Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Шкулсене автобуссем валеçеççӗ

Республикăри вӗрентӳ министрӗ Энгель Фаттахов професси уявӗ умӗн Тутарстанра «Образование» наци проекчӗ тăрăх инновацилле вӗрентӳ программисене пурнăçа кӗртекен чи лайăх учительсемпе тӗл пулнă. 2016 çулта çак проекта 236 педагог хутшăннă. Экспертсем Раççей Федерацийӗн шайӗнче 26 учителе, Тутарстан шайӗнче 39 учителе палăртнă. Вӗсем 30-тан пуçласа 200 пин тенкӗ таранччен преми илме...

Республикăри вӗрентӳ министрӗ Энгель Фаттахов професси уявӗ умӗн Тутарстанра «Образование» наци проекчӗ тăрăх инновацилле вӗрентӳ программисене пурнăçа кӗртекен чи лайăх учительсемпе тӗл пулнă. 2016 çулта çак проекта 236 педагог хутшăннă. Экспертсем Раççей Федерацийӗн шайӗнче 26 учителе, Тутарстан шайӗнче 39 учителе палăртнă. Вӗсем 30-тан пуçласа 200 пин тенкӗ таранччен преми илме тивӗçӗç. Октябрӗн 6-мӗшӗнче Хусанта республикăри шкулсене 25 Ford Tranzit автобус валеçрӗç. Кăçал ТР Вӗрентӳпе наука министерстви ял шкулӗсем валли 78 автобус туянма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Паян «Пирамидăра» Учитель кунне халалланă уяв иртет. Унта Тутарстанри 1000 педагог хутшăнӗ, вӗсене ТР Премьер-министрӗ Ильдар Халиков саламлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев