Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Сувар» Ульяновск облаçӗнче

Ундорыне нумай çын пӗлет, мӗншӗн тесен унта сиплӗ шыв кăлараççӗ, чаплă санатори те пур. Тăхăрьял чăвашӗсем çак яла Ăнтăрски теççӗ. Юнкун каçхине унта «Хусан чăвашӗсен» концерчӗ пулчӗ. Алексей Наумов ушкăнӗнче улшăнусем пулса иртнине те асăрхарăмăр. «Хусан чăвашӗсен» çӗнӗ солистка. Концерта курма килекенсем «Сувар» сăмах мӗне пӗлтернине ыйтакан нумай пулчӗ. Пӗчӗк...

Ундорыне нумай çын пӗлет, мӗншӗн тесен унта сиплӗ шыв кăлараççӗ, чаплă санатори те пур. Тăхăрьял чăвашӗсем çак яла Ăнтăрски теççӗ. Юнкун каçхине унта «Хусан чăвашӗсен» концерчӗ пулчӗ. Алексей Наумов ушкăнӗнче улшăнусем пулса иртнине те асăрхарăмăр. «Хусан чăвашӗсен» çӗнӗ солистка. Концерта курма килекенсем «Сувар» сăмах мӗне пӗлтернине ыйтакан нумай пулчӗ. Пӗчӗк ликбез ирттерме тиврӗ. Чăваш пурнăçӗнче хаçатăн пӗлтерӗшӗ çинчен каласа патăмăр. Концерта пайтах çын пухăннăччӗ, ытларах аслă çултисем.
- Тивӗçлӗ канура эпир, мăшăрпа иксӗмӗр те, - тет концерт курма килнӗ Галина Титова. - Эпӗ бухгалтерта ӗçлесе пенсие тухрăм, мăшăрăм Петр Арсентьевич, энергетикра тăрăшса ӗç ветеранӗ пулчӗ, унтан хуралçăра ӗçлерӗ. Эпир хамăр Пăва районӗнчи Рункăран. Кунти чăвашсем пурте тӗрлӗ çӗртен килнисем. Патăрьел, Çӗпрел, Теччӗ тăрăхӗнчен нумай. Эпир те 1984 çулта вырăнти совхоза ӗçлеме килтӗмӗр. 1996 çулта сиплӗ шыв кăларакан çӗре вырнаçрăмăр. Ялта вырăссем, чăвашсем, тутарсем, ытти халăхсем те пур.
- «Хусан чăвашӗсене» курма пӗлтӗр те килнӗччӗ, хальхинче те килеççӗ тенине илтсен тӗлпулăва васкарăмăр, - хушăнать калаçăва Петр Титов. - Кăмăлтан, чун-чӗререн юрлаççӗ. Питӗ килӗшет. «Сувар» хаçатпа та паллашрăмăр, тавтапуç. Çырăнатпăр, хамăр енчи хыпарсене пӗлес килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев