).Тутарстан Республикинчи Халăхсен Туслăх çуртӗнче Пӗ­тӗм тӗнчери поэзи кунне халалланă поэтикăлла иккӗмӗш концерт иртрӗ. Унта Тутарстанри, Чăваш, Мари, Удмурт респуб­ликисенчи паллă поэтсем, юрăç-авторсен çавăн пекех çамрăк сăвăçсемпе юрăç­сем хутшăнчӗç. Мероприяти Евгения Коцарь «Поэзи гимнне» юрланипе пуçланчӗ.

Пухăннисене «Хусанти вырăс наципе культура пӗрлешӗвӗ» вырăнти обществăлла организацин председателӗ Ирина Александровская, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ (Евгений Турхан). Анастасия Исаева, Хусан хулин Ветерансен канашӗн председателӗн çумӗ Нина Валиуллина, ТР наукăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, РФ Çар историйӗн академийӗн академикӗ, профессор, ТР Таврапӗлӳçӗсен обществин Канашӗн председателӗ Альберт Бурханов, чăваш халăх академикӗ, чăваш этнокультурин тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Тутарстанри Чăваш таврапӗлӳçисен пӗрлӗхӗн ертӳçи Александр Семенов, Хусанти «Диалог» поэзи театрӗ (илемлӗх ертӳçи Ольга Левадная, режиссер-постановщикӗ Владимир Нежданов) саламларӗç.

Концертра Тутарстан, Мари, Удмурт республикисенчен килнӗ поэтсем сăввисене вуларӗç, бардсем хăйсен юррисемпе паллаштарчӗç.

Чăваш Республикинчен Поэзи кунне Дмитрий Поздеев, Марина Есенина, Любовь Пет­рова, Сергей Тихонов, Наталья Ромашина, Татьяна Микушова, Наталья Селезнева поэтсем хутшăнчӗç. (Сăнӳкерчӗк Хусанти Туслăх çурчӗн сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев