Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Шурă барса киле тавăрасшăн

Тутарстан Республики ахальтен мар пулӗ хăй символне шурă барса суйласа илнӗ. Çак илемлӗ те хăйевӗрлӗ чӗрчун туллă вырăнсенче пурăнма кăмăллать. Хăй пурăнакан çӗрте унăн тăшман та çук темелле. Кашкăрсемпе пулакан тытăçусенчен те вăл çӗнтерӳçӗ пулса тухать. Çутçанталăк панă илемсӗр пуçне барсăн шалти мăнаçлăх пур. Ахальтен мар пуль вăл Центрти Ази...

Тутарстан Республики ахальтен мар пулӗ хăй символне шурă барса суйласа илнӗ. Çак илемлӗ те хăйевӗрлӗ чӗрчун туллă вырăнсенче пурăнма кăмăллать. Хăй пурăнакан çӗрте унăн тăшман та çук темелле. Кашкăрсемпе пулакан тытăçусенчен те вăл çӗнтерӳçӗ пулса тухать.

Çутçанталăк панă илемсӗр пуçне барсăн шалти мăнаçлăх пур. Ахальтен мар пуль вăл Центрти Ази тăрăхӗн тăнăçлăхпа пурнăç символӗ пулса тăрать. Тӗрлӗ ятпа чӗнеççӗ чӗрчуна çакăнти халăхсем. Тувасем ирбиш, Семиречьере ильберс, ирбис, тутарсем ак барс теççӗ. Ирбис тени тӗрӗк чӗлхинчен юр кушакӗ тесе куçать. Хальхи вăхăтра ăна ытларах Алтай, Тянь-Шань, Хӗвеланăç Саян, Памир, Гималай, Гиндукаш, Аслă Кавказ тăрăхӗсенче курма пулать. Тутарстанра вара, республика символӗ пулсан та - çук. Тен, çавăнпа çак тӗрӗсмарлăха ТР Экологипе çутçанталăк министерстви тӳрлетме шутланă - шурă барссене ӗрчетессипе, сыхлассипе реинтродукцин (маларах çак вырăнта пурăннă, анчах тӗрлӗ сăлтава пула çухалнă чӗрчунсене е ӳсен-тăрансене çӗнӗрен илсе килсе вӗсен популяцине аталантарни.-Авт.), реабилитацин регионсен хушшинчи центрне йӗркелесе. Нумай пулмасть Фарид Абдулганиев çак проекта «Страна заповедная» наци фончӗн ӗç тăвакан директорӗпе Ирина Санниковăпа, Саянпа Шушенски заповедникӗн ертӳçипе Геннадий Киселевпа, Сочири наци паркӗн штатра тăман сотрудникӗпе Виктор Лукарецкипе тӗл пулса сӳтсе явнă.
«Тутарстан çутçанталăк ресурсӗсем енчен пуян, шыв та, заповедниксем те нумай кунта. Çухалнă чӗрчунсемпе кайăксен популяцийӗсене çӗнӗрен чӗртессипе те опыт çук мар», - тенӗ Фарид Абдулганиев Атăлпа Кама заповедникӗн Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ шур хӳре-орлана сыхласа хăварас опычӗпе паллаштарса. Ун шучӗпе, çак тӗслӗх шурă барсăн популяцине те çӗнӗрен чӗртме шанчăк парать.
Хальхи вăхăтра тутарстансем çак чӗрчунсене ӗрчетессипе ӗçлекен ертӳçӗ специалистсен опычӗпе паллашаççӗ, тӗпчеççӗ. Питӗ те вăхăтлă пуçланă çак ӗçе, мӗншӗн тесен ирбиссен шучӗ самаях чакнă, паян вăл çухалса пыракан биологи тӗсӗсен шутне кӗрет. Ним те тумасан тепӗр 10-12 çултан Раççейре вӗсем юлмасса пултараççӗ. Айăпӗ, паллах ӗнтӗ, этем хапсăнчăклăхӗнче. Шурă барсăн тирӗ çав тери илемлӗ. Браконьерсем унпа «хура» рынокра суту туса пысăк тупăш тăваççӗ. Юрать, юлашки вăхăтра çутçанталăк хӳтӗлевçисем хăюллăрах ӗçлеме пуçланă. Зоопарксен ӗçӗ те шурă барссен шутне, нумай пулмасан та, ӳстерме пулăшать. Паллах, çак проблема айккинче Тутарстан юлма пултараймасть. Шурă барса вăл республика гербӗ çинче курнипе кăна çырлахасшăн мар, чӗрчуна тахçан тăван пулнă çӗршывне тавăрма шутлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев