Сувар

Спорт туртма пăрахтарать

Республикăра паян çине тăрса ытларах çынна спортпа туслаштарма тăрăшаççӗ. Чиновниксен шучӗпе, халăха клубсемпе, медпунктсемпе çителӗклӗ тивӗçтернӗ, черет спорт площадкисем патне çитнӗ. Кун пирки «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрӗн çумӗ Ильшат Гимаев пӗлтерчӗ. Ачасемпе çамрăксене сывă пурнăç йӗркине тытса пыма хавхалантарас, вӗсене активлă канупа тивӗçтерес...

Республикăра паян çине тăрса ытларах çынна спортпа туслаштарма тăрăшаççӗ. Чиновниксен шучӗпе, халăха клубсемпе, медпунктсемпе çителӗклӗ тивӗçтернӗ, черет спорт площадкисем патне çитнӗ. Кун пирки «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрӗн çумӗ Ильшат Гимаев пӗлтерчӗ.

Ачасемпе çамрăксене сывă пурнăç йӗркине тытса пыма хавхалантарас, вӗсене активлă канупа тивӗçтерес тӗллевпе Тутарстанра 2013 çултанпа универсаллă спорт площадкисен строительствин проекчӗ пурнăçланса пырать. Паяна рес­пуб­ликăра 671 спорт площадкине хута янă, çак тӗллевпе 1 451,97 миллион тенкӗ тăкакланă.
Ильшат Гимаев сăмахӗсемпе, спортплощадкăсен строительстви малаллах тăсăлать, кăçал 120 çӗнӗ объект хута ярасшăн. Вӗсенчен 99-шӗ ялсенче, 21-шӗ хуласенче пулӗç. Ӗçсене июнь уйăхӗнче вӗçлеме палăртнă. Министр çумӗ йӗлтӗр базисене тăвасси пирки те каласа хăварчӗ, çӗннисен шучӗ 11-пе танлашать.
- Йӗлтӗр базисенче канма килекен валли мӗнпур условисем пулӗç: хывăнса тăхăнмалли пӳлӗм, апатланмалли вырăн, кану зони. Объектсем пӗчӗк, анчах меллӗ. Вӗсене тӗнчери чи лайăх опыта шута илсе тунă, - терӗ Ильшат Гимаев.
Спорт площадкисен строительствипе республикăра лидерсем те палăрнă, çавсен шутне Çӗпрел, Çӗнӗ Шуçăм районӗсем кӗнӗ. Кунта объектсене туса пӗтерсе аттестаци те иртнӗ ӗнтӗ. Каласа хăвармалла, çак объектсене массăллă спорта аталантармашкăн тунă, кăмăл тăвакансем унта пурте çӳреме пултараççӗ. Объектсене çӗмӗресрен, ватасран вӗсене вырăнти хăйтытăмлăх органӗсен балансне кӗртнӗ.
- Унччен чăнах та, çакăн йышши объектсене ытларах тустаратчӗç, тирпейсӗр усă куратчӗç. Халӗ халăх шухăшлавӗ улшăнса пырать. Объектсем обществăлла пурлăх пулнине ăнланса иле пуçларӗç. Упрама тăрăшаççӗ, - терӗ министр çумӗ. Спорт площадкисен строительстви 7 вариантпа пурнăçланса пырать: 1-мӗшӗ - баскетбол/волейбол вăййисен, тренажерсен площадки; 2-мӗшӗ - мини-футбол, тренажерсен площадки; 3-мӗшӗ - баскетбол/волейбол, мини-футбол, тренажерсен площадки; 4-мӗшӗ мини-футбол площадки; 5-мӗшӗ - баскетбол/волейбол площадки; 6-мӗшӗ тренажерсен площадки; 7-мӗшӗ 100 вырăнлăх трибунăллă, икӗ раздевалкăллă хоккей коробки. Ильшат Гимаев каланă тăрăх, ытларах 1, 2, 3-мӗш вариантсене суйлаççӗ. Кăçала палăртнă спортплощадкăсене туса пӗтерсен республикăра вӗсен шучӗ 791-пе танлашӗ.
Министр çумӗн шучӗпе, спорт­площадкăсен усси пысăк. Кăтартусем тăрăх республикăра спортпа туслашнисен шучӗ икӗ хут ӳснӗ, туртакансен шучӗ вара чакнă.
- Мӗншӗн тесен пӗр вăхăтрах туртма тата спортпа аппаланма çук. Çавăнпа пăрахаççӗ, - терӗ Ильшат Гимаев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: