Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Шурсухалсене чӗлхе ыйтăвӗ пăшăрхантарать

Чăваш çыннисене, ял старостисене, ЧНК, ЧТП, хӗрарăмсен, пенсионерсен, çамрăксен тата ытти пӗрлешӳсен районсенчи пайташӗсене, Патшалăхăн республикăри тата вырăнти ертӳçисене, Вӗрентӳ шаралăхне, шкул директорӗсене янă ÇЫРУ. Тăван чӗлхемӗр кăвайт çинчи хӗртнӗ хурçă пек тӗлкӗшсе тăрать. Таптаса килекен пӗрпеклетӳ тискерлӗхне ăнланмасăр, лайăх шалуллă вырăнти хăшпӗр чӗлхеçӗсемпе аслă тӳресем тăван чӗлхене пăтратма пăрахаймаççӗ....

Чăваш çыннисене, ял старостисене, ЧНК, ЧТП, хӗрарăмсен, пенсионерсен, çамрăксен тата ытти пӗрлешӳсен районсенчи пайташӗсене, Патшалăхăн республикăри тата вырăнти ертӳçисене, Вӗрентӳ шаралăхне, шкул директорӗсене янă ÇЫРУ.

Тăван чӗлхемӗр кăвайт çинчи хӗртнӗ хурçă пек тӗлкӗшсе тăрать. Таптаса килекен пӗрпеклетӳ тискерлӗхне ăнланмасăр, лайăх шалуллă вырăнти хăшпӗр чӗлхеçӗсемпе аслă тӳресем тăван чӗлхене пăтратма пăрахаймаççӗ. Хăватлă халăхсем хăйсен чӗлхисене хăюллăн хӳтӗлеççӗ. Юлашки вăхăтра чăвашсем тăван сăмаха упрассишӗн çине тăма пуçларӗç. «Хыпар», «Çамрăксен хаçачӗ», «Чăваш тӗнчи» хаçатсенче, Чăваш халăх сайтӗнче, «Идель. Реалии» сайтра çивӗч статьясем тухрӗç. Тăван чӗлхене хӳтӗлесе çынсем судсене çитрӗç. Ыйтăва Патшалăх Канашӗн шайӗнче ятарласа сӳтсе явнă пулин те, Чӗлхе комиссийӗ каллех унталла-кунталла турткаланнипе шкул ӗçне пăтратса тăрать. Татах капла хăтлансан чӗлхемӗре тепӗр ăру ӗмӗрӗнче сӳнтерсе лартатпăр.

Пирӗн пӗрремӗш сăмах - ачасемпе тăван чӗлхепе калаçасси çинчен. Тăван чӗлхене, халăх йăлисене сӗвӗрӗлтерсе ярсан наци малашӗ хупланать. Кам чăваш чунне çухатнă, эпир вӗсене ӳкӗтлесе пуç çапмастпăр. Петӗр Хусанкай унашкал каçрашкасенчен йӗрӗнсе иртме хушнă «Кам хăй чăвашшинчен намăсланса чăваш ятне çӗртнӗ - çавсене эпир кутран тапса ывăтатпăр»,- тенӗ Çеçпӗл Мишши çӗр çул ӗлӗкех.

Чăваш чӗлхине юратса упракан кил-çурт хуçисене калатпăр: кӳршӗ-арша, ял-йыша тăван тымара упрама пулăшăр. Ку - халăх ӗçӗ, вăрçă вăхăтӗнче Тăван Çӗршыва хаяр тăшманран хӳтӗленӗ чухнехи пекех сăваплă ӗç. Çак хӳтӗлевре «мана мӗне кирлӗ» тесе тăракан çын сутăнчăкпа пӗрех. Кам тăван йăх чысне хисеплеме пăрахман, кам халăх шăпи çинчен шухăшлама пултарать, çавсене калатпăр: паянтан пурсăмăр та килте те, урамра та вырăсла, тутарла, акăлчанла, китайла лайăх пӗлекен ача-пăчапа çине тăрсах тăван чӗлхепе калаçăпăр, вӗсемпе хӗлле те, çулла та пӗрлехи вăйăсем, ӗçсем, юрă-ташă ӗлӗкхи пекех ирттерме пăрахмăпăр. Хамăрăн ята упракан, халăх эткерне аталантарма пултаракан ăру пăхса ӳстересси - пирӗн, ашшӗ-амăшӗсен, хамăр ачасемпе халăх умӗнчи пăрăнми таса тивӗçӗмӗр.

Пирӗн иккӗмӗш сăмах - ача пахчипе шкулта чăвашла вӗрентесси çинчен. Саккунсем, вӗрентӳ планӗсемпе программăсем чăваш чӗлхипе сăмахлăхне ытти чӗлхесемпе тан вӗрентме май туса панă. Анчах хамăр айванлăха пула çав ирӗкпе усă кураймастпăр. Хуласемпе поселоксенче, ял урамӗсенче ятсене чăвашла-вырăсла тирпейлӗ çырнă паллăсемпе палăксем, вырăсла калаçакан ачасем чăваш чӗлхине хавасланса вӗреннӗ тӗслӗхсем нумай, çав хушăрах таса чăваш ялӗсенчи хăшпӗр шкулта чăваш сăмахӗ курăнмасть те, илтӗнмест те. Республикăри темиçе шкул чăвашлăха хирӗçле юхăм тума пуçлани курăнать.

Хăшпӗр шкул директорӗсем ашшӗ-амăшӗ çине, укçа-тенкӗпе сехет сахалли çине йăвантарса е хăйсен мăнтăр кăмăлне кура чăваш чӗлхине таптанипе эпир килӗшсе тăма пултараймастпăр. Хытарсах калатпăр: чăваш халăхӗ тăван чӗлхене юратма пăрахман, малашне те ăна упрама пăрахмӗ!

Республикăри тата вырăнти ертӳлӗхсенчен, Вӗрентӳ шаралăхӗнчен хытарсах çапла ыйтатпăр:

- ӗçе чи çăмăл пулăмран - кăтартмăшсене (вывескăсене) йӗркене кӗртессинчен пуçласа, вӗсене кăçалах пур шкулта та Чӗлхесен саккунӗ хушнă пек тата тирпейлӗ туса çитермелле;

- çак вӗренӳ çулӗнче республикăри мӗнпур шкулта тата ача пахчинче чăвашла вӗрентӗве саккун хушакан шая çити хăпартмалла, укçа-тенкӗне ячӗшӗн тăккаланипе çырлахма çук. Шкул директорӗсен ăнланас пулать: русификаци теорийӗ чи хаяр ӗмӗрсенче те пурнăçа кӗреймен, халӗ ăна витерме хăтланни халăхсене хирӗçтерни кăна пулать.

- Раççей Федерацийӗпе Чăваш Республикин Вӗрентӳ шаралăхӗсем умне тăратнă пирӗн ыйтусемпе сӗнӳсем çӗнӗ мар: пултаруллă чăваш ачисен гуманитари лицейне чӗртесси* чăваш вӗрентӗвӗн ăсталăх лабораторине уçасси* чăвашла пӗлӳ тӗрӗслевне йӗркелесси* чăваш культурин вӗренӗвне тавăрасси, чăваш ăс пурлăхне кăтартакан энциклопедисем, пӗлкӗчсем, кăтартупа меслет хатӗрӗсем кăларасси - пăрăнмасăр тумалли ӗçсем.

Халăх сăмахне тӳресем илтмӗше переççӗ е алай-алай тесе шăлса хăвараççӗ. Вӗрентӳпе çамрăксен политикин шаралăхӗ пирӗн ыйтусене мӗнле тивӗçтернине Аксакалсен тӗп канашӗнче Наци Конгресӗпе тата Халăх академийӗпе пӗрле вӗренӳ çулӗ вӗçӗнче ятарлă пăхса тухма, саккунсене пăсакан тӳре-шарана Халăх Хуралӗн Намăс хăмийӗ çине кăларма палăртатпăр.

Çырăва Чăваш аксакалӗсен тӗп канашӗ 2016- çулхи юпан 13-мӗшӗнче Чăваш наци конгресӗн ӗçтăвкомӗпе, Чăваш халăх академийӗпе, Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗпе килӗштерсе йышăннă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев