Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Сбербанк» «Татфондбанк» клиенчӗсене 10 млрд тенкӗ укçа тӳленӗ

«Сбербанк» Тутарстанра декабрӗн 26-мӗшӗнче «Татфондбанк» клиенчӗсене 10 миллиард ытла укçа тӳленӗ. Банкăн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, «Сбербанк» пӗтӗмӗшпе вкладчиксене 35 миллиард тенкӗ укçа памалла. Çапла май, укçасене пама пуçланă пӗрремӗш кунӗнчех банк пӗтӗмӗшле тӳлеврен виççӗмӗш пайне тӳленӗ те. Кунсăр пуçне хăш-пӗр банк уйрăмӗсен ӗç графикне 12-сехетлӗ тунă, ӗçченсен штатне ӳстернӗ. Черетре...

«Сбербанк» Тутарстанра декабрӗн 26-мӗшӗнче «Татфондбанк» клиенчӗсене 10 миллиард ытла укçа тӳленӗ. Банкăн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, «Сбербанк» пӗтӗмӗшпе вкладчиксене 35 миллиард тенкӗ укçа памалла. Çапла май, укçасене пама пуçланă пӗрремӗш кунӗнчех банк пӗтӗмӗшле тӳлеврен виççӗмӗш пайне тӳленӗ те.

Кунсăр пуçне хăш-пӗр банк уйрăмӗсен ӗç графикне 12-сехетлӗ тунă, ӗçченсен штатне ӳстернӗ. Черетре тăракан вкладчиксен банкрах вӗри чей, шыв ӗçме май пур, пӗлтерет банк пресс-служби.

Ас илтеретпӗр, «Татфондбанкăн» Хусанта пурăнакан А-Й тата А-Z (резидент маррисем валли) саспаллисемпе пуçланакан хушаматлă вкладчикӗсем компенсаци укçине «Сбербанк» урлă илме пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев