Сувар

Страховани тӳлевӗсене пама пуçлаççӗ

Татфондбанк клиенчӗсене страховани тӳлевӗсене «Сбербанк», ВТБ 24 (ПАО), «Россельхозбанк», «ФК Открытие» тата «Ак Барс» банксем 2016 çулти декабрӗн 26-мӗшӗнчен пама пуçлаççӗ, пӗлтерет «Вкладсене страхлассипе агентство» (ВСА) патшалăх корпорацийӗн обществăлла çыхăнусен департаменчӗ. «Вкладчиксене хăш банк-агентсене пайласа яни пирки информацие ВСА сайтӗнче декабрӗн 23-мӗшӗччен вырнаçтарӗç. Тӳлев илес тесен вкладчикăн банк-агента паспортпа килсе...

 

Татфондбанк клиенчӗсене страховани тӳлевӗсене «Сбербанк», ВТБ 24 (ПАО), «Россельхозбанк», «ФК Открытие» тата «Ак Барс» банксем 2016 çулти декабрӗн 26-мӗшӗнчен пама пуçлаççӗ, пӗлтерет «Вкладсене страхлассипе агентство» (ВСА) патшалăх корпорацийӗн обществăлла çыхăнусен департаменчӗ.

«Вкладчиксене хăш банк-агентсене пайласа яни пирки информацие ВСА сайтӗнче декабрӗн 23-мӗшӗччен вырнаçтарӗç. Тӳлев илес тесен вкладчикăн банк-агента паспортпа килсе тӳлев илесси пирки заявлени çырмалла (бланксем банк-агентсен подразделенийӗсенче пулӗç), - пӗлтерет ВСА пресс-служби.

ВСА патшалăх корпорацийӗ «Татфондбанк» ПАОн вкладчикӗсене банк-агентсен Çӗнӗ çулхи уявӗсен тапхăрӗнчи ӗç графикӗпе те паллаштарӗ. Ку 2016 çулти декабрӗн 30-мӗшӗнчен кая мар паллă пулать.

Вкладсене страхлассипе агентство паян кăна-ха банк-агента суйлассипе конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене тунă, вӗсен уйрăмӗсем урлă Татфондбанка укçа хывнисем страховани тӳлевӗсене илӗç (1 миллион та 400 пин тенкӗ таран).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: