Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Шăп тăр та – хӳтӗле! Хусанта паян тăван чӗлхене хӳтӗлесе шăплăх сехечӗ иртет

( К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Паян 15 сехетрен пуçласа 16 сехетчен Хусанта тăван чӗлхене хӳтӗлесе пӗтӗм тӗнчери шăплăх сехечӗ иртет. Тутар çамрăкӗсем çакăн пек акци ирттерес пуçарупа тухнă. Вӗсем тӗнчери пӗтсе пыракан мӗнпур халăха чӗнсе: - Чăвашсем, пушкăртсем, якутсем, удмуртсем, тутарсем! Сирӗн пӗр-пӗринчен уйрăлса тăмалли пӗр наци уйрăмлăхӗ кăна юлнă, вăл -...

( К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Паян 15 сехетрен пуçласа 16 сехетчен Хусанта тăван чӗлхене хӳтӗлесе пӗтӗм тӗнчери шăплăх сехечӗ иртет. Тутар çамрăкӗсем çакăн пек акци ирттерес пуçарупа тухнă. Вӗсем тӗнчери пӗтсе пыракан мӗнпур халăха чӗнсе:

- Чăвашсем, пушкăртсем, якутсем, удмуртсем, тутарсем! Сирӗн пӗр-пӗринчен уйрăлса тăмалли пӗр наци уйрăмлăхӗ кăна юлнă, вăл - чӗлхе. Тăван чӗлхесӗр тӗнче мӗнле вăл? Хутшăнăр, унсăрăн ыран халăхăр шăпланать. Тăван чӗлхене упраса хăварăр! - тенӗ.

Акцие хутшăнакансем çакна тăван-пӗлӗшӗсене ăнлантарса килте, ӗçре шăппăн ларма пултараççӗ. Шăплăх сехетне мӗнле ирттернине #тынлыксэгате, #частишины хештегсемпе мӗнпур социаллă сетьра вырнаçтармалла.

Акцие Америкăри, Турцири, Францири тата Хусанти якутсем, чăвашсем, удмуртсем хутшăнассине пӗлтернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев