Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Шупашкарти конференци

Ноябрӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта Раççей шайӗнчи ăслăлăхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Унăн теми - «Тӗрлӗ культура условийӗсенчи наци чӗлхисемпе литературисем». Ăна РФ аслă професси пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗçченне Валентина Ивановна Игнатьевăна халалланă. Тӗп ларура чӗлхене вӗрентес проблемăсене сӳтсе явнă. Чăваш халăхӗн йӗркеленӗвӗнчи тӗне кӗмен тапхăр çинчен ТР чăваш таврапӗлӳçисен председателӗ Александр Семенов доклад...

Ноябрӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта Раççей шайӗнчи ăслăлăхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Унăн теми - «Тӗрлӗ культура условийӗсенчи наци чӗлхисемпе литературисем». Ăна РФ аслă професси пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗçченне Валентина Ивановна Игнатьевăна халалланă.
Тӗп ларура чӗлхене вӗрентес проблемăсене сӳтсе явнă. Чăваш халăхӗн йӗркеленӗвӗнчи тӗне кӗмен тапхăр çинчен ТР чăваш таврапӗлӳçисен председателӗ Александр Семенов доклад тунă. Вăл Аксу тăрăхӗнчи чăваш ялӗсене тӗслӗхе илсе кăтартнă.
Конференци умӗн Тутарстан хăни И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн филологи факультечӗн студенчӗсемпе тӗл пулса лекци вуланă. Таврапӗлӳçӗ хăйӗн этимологи тӗпчевӗсемпе паллаштарнă.
Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш наци библио­текинче 10 сехетре Чăваш халăх ӳнерпе ăслăлăх академийӗн отчетпа суйлав Конференцийӗ иртет. Тутарстанра пурăнакан чăваш халăх академикӗсене Конференцин ӗçне хутшăнма йыхравлаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев