Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Стамбулти фестивале чăваш киновӗ те хутшăннă

(Ирина ТРифонова) Паян Стамбулта тутар режиссерӗн Фарит Фарисовăн «Регенерация» фильмне кăтартаççӗ. Вăл «Тюркский мир» документлă киновăн II фестивалӗн программине кӗнӗ. Кун пирки пире журналист тата обществăлла ӗçчен Раушания Алтай пӗлтерчӗ. Картинăра тӗп рольте Ренат Ибрагимов ӳкерӗннӗ. Сăмах май, çак кинова маларах Мускавра «Перерождение» ятпа кăтартнă пулнă. Сăмах унта пӗр мечӗтпе...

(Ирина ТРифонова) Паян Стамбулта тутар режиссерӗн Фарит Фарисовăн «Регенерация» фильмне кăтартаççӗ. Вăл «Тюркский мир» документлă киновăн II фестивалӗн программине кӗнӗ. Кун пирки пире журналист тата обществăлла ӗçчен Раушания Алтай пӗлтерчӗ. Картинăра тӗп рольте Ренат Ибрагимов ӳкерӗннӗ. Сăмах май, çак кинова маларах Мускавра «Перерождение» ятпа кăтартнă пулнă. Сăмах унта пӗр мечӗтпе пӗр çыннăн шăписен параллелӗ пирки.

«Анадолу» агентствăн веб-сайтӗнче пӗлетрнӗ тăрăх, фестивале Тӗрӗк тӗнчин журналисчӗсен пӗтӗм тӗнчери федерацийӗ йӗркеленӗ. Стамбулти университетра вăл сентябрӗн 27-мӗшӗнче уçăлнă.

Кăçалхи фестивале Азербайджан, Пушкăртстан, Косово, Кăркăсстан, Туркменистан, Турципе Якути тата ытти çӗршыв режиссерӗсем хăйсен ӗçӗсене илсе килнӗ. Фестивале «Чувашкино» хутшăннине те палăртса хăвармалла, ку, паллах, савăнтарать. Тӗрӗссипе чăваш киновӗсене эпир кунта кӗтетпӗр, Хусанти кинофестиваль кăçал 13-мӗш хут пулчӗ, çак хушăра чăвашсем заявка пани пирки илтме пулмарӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев