Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Шывӑн турачӗ ҫук

Хӗвел çуллахи пек икӗ кун кăна хӗртрӗ-ха, республикăри шыв-шурсенче вара путса вилекенсем пулчӗç те. ТР МЧС пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, иртнӗ канмалли кунсенче республикăри шыв-шурсенче икӗ арçын путса вилнӗ, пӗрне çăлса ӗлкӗрнӗ, шыва кӗнӗ чух çухалнă тепӗр пилӗк çынна, вӗсенчен пӗр 10 çулти ачана, хальхи вăхăтра шыраççӗ. Инкексен сăлтавӗ, тӗпрен илсен,...

Хӗвел çуллахи пек икӗ кун кăна хӗртрӗ-ха, республикăри шыв-шурсенче вара путса вилекенсем пулчӗç те. ТР МЧС пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, иртнӗ канмалли кунсенче республикăри шыв-шурсенче икӗ арçын путса вилнӗ, пӗрне çăлса ӗлкӗрнӗ, шыва кӗнӗ чух çухалнă тепӗр пилӗк çынна, вӗсенчен пӗр 10 çулти ачана, хальхи вăхăтра шыраççӗ.

Инкексен сăлтавӗ, тӗпрен илсен, юраман вырăнта шыва кӗни.

Чи пысăк инкек Агрыз районӗнчи Иж-Байки ялӗнче пулнă. Унта 32-ри арçынпа 10-ри ачи путнă. Куракансем каланă тăрăх, вăл ывăлӗсене çурăмӗ çине çакса çыранăн тепӗр енне ишсе каçарнă иккен. Пӗр ывăлне каçарнă, тепринпе ишнӗ чухне ывăлӗпе пӗрлех шыв айне кайса куçран çухалнă. Çакна асăрхакансем вӗсене пулăшма хăтланнă, анчах та шыв айӗнчи юхăм вăйлă пулнипе çăлайман. Хальхи вăхăтра 1000 тăваткал метр шыв акваторине, Иж юханшывăн 3,5 çухрăм çыранне тӗрӗсленӗ, анчах та ывăлӗпе ашшӗне тупайман-ха.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев