Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Сипленӳ эффективлă пултăр тесен, тухтăрăн пациент куçӗпе курас, хăлхипе илтес, чӗрипе туяс пулать

(ирина Трифонова. Сăнӳкерчӗк minzdrav.tatarstan.ru сайтран) Иртнӗ эрнере, октябрӗн 20-мӗшӗнче, Хусанта «Тӗнчери пахалăх стандарчӗ: шухăшран пуçласа пурнăçа кӗртиччен. Мэйо клиникин опычӗ» Халăхсен хушшинчи тăваттăмӗш конференци пулчӗ. Патшалăх тата харпăр медицина организацийӗсен ертӳçисене пулăшăвăн пахалăх управленийӗн принципӗсене вӗрентес енӗпе мероприяти тăваттăмӗш хут ӗнтӗ Мэйо компанипе пӗрле иртет. Клиникăн эксперчӗсем икӗ куна яхăн...

(ирина Трифонова. Сăнӳкерчӗк minzdrav.tatarstan.ru сайтран) Иртнӗ эрнере, октябрӗн 20-мӗшӗнче, Хусанта «Тӗнчери пахалăх стандарчӗ: шухăшран пуçласа пурнăçа кӗртиччен. Мэйо клиникин опычӗ» Халăхсен хушшинчи тăваттăмӗш конференци пулчӗ. Патшалăх тата харпăр медицина организацийӗсен ертӳçисене пулăшăвăн пахалăх управленийӗн принципӗсене вӗрентес енӗпе мероприяти тăваттăмӗш хут ӗнтӗ Мэйо компанипе пӗрле иртет.

Клиникăн эксперчӗсем икӗ куна яхăн хăйсен ӗç опычӗпе паллаштарчӗç. Конференцие Раççей регионӗсенчен, СНГ тата Балти çӗршывӗсенчен пурӗ 800 ытла тухтăр хутшăннă.

Америка клиникин ӗçӗ чăнах та тӗслӗхлӗ, вăл тӗнчипе те чи лайăх медицина учрежденийӗ шутланать. Пирӗн çӗршывра халӗ те традициллӗ меслетпе ӗçлеççӗ пулсан, Мэйо клиникин ӗç никӗсӗ - пациент. Кунта тӗрӗс ăнланмалла: пирӗн тухтăрсем те чирлӗ çынна сыватас тесе ӗçлеççӗ-ха, çапах ытларах çын чирӗ вӗсемшӗн ӗç инструменчӗ пулса тăрать. Мэйо клиникин принципӗ вара пациентăн нуши, хуйхипе инкекӗ, вăл организацин тӗп хаклăхӗ пулса тăрать. Мэйо специалисчӗсен шучӗпе, тухтăрăн пациент куçӗпе курма, пациент хăлхипе илтме, пациент чӗрипе туйма пӗлмелле.

Мэйо клиники тӗнчипе те чи пысăк медицинăпа тӗпчев центрӗ пулса тăрать. Вăл Миннесот штатӗнчи Рочестер хулинче вырнаçнă. Клиникăн çурчӗсем хулан çур пайне йышăнаççӗ темелле. Ăна Уильям Уоррэл Мэйо (1819-1911) 1889 çулта йӗркелесе янă. Каярахпа ун ӗçне ывăлӗсем - Уильям Джеймспа Чарльз Хорейс малалла тăснă. Наци калăпăшӗнчи медицина центрне çавăрма вара Генри Стэнли Пламмер (1874-1936) пултарнă. Вăл çине тăрса диагностикăна çӗнӗлӗхсем кӗртме пуçланă, пациентсен учечӗн оригиналлă системине шутласа кăларнă. Клиника «рульне» хăш вăхăтра та пултаруллă та талантлă ертӳçӗсем тытса пынипе паян çак центр тӗнчипе те чи лайăххисен шутне кӗрет. Унта 50,9 пин çын ӗçлет, çав шутран 3800-шӗ наука докторӗсемпе ученăйсем.

Проблема шутне кӗртмен

Раççей медицини пирки каласан, вăл аталанать. Çулсерен регионсенче çӗнӗрен те çӗнӗ, хальхи технологипе тивӗçтернӗ диагностика центрӗсем, больницăсем, поликлиникăсем, медицина тӗпчевӗн центрӗсемпе клиникисем уçăлаççӗ. Медицина университечӗсенчи вӗренӳ те тӗнчери шайран юласшăн мар, çак тӗллевпе профильлӗ вӗрентӳ учрежденийӗсем тӗнчери аслă шкулсемпе çыхăнусем йӗркеленӗ, студентсемпе ылмашăнаççӗ. Çапах çитменлӗхсемсӗр мар, çавсенчен пӗри - медицина пулăшăвне «сивӗ» меслетпе йӗркелесе пыни. Халиччен çак лару-тăрăва йӗркеллӗ тесе шутланă, унра нимӗнле проблема та курман. Мӗн-ха вăл? Кăна тӗслӗхсемпе çирӗплетсен ăнланмалларах пулӗ. Тӗслӗхрен, Маняппа чирлесе ӳкет. Паллах, чи малтан вăл участковăй терапевт патне каять. Тухтăр Маняппаран ăна мӗн канăçсăрлантарнине ыйтма пуçлать. Маняппа 10-12 çеккунт калаçнă хыççăн чарать те юн пусăмне тӗрӗслет, фонендоскоппа итлет тата ытти те. Унтан медицина картти çине çырма пуçлать. Çапла 10 минут иртет, унтан рецепт хутне, памалли анализсен списокне тыттарать. Маняппа ним ăнланмасăр, кăмăлсăр тухса каять. Çакăншăн килнӗ-и вăл тухтăр патне? Тӗрӗс, терапевт хăй ӗçне тӳрӗ кăмăлпа пурнăçланă, анчах эффективлă пулӗ-и кун пек сиплев? Тухтăр хушнине пурнăçлӗ-и Маняппа? Сиплев вăхăчӗ иртнӗ хыççăн вăл терапевт патне кайса тӗрӗсленесси иккӗленӳллӗ. Кунта, мӗнле калас, тухтăрпа пациентăн хутшăнăвӗсем «сивӗ», контактсăр. Иван Иванчшăн Маняппа черетлӗ чирлӗ çын, ун пеккисем кунӗпе 10-шар та пулаççӗ унăн. Ку чухне терапевт вырăнне ятарлă программăллă робот лартсан та нимӗн те улшăнмӗччӗ. Мэйо клиникин специалисчӗсен шучӗпе, кун пек сиплев нихăçан та эффективлă пулмасть, вăл чирлӗ çын енне сулăнмалла (пациентоориентированная медицина). Çав Маняппанах Мэйо клиникинче пачах урăхла кӗтсе илнӗ пулӗччӗç. Ăна мӗн хумхантарнине, хăй çак чир çинчен мӗн шутланине, мӗн пӗлнине йăлтах ыйтса пӗлӗччӗç, сипленме мотиваци пама тăрăшӗччӗç, мӗншӗн сипленме кирлине, Маняппан сывлăхӗн хаклăхне тӗплӗн ăнлантарӗччӗç. Сипленӳ вӗçленичченех çумӗнче пулӗччӗç, сан пеккисем пирӗн пинӗпе темӗччӗç. Мэйо клиники этем психологине тӗпе хурса ӗçне йӗркелет. Çавăнпа сывалакансен шучӗ унта самай пысăк.

Çывăрса ларакансем те пурччӗ

Халăхсен хушшинчи конференци «Корстон» комплексăн Бизнес центрӗнче пулнине каласа хăвармалла. Канашлу залӗнче пушă вырăн çукчӗ. Пухăннисен шутӗнче Хусанти паллă клиникăсен специалисчӗсене асăрхарăм, нумайăшне çывăх пӗлетӗп. Вӗсем хушшинче тава тивӗçлӗ медицина ӗçченӗсем те сахал мар. Çамрăк специалистсем те самях пуçтарăннă. Кунта акă мӗн асăрхарăм: Мэйо клиникин специалисчӗсем тухса калаçнине çамрăккисем питӗ тимлӗн итлерӗç. Вӗсем информацие йышăнни тата ăна паха опыт вырăнне хуни лайăх курăнчӗ. Çав вăхăтрах ватăраххисен питӗнче скептицизм йӗрӗсем палăрчӗç. Те ăмсану пулчӗ вăл? Хăйсен еккипе ӗçлеме хăнăхнăскерсене çӗннине йышăнма йывăртарах пулмалла. Хыçалти ретре тӗлӗрсе ларакансене те курма пулчӗ.

Мероприятие йӗркелекенсене асăнмасăр хăварни, паллах, тӗрӗс мар. Çак конференцин пӗлтерӗшӗ чăннипех пысăк, медицина ӗçченӗсемшӗн кăна мар, пирӗншӗн те. Тухтăрсен квалификацийӗнчен, вӗсем мӗн таран çынлăхлă пулнинчен пирӗн сипленӳ килет. Кăмăл хуçăлмассерен Гиппократ тупи пирки аса илтерес марччӗ пирӗн. Конференцие ТР Сывлăх сыхлав министерствипе AMTEC KAZAN çӳллӗ медицина технологийӗсен вӗрентӳ центрӗ йӗркеленӗ.

Ку статьян пайӗ кăнӗ. Материалăн тулли версийӗпе «Сувар» хаçатăн черетлӗ номерӗнче паллашма пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев