Студентсен кунӗпе, юлташсем!

(Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗк « Аталан» ушкăнăн). Январӗн 25-мӗшӗ Раççей студенчӗсемшӗн чи савăнăçлă кун, мӗншӗн тесен вӗсем хăйсен «профессилле» уявне - Студентсен (е Татьяна) кунне паллă тăваççӗ. Хӗллехи сесси хыçра, «хӳресене» тасатнă, эппин, тулли кăмăлпа савăнма та юрать. Сăмах май, ăна çӗршыв студенчӗсем 1755 çултанпах паллă тăваççӗ, официаллă уяв статусне 2005...
(Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗк « Аталан» ушкăнăн). Январӗн 25-мӗшӗ Раççей студенчӗсемшӗн чи савăнăçлă кун, мӗншӗн тесен вӗсем хăйсен «профессилле» уявне - Студентсен (е Татьяна) кунне паллă тăваççӗ. Хӗллехи сесси хыçра, «хӳресене» тасатнă, эппин, тулли кăмăлпа савăнма та юрать. Сăмах май, ăна çӗршыв студенчӗсем 1755 çултанпах паллă тăваççӗ, официаллă уяв статусне 2005 çулта кăна илнӗ. Апла пулин те пӗлтерӗшӗ улшăнман- пурнăçри чи хаваслă та çутă уяв вăл. Мӗнпур студента, çаплах студент пурнăçне тутаннă кашни çынна (ӗнерхи студентсем пулмаççӗ теççӗ-и-ха) çак уявпа саламлатпăр! Студент чухнехи кăмăл-туйăм, хӗлхем ӗмӗрех чунра упрантăр.
Хусанта уяв ытти çӗрти пек январӗн 25-мӗшӗнче мар, 24-мӗшӗнчех пуçланчӗ кăçал. КФУ студенчӗсем хăйсем кăна мар, мӗнпур студента хăйсемпе пӗрле савăнма чӗнеççӗ. «Уникс» КСК фойинче тӗнчери халăхсен культурипе паллаштаракан интерактивлă площадкăсем ӗçлеççӗ. Уява малалла пысăк концерт, КВН тăсать. Сцена çине пултаруллă студентсем хăйсем тухаççӗ.
Хусан студенчӗсем паян тата телейлӗрех. Вӗсене Студентсен кунӗпе университет ректорӗ кăна мар, РФ Президенчӗ В.Путин та саламлать. 24-25-мӗшӗсенче кунта иртекен «Пӗрле малалла!» Пӗтӗм Раççейри студентсен клубӗсен форумӗн ӗçне çӗршыв ертӳçи хутшăнать. Кунсăр пуçне В.Путин КФУра çӗршывăн чи пысăк аслă шкулӗсемпе телемост ирттерет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
17 января 2021 - 11:232021 çулта Тутарстанра 2,6 миллион ытла тăваткал метр çурт-йӗр хута яраççӗ ТР Президенчӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗ социаллă ипотека программипе 161 çурт (5159 хваттер) тума палăртнă. Хальлӗхе 6 çурта хута янă.4900
-
17 января 2021 - 11:17Маскăллă юбилей 2020 çул пуриншӗн те питӗ йывăр пулчӗ – пӗтӗм тӗнчипех алхасакан хăрушă вирус пире сыхлануллăрах пулма вӗрентрӗ. Палăртнă мероприятисене те пурне те ирттерме май килмерӗ пӗлтӗр. Çапах та çулталăк вӗçӗ пирӗншӗн юбилейпе асра юлчӗ – Аксу районӗнчи Сергеевский ялӗнчи клуб уçăлнăранпа 25 çул çитрӗ. Юбилейлă уява маска режимне çирӗп пăхăнса декабрӗн 25-мӗшӗнче ирттертӗмӗр4100
-
17 января 2021 - 11:08Пьедестал çинче – пирӗннисем! Тутарстан команди кăçал та болельщиксен шанăçне тӳрре кăларчӗ – пӗрремӗш вырăна кăна мар, виçӗ 1-мӗш вырăна та «КАМАЗ-мастер» командăн экипажӗсем йышăнчӗç. Пьедестал çинче – пурте пирӗннисем. 1-мӗш вырăн – Дмитрий Сотников, 2-мӗш – Антон Шибалов, 3-мӗш – Айрат Мардеев экипажӗсем. Сăмах май, 2015 çулта та пӗрремӗш виçӗ вырăна «КАМАЗ-мастер» йышăннăччӗ. Андрей Каргинов вара кăçал «Дакара» 7-мӗш вырăнпа вӗçлерӗ. Саламлатпăр ентешсене!3400
-
16 января 2021 - 08:19Пандеми саврăшпуçсен планне пăсайман Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче Çӗнӗ çул умӗн стадион уçăлни, Сосновка поселокӗнчи çуртсене тахçан кӗтнӗ газ яни ял хутлăхӗнчи 2020 çула вӗçлекен чи илемлӗ те хаваслă пулăмсем пулни иккӗленӳллӗ мар. Стадион, тӗслӗхрен, ачасене те, çамрăксене те пӗрлештерекен вырăн халь. Варрине 5 метр çӳллӗш капăр чăрăш лартса халăхпа пӗрле уçнă ăна. Çӗнӗ çул уявӗн кунӗсенче чун каничченех конькипе ярăнман çын юлмарӗ те пуль ку ялта. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Зиновьевич Николаев пӗлтернӗ тăрăх, стадиона ашшӗ-амăшӗсем хăйсен вăйӗпе тунă. Эпир ку яла пынă чух ӗç йăлтах вӗçленменччӗ-ха, шыв сапса тунă каток çинче вара шăпăрлансем ярăнатчӗç те ӗнтӗ.13600
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
15 января 2021 - 13:58Михаил Иванович ТРОФИМОВА 80 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!Утас çулу такăр пултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан ан татăлтăр3500
-
15 января 2021 - 13:52Чи хаклă мул – анне пурри!Юратнă аннене, кукамая, асаннене, мăн кукамая сумлă юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, иксӗлми телейпе вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр.3800
-
16 декабря 2020 - 11:00"Сувар" пики-2021" конкурсӑн условийӗсемВидеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ37100
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.92700
-
15 января 2021 - 14:06Вӑкӑр ҫулталӑкӗнче кама ытларах ӑнать Вăкăрăн йывăр кăмăлӗ Шывтăканăн çăмăл характерӗнчен тӗпрен уйрăлса тăрать19501
-
15 января 2021 - 11:51«Ералаш» ашшӗ Борис Грачевский пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ Борис Юрьевичпа 2019 çулта вăл Хусанти Халăхсен хушшинчи кинофестивале килсен паллашнăччӗ. Çапах вăл мӗнлерех ырă та кăмăллă çын пулнине пӗлме кӗске интервьюпа творчествăлла тӗлпулу та çитрӗ. Борис Грачевский çынпа уççăн калаçатчӗ, хăйне ахаль тытатчӗ. Ун чухне вăл «Ералашпа» çыхăннă çӗнӗ проектсем шухăшра пуррине пӗлтернӗччӗ. Пурнăç вӗресе тăратчӗ-ха унра.18601
-
14 января 2021 - 18:03Часах вакцина ялти ҫынсем патне те ҫитӗ Путин хушнӑ хыҫҫӑн Тутарстанра массӑллӑ вакцинаци процесӗ хӑвӑртланнӑ17300
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика