Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Сувенир ăсталатăн пулсан, хутшăн конкурса

Февралӗн 1-мӗшӗнчен пуç­ласа апрелӗн 30-мӗшӗччен Чăваш Енри тата ун тулашӗнчи ача сачӗсен, шкул ачисен хушшинче «Манăн чăваш сувенирӗ» конкурс пулать. Сувенирсене хуть мӗнрен, хуть мӗнле майпа ăсталама юрать. Ӗçсене çак адреспа ярса памалла: Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш çурт (ЧР Наци библиотеки). Çӗнтерӳçӗсене 2017 çулхи июнӗн 1-мӗшӗнче чыслаççӗ. Май уйăхӗн...

Февралӗн 1-мӗшӗнчен
пуç­ласа апрелӗн 30-мӗшӗччен Чăваш Енри тата ун тулашӗнчи ача сачӗсен, шкул ачисен хушшинче «Манăн чăваш сувенирӗ» конкурс пулать.
Сувенирсене хуть мӗнрен, хуть мӗнле майпа ăсталама юрать. Ӗçсене çак адреспа ярса памалла: Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш çурт (ЧР Наци библиотеки). Çӗнтерӳçӗсене 2017 çулхи июнӗн 1-мӗшӗнче чыслаççӗ.
Май уйăхӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 30-мӗшӗччен http: //vk.com/yasnatur сайтра on-line сасăлав йӗркелеççӗ. Пуринчен нумай сасă пухнисене куракансен парни кӗтет.
Çӗнтерӳçӗсене асăнмалăх парне, «Авалхи чăвашсен асам уйне» экскурси тата этнографи слетне хутшăнма 20 процент скидка параççӗ.
Чи лайăх ӗçсенчен Наци библиотекин тата «Ясна экопоселени» коммерцилле мар партнерствăн куç­са çӳрекен куравне йӗркелеççӗ.
Конкурса тӳлевсӗрех хутшăнтараççӗ.
Конкурс координаторӗсен телефонӗ: 8(8352) 62-38-12 (Надежда Тимофеевна Егорова, наци библиотекин маркетингпа инноваци уйрăмӗ). Конкурс положенийӗпе http: //vk.com/yasnatur сайтра паллашма пултаратăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев