Сувар

Светлана Светличная: «Анна Сергеевна нумай чăрмантарчӗ».

(Лионелла Михалева, автор сăнӳкерчӗкӗ)Хусанти кинофестиваль иртсе кайнăранпа уйăх ытла вăхăт иртнӗ пулин те çак темăна хупма васкамастпăр-ха. Мӗншӗн тесен пӗлтерӗшлӗ та асра юлмалли самантсем унта нумай пулчӗç. Çавсенчен пӗри 60-мӗш çулсенчи легендăпа - РФ тава тивӗçлӗ артисткипе Светлана Светличнаяпа тӗлпулу. Астăватăп-ха, ача чухне «Бриллиантовая рука» фильма пăхнă хыççăн хамшăн илем...

(Лионелла Михалева, автор сăнӳкерчӗкӗ)Хусанти кинофестиваль иртсе кайнăранпа уйăх ытла вăхăт иртнӗ пулин те çак темăна хупма васкамастпăр-ха. Мӗншӗн тесен пӗлтерӗшлӗ та асра юлмалли самантсем унта нумай пулчӗç. Çавсенчен пӗри 60-мӗш çулсенчи легендăпа - РФ тава тивӗçлӗ артисткипе Светлана Светличнаяпа тӗлпулу.

Астăватăп-ха, ача чухне «Бриллиантовая рука» фильма пăхнă хыççăн хамшăн илем эталонне палăртрăм. Ун чухне çак персонажăн пӗлтерӗшне тӗшмӗртме те пултарайман-ха, илемӗ вара тыткăнламаллипех тыткăнларӗ. Ятне ӗмӗрлӗхе аса илсе юлтăм - Светлана Светличная! Чăн та, мӗн чухлӗ çутă унра, хӗвел! Каярахпа ăна киносенче шырама пуçларăм. Тупрăм - «Стряпуха» кинора. Киленсе пăхрăм ăна. Кунта вăл пачах урăхла: тутăр çыхнă сăпайлă хӗр, тӗплӗ, яштака. Маларах курнă киноринчен самай улшăнса тăрать. Тӗрӗссипе, Э.Кеосаян хăйӗн фильмне Л.Гайдайран кăшт маларах та ӳкернӗ. Киносенче ăна тӗп рольсенче курмасан та савăнаттăм, хăй илемӗпе хуть мӗнле картинăна та илӗртӳллӗрех тăвать-çке. Килте пӗр-пӗр кино пынă чух çак роле мӗншӗн-ха Светличнаяна паманни пирки сӳтсе явнине те астăватăп. Уйрăмах анне кăмăлсăрланатчӗ, атте вара унпа килӗшетчӗ. Актрисăн таланчӗ пирки час-час калаçнипе эпӗ ăна лайăх астуса юлнă.

Çавăнпа вуншар çул иртнӗ хыççăн ăна хамăр патра - Хусанта курма пулнишӗн çав тери савăнтăм. Светличная çавăн пекех йăл кулăллă, пурнăçа юратакан, тапса тăракан энергиллӗ çын. Пӗрремӗш ретре ларса ăна çывăххăн курма, сассине итлесе киленме пултарни пурнăç парни пулчӗ маншăн. Хусанта вăл иккӗмӗш хутчен, хăйшӗн ку хулара пурăнма пултарассине те татса панă.

- Апла виççӗмӗш хут та килетӗп пуль-ха, чӗнӗр мана, вӗçтерсе çитӗп, - терӗ вăл залра ларакансене саламласа. - Хамшăн савăнатăп, хама хам ăмсанатăп! Хусанччен Барселонăна питӗ юрататтăм. Халӗ вăл маншăн иккӗмӗш вырăнта. Мана кунта юратупа çупăрларӗç. Çав туйăмсемпе тулли эпӗ, çак юратуран çурăлса кăна каяс марччӗ ман. Канлӗ кунта, ырă шухăшсем пуçра çуралаççӗ. Çав тери кăмăллă, ку вара сирӗн тивӗç, - терӗ актриса хавхаланса.

Эпир кӗтрӗмӗр ăна, вăл вара килчӗ, ачасем ун çумӗнчен хăпмарӗç, самай пӗчӗккисем чӗрçи çинчен анма пӗлмерӗç. Хăйпе пӗр çултисем вара куççульленсех ыталарӗç, тав турӗç, сăн ӳкерӗнчӗç. Творчествăлла тӗлпулура ларма вырăн çукчӗ, килнисем зал пусмисем çине те вырнаçрӗç.

- Паян артистсене аншлагсемпе пит иртӗнтермеççӗ. Çапах Достоевскин «Бесы» спектаклӗнче Марья Тимофеевнăна вылянă чухне кун пекки пулнăччӗ, перестройка вăхăчӗ пулин те çынсем театра çул манмарӗç. Мӗн чухлӗ вăхăт иртнӗ унтанпа, - Светлана Светличная пăртак шăп тăчӗ, унтан малалла калаçрӗ. - Хамшăн çакăн пек пӗтӗмлетӳ турăм: çумра уçă кăмăллă çынсем пулни мӗн тери кирлӗ пурнăçра, мӗнле професси çынни пулни пӗлтерӗшлӗ те мар. Чунпа таса, чӗрепе ырă пулни, лăпкăлăх парнелеме пултарни кирлӗ. Çакна вӗренсе çитрӗм тесе шутлатăп. Çулсем иртнӗçем те ӗçлес пысăк туртăм пӗтмест, паян эп лайăхрах та выляма пултарнине туятăп. Çапах та рольсем енчен эп ӗмӗтсӗр мар, ытти енӗпе те. Ытларах парне тума юрататăп, паллах, йышăнма та. Мӗн тесен те, чи малтан эп хӗрарăм-çке, - шӳтлерӗ Светлана Афанасьевна.

Тӗлӗнмелле, Светличная ватăлса хытса ларман, вăл çӗннине йышăнма, ăнланма пултараканскер, унпа калама çук хăтлă. Ватлăх пирки те вăл интереслӗ калаçрӗ.

- Ӗмӗр тăршшӗпех мана «7» цифра кăмăла кайнă. Çавăнпа паян мăнаçлансах манăн вӗсем иккӗ тан пулнине пӗлтеретӗп. Халăхра: «50-ччен ярмăрккăна чупатăн, 50 урлă каçсан вара ярмăрккăран таврăнатăн», - теççӗ. Эпӗ 77-ре, анчах халӗ те ярмăрккăна чупатăп. Йăлт пӗтрӗ, иртрӗ, урăх никама та кирлӗ мар тесе ан хурланăр, пурте хамăртан килет. Паллах, кунта мана професси те пулăшать пулӗ. Тен урăх çӗрте ӗçленӗ пулсан, хама çакăн пек формăра тытмăттăм та. Ку енӗпе тăрăшатăп ӗнтӗ. Çапла, хăш чухне мӗн-тӗр тутлăраххине, пылакраххине те çиес килет. Анчах манăн съемкăсем, фотосессисем, çакă тытса чарать те. Экран çинчипе пурнăçри картинăсем пӗр-пӗринчен уйрăлса ан тăччăр тетӗп.

Чăн та, Светлана Афанасьевна хăйпе пӗр çултисемшӗн витӗмлӗ тӗслӗх пулса тăрать. Вăл сывă пурнăç йӗркипе пурăнать, çынсене те тӗрӗс ăнланса йышăнать.

Светлана Светличная ВГИКра Михаил Ильич Ромм мастерскойӗнче вӗреннӗ. Вăл кинон пысăк мастерӗ пулнă. Ун патӗнче вӗренекен режиссерсем çакăнтах хăйсен пӗрремӗш киновӗсене ӳкерме пултарнă, çакăнти студентсенех кино процессне явăçтарнă. Светличная кунтах хăйпе пӗр курсра вӗреннӗ Андрей Кончаловский патӗнче ӳкерӗннӗ, унтан Андрей Смирновăн картининче. Актрисăн нумай паллă ролӗсем шăпах вӗреннӗ вăхăтпа пӗр килеççӗ, кино та театрта мар - мастерскойӗнче. Çавăнпа та вӗренсе пӗтерсе алла хӗрлӗ диплом тытсан рольсем çумăр пек çăвӗç тесе ӗмӗтленнӗ. Анчах режиссерсем ăна чӗнме васкаман. Ун сăмахӗсемпе, ку çав вăхăтри пысăк тӗрӗсмарлăх пулнă. Ахăртнех вӗсене актрисăн Голливуд шайӗнчи илемӗ тытса чарнă.

- Татьяна Лиознова мана «Им покоряется небо» фильмра Нина Колчина рольне чӗнни асрах-ха. Вăл мана худсовет умӗнче хӳтӗленӗ, лешсем мана ку рольшăн çамрăкрах тенӗ. Çапах Лионозова çине тăнипе илчӗçех, - аса илет Светличная. Ку актрисăн лирикăлла сăнарӗпе тулнă виççӗмӗш картина пулса тăрать. Кинофильма совет çыннисем кăна мар, ют çӗршыв кураканӗсем те пысăк хак панă.

- Çав тери лайăх та тӳлек вăхăтсем пулчӗç ун чухне. Пурнăçра йăлтах йӗркеллӗччӗ. Каярахпа вара унăн йӳçекне туллиех тутанма тиврӗ... Мăшăра çухатрăм, унтан - ачама. Хампа çак инкексем пулсан тин вăйлă çыннăн хуйхи чӗлхесӗр пулнине пӗлтӗм... Çав кинора Евгений Евстигнеевпа ӳкернӗ эпизод пур, каярахпа ăна пурнăçра курма тиврӗ. Вӗреннӗ чухне эпӗ телейлӗччӗ. Хамăн упăшкана ВГИКра, ăна «Баллада о солдате» кинора курсан юратса пăрахрăм. Мана унăн ырăлăхӗ тыткăнларӗ. Кинора унăн сăнарӗ хăйӗн 4 кунлăх канмаллийӗсене килте çурт тăрри юсаса ирттерни тӗлӗнтерчӗ. Темшӗн вăл пурнăçра та çавăн пекех пулма пултарни çинчен шутларăм. Çав картинăра ӳкерӗннӗ хыççăн пулас упăшка темле майпа тепӗр çула вӗренме юлчӗ. Пӗррехинче М.Ромм Жанна Прохоренкопа («Баллада о солдате» героини) тата Володя Ивашовпа персе çитрӗç. Çавăн чухне тӗллев лартрăм: «Вçо, Ивашовăн арăмӗ пулатăп». Ӗмӗтленме, шутлама пуçларăм: мӗн тăвас-ха ун кăмăлне каяс тесен? Пӗлместӗп, мӗн турăм пулӗ, анчах Ивашова качча тухрăмах.

Володьăпа пӗрле эпир Станислав Ростоцкин «Герой нашего времени» киновӗсенче ӳкерӗнтӗмӗр, «Мосфильм» çумӗнчи киноактер студийӗнче, театрта та пӗрле ӗçлерӗмӗр. Çав «Бесынчех» Володя Ставрогина, эпӗ Мария Лебядкинăна вылярăмăр. Çавăн чухне хама театр ытларах килӗшнине туйса илтӗм. Сцена çине тухсан сана режиссер та, кинокамера та хуçа мар. Материала илетӗн те, хăв пӗлнӗ-туйнă пек паратăн. Куракансем пире курассишӗнех килнине калани те чуна ăшăтатчӗ, паллах. Володьăпа çак спектакле 120 хутчен выляма тӳр килчӗ. Кашнинче çӗнӗлле, мизансценăсене улăштарни те пулатчӗ. Ирӗклӗччӗ эпир, çавна туртса илме никам та пикенмен. Вăхăт иртнӗçем рольсене ытларах хаклама пуçларăм, ялан вӗсем тӗп пулмасан та. Хăш чухне пӗтӗмпех пулса çитмесен, тӳрлетме санăн иккӗмӗш, виççӗмӗш сцена пур, - тет актриса.

Светличная «Бриллиантовая рука» фильмра эпизодра кăна вылять пулин те, шăп çак рольпе ăна пуринчен ытларах ыйту параççӗ, ку ăна тӗлӗнтерет. Тӗрӗсех ӗнтӗ, актрисăн талантне Анна Сергеевна сăнарӗпе кăна виçмелле мар. Çак картина экран çине тухнă хыççăн Светличнаяна арçынсем утăм пусма паман, хыççăн çӳренӗ темелле - çамрăкки те, ватти те. Пурнăçра та вăл кинори пек хӳхӗм пулнине пӗлес тенӗ. Пӗр вăхăт çӗршывăн, хальхилле каласан, секс-символӗ пулнишӗн вăл савăннă та, çакăн евӗр рольсене кăна чӗнме пуçличчен. Актриса каласа панă тăрăх, ун чухне «Бюро кинопропаганды» организаци пулнă, творчествăлла тӗлпулусене тухса çӳренӗ, лайăх тӳленӗ артистсене, хăш кунра виçӗ тӗлпулу таранчченех ирттернӗ. Çăмăл пулман, Светличнаяна тӗрлӗ темăпа калаçма тивнӗ. Актриса тарăн шухăшлă калаçусем пуçарни куракансене час-час тӗлӗнтернӗ, каллех çав Анна Сергеевна сăнарӗ чăрмантарнă.

Çавăнпа Светлана Светличная Эдуард Кеосаянăн «Стряпухине» çăлăнăç вырăнне хурать. Куракансем умне актриса пач урăх сăнарпа тухать.

- Юрататăп çак кинона, Мокроусовăн музыки мӗне тăрать. Шутлатăп та, Кеосаянсăр пуçне çак шухăш урăх никама та килме пултарайман. Рольшӗн манăн 4,5 килограмм хушма тиврӗ, вăйпа çитеретчӗç. Çавăн чухне хăймапа халвана пӗтӗм пурнăçа çитмелле çирӗм пулмалла. Мăнтăрлантăм. Съемкăсем пуçлансан, манăн 60-мӗш çулсенчи чи модăллă прическа киношăн килӗшӳсӗр пулни палăрчӗ. Сăнара хура пăнчăллă шурă тутăр çыхтарма хам шутласа тупрăм. Кино тухрӗ кăна - çӗршывӗпе çавăн пек тутăр çыхма пуçларӗç, модăна кӗчӗ. Нумай арçынна шăпах «Стряпухăри» роль килӗшни мана савăнтарать. Апла вӗсем манра Анна Сергеевнăна кăна курма пăрахнă, - илӗртӳллӗ кулса калаçрӗ Светлана Афанасьевна.

Вячеслав Тихоновпа ӗçлеме тӳр килни, вӗсем ун чӗринче пысăк йӗр хăварни çинчен те каласа пачӗ актриса. Ун шучӗпе, нихăш ӗçре те ăнсăртран нимӗн те пулмасть, уйрăмах кинопа театрта.

Ун пурнăçӗнче никам та, ниçта ӳкерӗнме чӗнмен тапхăрсем те пулнă. Манăçа тухнине актерсем питӗ йывăррăн чăтса ирттереççӗ. Вăхăт иртнӗçем вӗсене пачах паллами пулса çитеççӗ. Светличнаяшăн та вăл ют мар.

- Пӗррехинче пӗр çамрăк çын шăнкăравларӗ, вăл Рената Литвинован «Богиня» картинине пăхнă иккен, килӗшнӗ, мана хăйӗн музи пулма ыйтрӗ. Эй, ватăлса пырса тайăлма пуçланă-и? Малтан тӳрех ăнланаймарăм та. Музăна еркӗн тесе ăнлантăм. «Э-э, çамрăк çыннăм, эсир пӗр 40 çула кая юлнă. Ман шутпа, муза пулма 30-та юрать, 65-ре мар», - терӗм ăна. «Çук, çук, эсир ăнланмарăр. Эп сире кинора куртăм, эсир çав тери лайăх формăра», - терӗ. Калаçнă май вăл мана тӗрлӗ сăнарта ӳкерӗнме хатӗрленнине пӗлтӗм. Тӗл пултăмăр, çапла манăн творчествăлла пурнăç пуçланчӗ. Кинора выляман эпизодсене фотосессисенче пурнăçларăм. Сăнӳкерчӗксенчен кино калăпласан ӗç ытларах та килӗшме пуçларӗ. Ӗмӗтленнӗ рольсене выляйманни пăшăрхантарнине сиреççӗ вӗсем. Пурнăç тăршшӗпе кӗтнӗ рольсем халӗ манăн. Вӗсем пӗр актрисах пӗр роле кăна мар, пин роле выляма пултарнине çирӗплетеççӗ. Рената Литвиновăна та тав тăватăп. Тӗлӗнмелле çын вăл, паянхи ӗмӗр сăнарӗ. Пурте шăп тăнă вăхăтра манпа тӗл пулас тесе шăнкăравларӗ. Рената чӗннипе «Мосфильма» килтӗм. Тӗрӗссипе, кинопробăсене юратмастăп. Килетӗн те: «Ну, атьăр, костюмчик тăхăнса пăхар! Çиччас мӗн те пулин тупатпăр...» Рената Литвинова вара пӗр сăмахсăрах хăйӗн чаплă жакетне хывса пани тӗлӗнтерчӗ. Анчах эпӗ хӗрлӗ кӗпе суйларăм. Кайран кăна вăл та унăн пулнине пӗлтӗм. Ренатăпа пире темле уçлăх шайӗнчи çыхăну тытса тăрать. Стеллинг ăна «Девушка и смерть» кинона тӗп роле чӗнсе илсен, маларах вăл кинори хăйӗн сăнарӗн ватлăхӗнче ӳкерӗнме ытти актрисăсене сӗннӗ. Рустам Хандамов вара татса хунă: «Ан шыра никама та, ку роле Светличная кăна выляять», - тенӗ. Пирӗн мӗн-тӗр пӗр пекки пур. Хама урăх вăхăтри режиссер патне лекни тӗлӗнтерчӗ. Рената мана шанать, ку маншăн пӗлтерӗшлӗ. Стеллинг кинопробăсăрах мана роле çирӗплетни те хавхалантарчӗ, паллах.

Кашни çын пурнăçӗнче çемье паллă вырăн йышăнать. Светличнаян та çаплах ӗнтӗ. Йăлтах пулнă пурнăçра тет кун пирки актриса. Светлана Афанасьевна мăшăрне ырăпа асăнать, ун чӗринче халӗ те юрату сӳнмен-ха. Володя Ивашов унăн упăшки кăна мар, чи çывăх юлташӗ те пулнă. Унпа хăй телейлӗ пулнине калать.

- Хуçа пек те вăл лайăхчӗ, тӗплӗччӗ. Сăмахран, эпӗ унран самай япăхрах пӗçереттӗм, вăл вара мана ялан тутлă апатпа кӗтсе илетчӗ, ывăлăм та унран вӗренчӗ. Таврăнсан ялан сăйлама пăхатчӗ, мӗншӗн тесен унăн Светки таврăннă. Çакăнта Светличнаян сасси кăштах чӗтреме пуçларӗ, çын куриччен юхса аннă куççульне шăлса типӗтме васкарӗ. Кун пирки урăх калаçмарӗ вара, чӗринче вӗсем тарăн суран хăварни каламасăрах паллă. Эпир те харпăр пурнăçӗ пирки ыйтса йăлăхтармарăмăр.

Тӗлпулу куракансем актрисăна юратнине пӗлтернипе вӗçленчӗ. Мана вара ытларах та ăнчӗ. Унпа кайран диктофонсăр-мӗнсӗр, камерăсемсӗр лару-тăрура тӗл пултăм. Те шăпа çапла килсе тухрӗ. Светлана Светличная залра пӗчӗк тутăрне манса хăварчӗ. Парас тесе хыççăн тухрăм, вăл хăна çуртне тухса кайма ӗлкӗрнӗ иккен. Чупрăм çавăнта. Администратор хуçкаланмарӗ, актриса чарăннă номере кăтартса ячӗ. Ăшшăн кӗтсе илчӗ вăл мана. Икӗ сехет те калаçса лартăмăр пуль унпа. Хӗрарăмсем вӗт ӗнтӗ эпир, çавăнпа калаçу та хамăр тавра пулчӗ: сывлăх пирки, яштака кӗлеткене мӗнле тытса тăмалли çинчен, косметика, мода, ытти... Вăл мана лайăх рецептсем те пачӗ. Светлана Афанасьевна Хусанти тӗлпулусене ялан хитре шлепкесемпе çӳрерӗ. Вӗсене вăл хăйех ăсталать иккен. Кулленхи куна ялан радио хускатнипе пуçлать. Хăй каланă тăрăх, вӗсем ăна тӗрӗс хум çине кăлараççӗ. Килте те йăлт хăй тăвать, çăвать те, тасатать те. Тӗлпулусене, мероприятисене, паллах ӗнтӗ, çӗнӗ рольсене кӗтсе илме ялан хатӗр. Ак çапларах вăл - ватăлма пӗлмен Светлана Светличная.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: