Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Сусăрри çын мар-им?

(Константин Малышев). Ун пек çынсене асăрхамасăр пурăнма хăнăхнă пирӗн общество. Чăлахăн, ӳт-пӳ е ăс-хакăл енчен сывă мар этемӗн çын хушшинче пулмалла мар имӗш. Патшалăх законсем те йышăнать, çăмăллăхсем те йӗркелеттересшӗн, инклюзивлă вӗрентӳ пирки те йышăну пур. Анчах та ӗçӗ питӗ мăраннăн вырăнтан куçать. Тем тесен те, йышăнасшăн мар эпир сусăррисене...

(Константин Малышев). Ун пек çынсене асăрхамасăр пурăнма хăнăхнă пирӗн общество. Чăлахăн, ӳт-пӳ е ăс-хакăл енчен сывă мар этемӗн çын хушшинче пулмалла мар имӗш. Патшалăх законсем те йышăнать, çăмăллăхсем те йӗркелеттересшӗн, инклюзивлă вӗрентӳ пирки те йышăну пур. Анчах та ӗçӗ питӗ мăраннăн вырăнтан куçать. Тем тесен те, йышăнасшăн мар эпир сусăррисене хамăр йыша.

Ячӗшӗн мӗн-тӗр туса ирттеретпӗр те çакăнпа çырлахатпăр. Лавкка крыльцисем çине явапласа вырнаçтарнă пандуссене кăна пăхăр, çурри инвалид коляски хăпарма юрăхлă мар. Чирлӗ ачапа тата унăн йывăр чирӗпе пӗччене-пӗччен юлакан амăшӗсен (ашшӗсем ун пек ачаллă çемьесенчен ытларах чухне тараççӗ) вара талăкра 24 сехет хушши ăна тимлӗх уйăрмалла. Патшалăх инвалида пенси парать, коррекци шкулӗсем пур, интернатсем йӗркеленӗ. Çакă çитнӗ тесе шутлаççӗ нумайăшӗ. Санăн ачу - санăн проблему. Хăшӗ-пӗрисем сусăр çуралакансене тӗпсӗр шăтăка пăрахтаракан авалхи спартанецсен пурнăç йӗркине тӗрӗс пулнă тесе халӗ те тӗслӗхе хураççӗ. Çуралнă чухне илнӗ травмăна пула калаçайми, шухăшлайми, утайми пулса тăнине никам та шута илесшӗн мар. Ачине хăйӗн ăшшинчен уйăрмасăр пăхас текен амăшӗн мӗн тумалла-ха? Никампа хăварма çук, тăтăшах тимлӗх, медицина пулăшăвӗ кирлӗ.

Çак тӗллевпе Саба районӗнчи Шемордан поселокӗнчи шкулта ДЦП-па чирлӗ ачасем валли реабилитацине ирттерес тӗллевпе кабинечӗ уçнă. Унта амăшӗсем хăйсен сусăр пепкисене илсе килеççӗ. Медицина пӗлӗвӗллӗ специалистсем вӗсене массаж тăваççӗ, тренажерсем çинче хăнăхусем тутараççӗ. Кӗскен каласан, ура çине тăма пулăшаççӗ.

Ушкăн ячӗ «Особенные дети». Унта куллен 15-рен пуçласа 30 ача таран çӳрет. Вӗсем пӗлтӗр кăна йӗркеленнӗ. Район администраци пуçлăхӗ шкулта пӳлӗм уйăрса пама хушнă, поселок пуçлăхӗ оборудовани туянмалăх грант çӗнсе илме пулăшнă. Çапла ӗç хута кайнă. Инвалид ачапа кунӗн-çӗрӗн аппаланакан амăшӗсен кăштах сывлăш çавăрса илмешкӗн вăхăт тупăнкала пуçланă. Ачапа кăна мар вӗт, хăйӗн ӗçӗсем те пур хӗрарăмăн.

- Йывăрлăхсем кашни утăмрах, - каласа парать Галина Никитина массажистка. Вăл хăйӗн 6 çулти ывăлӗпе çак ушкăна çӳрет. - Ачасене пӗр садикри бассейна илсе çӳреме калаçса татăлнăччӗ. Çакăн хыççăн унта çӳрекен виçӗ сывă ачан амăшӗ заведующий патне пырса хăйсен пепкисене бассейна кӗртме чартарнă. Имӗш чир ересрен хăраççӗ. Пирӗн ачасенче вӗт ерекен чирсем çук. Çакна та ăнланасшăн мар. Ман ачан малтан тытамак (эпилепси) чирӗ кăначчӗ. Ăна садика илесшӗн пулмарӗç. Инклюзивлă вӗрентӳ çинчен калакан закон вăя кӗнӗччӗ ӗнтӗ ун чухне, чăрмавсем пулмалла мар пек. Эпӗ çине тăрса пирӗн ирӗк пурри çинчен калаçма тытăнсан, заведующий манран амăш прависене туртса илесшӗн пулса администрацине çăхав çырчӗ. Манăн комисси витӗр тухма тиврӗ. Халӗ çав çын, вăхăтӗнче пӗр инвалидран хăранăскер, тăлăх инвалид ачасен çуртне ӗçлеме вырнаçнă. Намăс çук хăш-пӗр çынсенче.

- Эпӗ «Васкавлă пулăшу» станцийӗнче ӗçленӗрен, пӗлетӗп, пирӗн Шеморданра 40 ытла инвалид ача пурăнать, - тет Алия Андреева. - Вӗсен диагнозӗсем тӗрлӗрен, кам-тăр операци хыççăн утаймасть, кам-тăр илтмест е калаçаймасть, ДЦП-ллисем те пур. Ман хамăн ача та çав чирпе чирлӗ. Пӗччене мӗн-тӗр тума йывăр. Кунта эпир пӗрле. Йывăрлăхсене сӳтсе яватпăр, пӗр-пӗрне пулăшатпăр. Ачасем те хăй пеккисен çумӗнче лăпкăрах пулса пыраççӗ. Шеморданрисем ушкăна пухăннине пӗлсе кунта кӳршӗ ялсенчен ачасене илсе киле пуçларӗç. Пӗлетпӗр, пирӗнни пек йывăрлăха кӗрсе ӳкнӗ ашшӗ-амăшӗсем тата та пур. Вӗсем те çакăн пек ушкăн йӗркелеме, грантсене хутшăнма пултараççӗ. Тем тесен те пӗрле çăмăлтарах.

Амăшӗсем пытармарӗç, тен, çак йӗркесене вуласан, усламçăсен хушшинче вӗсене пулăшас текенсем тупăнасса кӗтеççӗ вӗсем. Общество тимлӗхӗнче шав пулсан, инвалид ачасен проблемисене те татса пама майсем пулаççех.


Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев