Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Степан Криницкий: «Çăмăл» наркотик ăнлав çук, вӗсем пурте – «йывăр»

(Катерина Котова). Раççейре наркотиксем сарăлас лару-тăру çăмăл мар. Кун çинчен нумай пулмасть РФ Хăрушсăрлăх канашӗн секретарӗ Николай Патрушев пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗсем тăрăх, юлашки пилӗк çулта çул çитменнисен хушшинче наркотикпа усă куракансен шучӗ (60 процент) ӳсни сисчӗвлентерет. Тутарстанра ку енчен лару-тăру ун пекех мар, апла пулин те лăпланса лармалла тенине пӗлтермест...

(Катерина Котова). Раççейре наркотиксем сарăлас лару-тăру çăмăл мар. Кун çинчен нумай пулмасть РФ Хăрушсăрлăх канашӗн секретарӗ Николай Патрушев пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗсем тăрăх, юлашки пилӗк çулта çул çитменнисен хушшинче наркотикпа усă куракансен шучӗ (60 процент) ӳсни сисчӗвлентерет. Тутарстанра ку енчен лару-тăру ун пекех мар, апла пулин те лăпланса лармалла тенине пӗлтермест ку, тет Республикăри наркологи диспансерӗн тӗп тухтăрӗн ача-пăча наркологи енӗпе çумӗ Степан Криницкий.

- Степан Матвеевич, Тутарстанра ача-пăча наркоманийӗ ӳсес хăрушлăх пӗтни е чарăнни çинчен калама пулать-и?

- 90-мӗш çулсен вӗçӗнче 2000 çулсен пуçламăшӗнче республикăра героин тата унсăр тăрайман çул çитмен ачасем нумайччӗ. Унтан героин сайра усă куракан наркотиксен категорине куçрӗ, мӗншӗн тесен полици ăна кӳрекен çулсене хупма пултарчӗ. Анчах та тепӗр хăрушлăх тупăнчӗ, психоактивлă япаласем - спайссем, тăварсем, микссем... Паянхи кун вӗсем чакнине сăнатпăр. Ку шкул ачисемпе студентсен профтӗрӗслев вăхăтӗнче илнӗ юнне экспертизăна янă, профилактика диспансерне учета илнӗ тăрăх курăнать.

- Мӗнле шут çинчен кунта сăмах?

- Эпир «ача-пăча наркоманийӗ» ăнлава кӗрекен тăватă юхăмра (токсикомани, наркомани тата наркотиксемпе ытти наркăмăшлă япаласемпе усă курни) та шут чакнине пӗлтеретпӗр. Калăпăр, токсикоманире икӗ хутчен чакнă, республикăра пурӗ те 4 çын кăна учетра тăрать. Наркомание илес пулсан, 2015 çулта 115 наркомана тупса палăртрăмăр пулсан, 2016 çулта пурӗ те - 57. Наркотикпа нумай усă куракансем пурӗ 82-ӗн, унсăр тăрайманнисем 18 çын (вӗсенчен пӗри ача, 17-шӗ çул çитмен çамрăксем).

- Чи пысăк хăрушлăх мӗнре?

- Пирӗншӗн «çăмăл» наркотик ăнлав çук, вӗсем пурте - йывăр. Пурте çын пурнăçне аркатаççӗ, малашнехи инкексен сăлтавӗ шутланаççӗ.

- Ача наркоман пулнине вăхăтра мӗнле пӗлмелле?

- Чи малтан лару-тăрăва çивӗчлетсе хăвăра неврозпа чирлетсе ярасси патне çитермелле мар. Кун пек лару-тăрура ачасене пурăнма лайăх мар. Кунта пӗр рецепт - ачапа яланах калаçмалла. Уйрăмах вăл çитӗнсе пынă вăхăтра, ун чух вăл авторитетлă çынна хăйпе пӗр çултисен хушшинче шырама тытăнать. Ун чух вăл камран тӗслӗх илет? «Ылтăн çамрăкран» (пуянсен ачисенчен) пулсан, ку хăçан та пулсан наркотик патне илсе çитеретех. Ачан çӗнӗ юлташсем тупăнни, укçа ытларах тăкаклама тытăнни ашшӗ-амăшне сисчӗвлентермелле. Паянхи кун ачана тӗрӗслесе тăма йывăр мар, ăна шăнкăравласа тăни те çитет. Енчен те вăл улталама, хăйне тӗрӗсленинчен хăтăлма тытăнчӗ-тӗк, ку шăпах сисчӗвленмелли сăлтав.

- Енчен те мӗн-тӗр япăххине асăрхасан ашшӗ-амăшӗн мӗн тумалла?

- Чи малтан хăраса ӳкмелле мар. Енчен те ачăр кун çинчен сирӗнпе уççăн клаçасшăн мар пулсан, вăл шанакан тăванăрсенчен пулăшу ыйтăр. Ача унпа та калаçасшăн мар пулсан, психолог патне илсе кайăр. Енчен те лару-тăру тата хăрушлăхрах пулсан (вăл наркотикпа анрасан) хăвăрăн ашшӗ-амăшӗн правипе усă курса ăна экспертизăна илсе кайăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев