Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Сталинград патӗнчи çӗнтерӗве 75 çул

Сталинград патӗнче 1942 çулхи июнӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа 1943 çулхи февралӗн 2-мӗшӗччен пынă хăрушă çапăçура Совет çарӗ çӗнтерни Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчи лару-тăрăва тӗпрен улăштарнă. Нимӗç фашисчӗсен çарне Сталинград патӗнче çапса аркатнăранпа 75 çул çитнине паллă тăвасси çинчен Указа РФ Президенчӗ В.Путин пӗлтӗр февраль уйăхӗнче алă пусса çирӗплетнӗ. Паллă датăна Тутарстан...

Сталинград патӗнче 1942 çулхи июнӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа 1943 çулхи февралӗн 2-мӗшӗччен пынă хăрушă çапăçура Совет çарӗ çӗнтерни Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчи лару-тăрăва тӗпрен улăштарнă.

Нимӗç фашисчӗсен çарне Сталинград патӗнче çапса аркатнăранпа 75 çул çитнине паллă тăвасси çинчен Указа РФ Президенчӗ В.Путин пӗлтӗр февраль уйăхӗнче алă пусса çирӗплетнӗ. Паллă датăна Тутарстан та мăнаçлăн паллă тăвӗ, çак тӗлӗшпе республикăра чылай мероприяти ирттерме планлаççӗ.

Тӗслӗхрен, ТР Патшалăх архивӗнче февралӗн 2-мӗшӗнче курав уçăлать. Экспозицире сăнӳкерчӗксемпе документсем вырăн йышăнӗç, пысăк пайӗ Сталинград çапăçăвне тутарстансем хутшăнни тата республика фронта мӗнле пулăшни çинчен пулӗ.

Февралӗн 3-мӗшӗнче Хусанта Çӗнтерӳ паркӗнче митинг-концерт иртӗ. Ăна «Раççей вилӗмсӗр полкӗ», «Отечество», « Боевое братство» пӗрлешӳсен регионти уйрăмӗсем йӗркелеççӗ.

Февралӗн 4-мӗшӗнче уяв Наци музейне куçать. Унта Сталинград çапăçăвне хутшăннă Гани Сафиуллинпа Адель Кутуйăн япалисемпе паллашма пулать. Унтан «Юнармия» юхăмăн хастарӗсене наградăсем парӗç.

Йӗркелӳçӗсем пурне те февралӗн 3-мӗшӗнче Хусанти Çӗнтерӳ паркӗнче иртекен митинг-концерта килсе Сталинград патӗнче пуç хунисене пуç тайма чӗнеççӗ. Мероприяти ирхине 11 сехетре Ӗмӗрхи çулăм умне чечек хунипе пуçланать. ( Сăнӳкерчӗк hwar1941.narod.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев