Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Стадионри табло та аркатуллă шута шăнăçтараймарӗ

Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи улшăннăранпа республикăри чăвашсем культура енне кăна мар, спорт енне те тимлӗх уйăра пуçларӗç. Апрель уйăхӗнче Хусанта пурăнакан чăваш çамрăкӗсен пуçарăвӗпе «ЧНКА» футбол командине йӗркелесе ячӗç. Районсенче те тӗрлӗрен турнирсем ирттереççӗ. Çапла, май уйăхӗн пуçламăшӗнче Нурлат районӗнче П.Михеева халалласа аслисем хушшинче футбол турнирӗ пулчӗ, июнь...

Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи улшăннăранпа республикăри чăвашсем культура енне кăна мар, спорт енне те тимлӗх уйăра пуçларӗç. Апрель уйăхӗнче Хусанта пурăнакан чăваш çамрăкӗсен пуçарăвӗпе «ЧНКА» футбол командине йӗркелесе ячӗç. Районсенче те тӗрлӗрен турнирсем ирттереççӗ. Çапла, май уйăхӗн пуçламăшӗнче Нурлат районӗнче П.Михеева халалласа аслисем хушшинче футбол турнирӗ пулчӗ, июнь пуçламăшӗнче Пăвара ачасем «Сувар» хаçат Кубокӗшӗн ăмăртрӗç. Хусанти чăвашсен футбол команди кашни эрнере вăйăсем ирттерет. Пирӗн ăнăçлă вылякан футболистсен болельщикӗсем хушăнса пыра пуçларӗç. Хальлӗхе ЧНКА 15 очко пуçтарса хăйӗн турнир таблицинче 5-мӗш вырăнта пырать.
Иртнӗ вырсарникун ирхине 9.30-та «Динамо» стадионра пирӗн команда чемпионатри 8-мӗш вăййине ирттерчӗ. Ăна хирӗç турнир таблицинче 18-мӗш вырăн йышăнакан «Фьорре» вылярӗ. «Вылярӗ» тени ку чухне ӳстерсе каланă пек пулать-тӗр. Мӗншӗн тесен «ЧНКА» хапхи енне «Фьорре» футболисчӗсем матчăн 35-мӗш минутӗнче çеç пӗрремӗш мечӗке тапса яма пултарчӗç. «ЧНКА» вратарӗ Васиков канчӗ ку вăйăра. Ӗçсӗр тăрса вăл шăнса та кайрӗ пулӗ.
Çав вăхăтра нападающийсем валли ӗç пурччӗ. Пӗрремӗш таймăн 10-мӗш минучӗ иртнӗ хыççăн «Фьоррен» хӳтӗлевçисене пирӗн тапăнакансем çăмăллăхнах иртсе кая пуçларӗç. Пӗрремӗш гол хăйне нумай кӗттермерӗ. Ун хыççăн «Фьорре» хапхин сеткине кашни 5 минутран мечӗк тăрăна пуçларӗ. Трибуна çинчи хӗрсем «ЧНКА, малалла!» тесе кăшкăрса ывăнчӗç пулмалла. Юрать-ха тăхтав пур. 7:0 - юрăхлă шут!
Анчах та тăхтав хыççăн та голсен тăтăшлăхӗ чакмарӗ. «ЧНКА» командин футболисчӗсем выляса гол кӗртме пуçланăн туйăнчӗ. Юлашки вăйăра, майăн 28-мӗшӗнче «Тулпара» 1:0 шутпа кӳренмелле выляса янă хыççăн çак çӗнтерӳ пирнӗ командăн кăмăлне çӗклеме питӗ кирлӗччӗ. «ЧНКА» вылякансене улăштара-улăштара çӗнӗ вăйă стратегийӗсене усă курса пăхрӗ. Вӗсем те вăйсăр хирӗç тăраканпа вылянă чух кирлӗ результатпа вӗçленчӗç. Çав вăхăтра табло çинчи шут 15:0 çитрӗ. Юлашкинчен хашкăлса ӳкнӗ «Фьорре» вратарӗ çăмăл мечӗксене те тытайми пулчӗ.
«Динамо» стадионри электронлă табло çине 19 таран кăна цифра лартма пулать. Иккӗмӗш тайм вӗçленнӗ çӗре «ЧНКА» 20 хуравсăр гол кӗртнӗччӗ. Çак шута тало та шăнăçтараймарӗ. Мӗншӗн тесен вăл футболри мар, хоккейри шутсенчен те иртсе кайрӗ...
Çапах «ЧНКА» командин выляканӗсем çак çӗнтерӳшӗн ытлашшипех савăнса кайнине курмарăмăр. «Фьорре» - лигăри чи вăйсăр командăсенчен пӗри. Пирӗн тӗллев вара - «D»-ран çӳллӗрех лигăна куçасси. Тепӗр вăййя лайăх хатӗрленмелле. Вăл турнир таблицинчи иккӗмӗш вырăнта пыракан «Ф-1» командăпа пулӗ. Сакăр вăйăра вăл 5 çӗнтернӗ, 2 ничья тунă, 1 выляса янă. Мӗнех, июнӗн 11-мӗшӗнче 11.00 сехетре «Ракета» стадионра курăпăр кам çӗнтернине.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев