Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Социаллă ипотекăпа кăçал 33-мӗш çурт хута кайрӗ

Хусан çывăхӗнчи Бирюлири зверосовхоз поселокӗнче социаллă ипотека программипе нумай хваттерлӗ çурт апрелӗн 5-мӗшӗнче пӗрремӗш кил хуçисене йышăннă. Ентешӗсене саламлама Çӳльту районӗн пуçлăхӗ Рустам Калимуллин, ТР Патшалăх çурт-йӗр фончӗн ӗç тăвакан директорӗн çумӗ Булат Гилманов килсе çитнӗ. Социаллă ипотека программи Тутарстанра 2005 çултанпа ӗçлет. Унăн тӗп спонсорӗ - ТР Президенчӗ çумӗнчи...

Хусан çывăхӗнчи Бирюлири зверосовхоз поселокӗнче социаллă ипотека программипе нумай хваттерлӗ çурт апрелӗн 5-мӗшӗнче пӗрремӗш кил хуçисене йышăннă. Ентешӗсене саламлама Çӳльту районӗн пуçлăхӗ Рустам Калимуллин, ТР Патшалăх çурт-йӗр фончӗн ӗç тăвакан директорӗн çумӗ Булат Гилманов килсе çитнӗ.
Социаллă ипотека программи Тутарстанра 2005 çултанпа ӗçлет. Унăн тӗп спонсорӗ - ТР Президенчӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗ. 2017 çул пуçланнăранпа республикăра 33 социаллă ипотека çуртне хута янă.

Патшалăх çурт-йӗр фончӗ çулсерен 500 пин ытла тваткал метр чухлӗ хваттерсем туса хута ярать. Кăçал вăл 46 нумай ачаллă çемьене, 76 вăрçă ветеранне, 96 çамрăк çемьене, 305 тăлăх ачана тата аварилле çуртсенче пурăнакан 5 пин ытла çынна çурт-йӗрпе тивӗçтерме палăртнă. Социаллă ипотека программи малалла тăсăлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев