Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тăкаксем ӳсеççӗ, хаксем чакаççӗ

(Сăнӳкерчӗк http://agro.tatarstan.ru/ сайтран) Республикăри выльăх ӗрчетекенсен тупăшӗ кӗтнинчен самай пӗчӗкрех. Пӗрремӗш кварталăн кăтартăвӗсемпе, производство ӳснӗ май, укçа енчен 1,5 миллиард тенке яхăн çухату тӳснӗ. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура ТР ял хуçаăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов пӗлтернӗ. «Раççей рынокӗнчи выльăх-чӗрлӗх продукцийӗн хакӗсен лару-тăрăвӗ пит аванах мар чухне те...

(Сăнӳкерчӗк http://agro.tatarstan.ru/ сайтран) Республикăри выльăх ӗрчетекенсен тупăшӗ кӗтнинчен самай пӗчӗкрех. Пӗрремӗш кварталăн кăтартăвӗсемпе, производство ӳснӗ май, укçа енчен 1,5 миллиард тенке яхăн çухату тӳснӗ. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура ТР ял хуçаăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов пӗлтернӗ.

«Раççей рынокӗнчи выльăх-чӗрлӗх продукцийӗн хакӗсен лару-тăрăвӗ пит аванах мар чухне те эпир производство ӳсӗмне сыхласа хăварма пултартăмăр. Ку çулăн виçӗ уйăхӗнче сӗт производстви 3 процента, çăмарта илесси пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 20 миллиона ӳсрӗ. Анчах хаксем чакнипе хресченпе фермер хуçалăхӗсен те, ял хуçалăх предприятийӗсен те тупăшӗ 5 процента чакнă. Тăкаксем отрасльти икӗ уйăхри ӗç укçи фончӗпе танлашаççӗ», - тенӗ Марат Ахметов.

Тӗш-тырăпа та лару-тăру чаплах мар. Пӗрремӗш кварталта ăна пӗлтӗрхинчен икӗ хут нумайрах сутнă, укçине вара аграрисем 500 миллион тенкӗ чухлӗ сахалрах илнӗ. Министр сăмахӗсемпе, хаксемпе пилӗк çул каяллахи вăхăта анса ларнă. Çав вăхăтрах тырпул производствин тăкакӗсем 40 процента ӳснӗ. Юлашки икӗ уйăхра хаксем кăштах ӳсме пуçлани çеç лару-тăру лайăхланасса кăштах шанчăк кӳрет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев