Следовательсем кам укçа вăрланине тӗпчеççӗ
Енчен те çак кунччен «Татфондбанк» офисӗсем хăть кредит тӳлевӗсене йышăнса справкăсем паратчӗç пулсан, паянхи кунран мӗн пур алăкӗсене шарт! питӗрсе илнӗ. Центробанк унăн тата «Интехбанкăн» лицензийӗсене каялла илсе банксене ӗçлеме чарнă. Çавна май паян Рустам Минниханов Президент васкавлă майпа правона сыхлакан тата надзор органӗсен ертӳçисемпе канашлу ирттернӗ. Унта вăл банксен...
Енчен те çак кунччен «Татфондбанк» офисӗсем хăть кредит тӳлевӗсене йышăнса справкăсем паратчӗç пулсан, паянхи кунран мӗн пур алăкӗсене шарт! питӗрсе илнӗ. Центробанк унăн тата «Интехбанкăн» лицензийӗсене каялла илсе банксене ӗçлеме чарнă. Çавна май паян Рустам Минниханов Президент васкавлă майпа правона сыхлакан тата надзор органӗсен ертӳçисемпе канашлу ирттернӗ. Унта вăл банксен активӗсене илсе тухма памалла марри çинчен каланă. Çакна банксенчен хур тӳснӗ клиентсен тăкакӗсене саплаштарма май пултăр тесе тумалла. Çавăн пекех Тутарстан Президенчӗ банк сферинчи кризис килсе тухнăшăн айăплă çынсене явап тыттарасси çинче те чарăнса тăнă.
Çак кунах, каç-кӳлӗм хыпар хатӗрӗсем «Татфондбанк» правленийӗн экс-председательне Роберт Мусина арестлесе ун тӗлӗшӗпе «Мошенничество» статьяпа пуçиле (уголовнăй) ӗç пуçарни çинчен пӗлтерчӗç.
Малтанласа палăртнă верси тăрăх, 2016 çулхи август уйăхӗнче «Татфондбанк» ертӳçисем кредит илме, унтан çав укçасене вăрлама май пултăр тесе Раççей Тӗп Банкне пысăк ликвидлă актив пур тесе суя документсем панă. Каярах кредит тесе илнӗ 3 миллиард тенкӗлăх укçана «Татфондбанкпа» çыхăннă «хăйсен» организацийӗсен расчет шучӗсем çине куçарса пынă.
Хальхи вăхăтра Патшалăх Канашӗн депутатне Роберт Мусина следоватльсем ыйтусем параççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
8 марта 2021 - 07:45Чӑваш хӗрарӑмӗн сӑмахӗ хыҫҫӑн чат шӑпланса ларчӗ Юлашки вӑхӑтра чӑвашсем "Ватсап" социаллӑ сетьре ушкӑнсем туса халӑхӑн кулленхи пурнӑҫне сӳтсе явни палӑра пуҫларӗ. Тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан чӑвашсене пирӗн истори кӑсӑклантарать, чӗлхе пуласлӑхӗ пӑшӑрхантарать. Ҫывхаракан Пӗтӗмраҫҫейри Препись те нумайӑшне шухӑшлаттарать. "Чӗмпӗръен" ушкӑнра нумай пулмасть Марина Карягина поэтессӑ та хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ. Унпа пирӗн вулакансене те паллаштарас килет.2200
-
7 марта 2021 - 20:16Тутарстанри чӑвашсем аслӑ пуху ирттерӗҫ Мартӑн 12-мӗшӗнче Тутарстанри ЧНКАн Отчетпа суйлав конференцийӗ пулать6700
-
7 марта 2021 - 18:55ЧĂВАШАХ ПУЛНĂ-ШИ ВАРА? Хусанта пурăннă вырăс çыравçине Геннадий Паушкина халалласа асăну хăми уçрӗç5900
-
6 марта 2021 - 11:00ЮХТĂР ЮРРИ ТАТА ТЕПӖР 100 ÇУЛ Февралӗн 27-мӗшӗнче Çырчаллинчи Чăваш наципе культура центрӗпе «Чӗкеç» халăх ансамблӗ 30 çулхи юбилейӗсене паллă турӗç16301
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
7 марта 2021 - 19:35Юбилей ячӗпе чун-чӗрери чи çепӗç те ăшă сăмахсемпе саламлатпăрАксу районӗнчи Çӗнӗ Этемшӳ ялӗнче пурăнакан Галина Гурьевна ТИМОФЕЕВА мартăн 2-мӗшӗнче 50 çул тултарчӗ2600
-
7 марта 2021 - 07:28Юратнă анне 55 çул тултаратьЧăваш Енри Çӗрпӳ районӗнчи Çырмапуç ялӗнче пурăнакан чи хаклă çыннăмăр, юратнă анне Надежда Николаевна ТИТОВА мартăн 7-мӗшӗнче 55 çул тултарать4400
-
5 марта 2021 - 20:16Нина Александровна Бабайкинӑна юбилейпе саламлатпӑр!Мартăн 3-мӗшӗнче пирӗн юратнă анне, асанне тата кукамай, Пăва районӗнчи Альших ялӗнче пурăнакан Нина Александровна БАБАЙКИНА 80 çул тултарчӗ5000
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ290500
-
6 марта 2021 - 11:00ЮХТĂР ЮРРИ ТАТА ТЕПӖР 100 ÇУЛ Февралӗн 27-мӗшӗнче Çырчаллинчи Чăваш наципе культура центрӗпе «Чӗкеç» халăх ансамблӗ 30 çулхи юбилейӗсене паллă турӗç16301
-
5 марта 2021 - 16:32Лайӑш районӗнчи чӑвашсем теплицӑсене путулккаран тӑваҫҫӗ Физика законӗсене шута илсе тунӑ проект ӑшӗнче паянхи кун +10 градус температура тӑрать, шала пӑрахнӑ юр ирӗлет.14800
-
6 марта 2021 - 09:00Туслă пурнăçăн вăрттăнлăхӗ пӗр-пӗрне савма пӗлнинче Ырă кăмăллă хӗрарăмпа Нина Федоровна Шадриковăпа тӗл пулсан сăмах çăмхине сӳтмесӗр пăрăнса кайма çук. Унăн ырă пурнăç тӗслӗхӗ, чун-чӗринчен тухакан хӗрӳллӗ юратăвӗ, тӗреклӗ çемйи кирек кама та тӗлӗнтерет.13800
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика