Сувар

Шыва та кӗрейместпӗр-и?

Росгидрометцентрăн хыпарне шанас пулсан, çитес 10 çултан эпир хамăр юханшывсенче вуçех те шыва кӗрейместпӗр. Мӗншӗн тетӗр-и? Çулла шăрăх пулманнипе. Çакна планетăри çанталăк ăшăнса пынипе çыхăнтараççӗ. Экваторпа полюссем хушшинчи сывлăш температурин уйрăмлăхӗ пӗчӗкленсе пыни çанталăка хумлăн-хумлăн улăштарса тăрать-мӗн. Раççейри широтасенче сывлăш масси хӗвеланăçран хӗвелтухăçнелле куçасси йăлара пулнă. Халӗ вара сывлăш циркуляцийӗ...

Росгидрометцентрăн хыпарне шанас пулсан, çитес 10 çултан эпир хамăр юханшывсенче вуçех те шыва кӗрейместпӗр. Мӗншӗн тетӗр-и? Çулла шăрăх пулманнипе. Çакна планетăри çанталăк ăшăнса пынипе çыхăнтараççӗ. Экваторпа полюссем хушшинчи сывлăш температурин уйрăмлăхӗ пӗчӗкленсе пыни çанталăка хумлăн-хумлăн улăштарса тăрать-мӗн. Раççейри широтасенче сывлăш масси хӗвеланăçран хӗвелтухăçнелле куçасси йăлара пулнă. Халӗ вара сывлăш циркуляцийӗ вăтам широтана Арктикăри сивӗ çилсем хăваласа йӗркеленет. Синоптиксем çакăн пек лару-тăру пирӗн çӗршывра 10 çултан йӗркеленсе çитет те шăрăх мар çанталăклă çулла нормăна çаврăнать теççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: