Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Шартлама сивӗсем пуçланаççӗ

Тутарстанра çитес кунсенче сивӗ çанталăк тăрассине хыпарлать ТР Гидрометцентрӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Сывлăш температури паян çӗрле минус 17 градус таранччен анать. Ыран, январӗн 12-мӗшӗнче, çанталăк тата сивӗрех пулать, çавăнпа урама тухнă чух ăшăрах тăхăнма ан манăр. Сывлăш температури ирхине тата çӗрле минус 12-рен пуçласа 17 градуса çитиччен анать, кунӗпе...

Тутарстанра çитес кунсенче сивӗ çанталăк тăрассине хыпарлать ТР Гидрометцентрӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Сывлăш температури паян çӗрле минус 17 градус таранччен анать.

Ыран, январӗн 12-мӗшӗнче, çанталăк тата сивӗрех пулать, çавăнпа урама тухнă чух ăшăрах тăхăнма ан манăр. Сывлăш температури ирхине тата çӗрле минус 12-рен пуçласа 17 градуса çитиччен анать, кунӗпе минус 16-ран 21 градуса çитет. Вырăн-вырăнпа юр çăвать. Çулсем пăрлакланаççӗ.

Январӗн 13-мӗшӗнче эрнери чи сивӗ кун пулать. Çӗрле тата ирхине минус 19-тан пуçласа 21 градуса анать, хăш-пӗр районта минус 29 градуса та çитет. Кăнтăрла сывлăш температури минус 17 тата 22 градус пулать. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев