Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тар завочӗ куçса каять

Нумай çул тар пички çинче ларнă Хусан тинех ассăн сывласа ярӗ. Юлашки çулсенче кунти тар завочӗ çийӗн тӗтӗм час-часах йăсăрланни, çынсем вилнӗ тӗслӗхсем пулни сисчӗвлентермерӗ мар. Хула варринче тенӗ пекех вырнаçнă заводран мӗн кӗтмеллине никам та пӗлмест-çке. Мӗн тесен те, завод кивӗ, оборудовани те çӗнех мар. Завода Удмурт Республикине куçарасси...

Нумай çул тар пички çинче ларнă Хусан тинех ассăн сывласа ярӗ. Юлашки çулсенче кунти тар завочӗ çийӗн тӗтӗм час-часах йăсăрланни, çынсем вилнӗ тӗслӗхсем пулни сисчӗвлентермерӗ мар. Хула варринче тенӗ пекех вырнаçнă заводран мӗн кӗтмеллине никам та пӗлмест-çке. Мӗн тесен те, завод кивӗ, оборудовани те çӗнех мар.

Завода Удмурт Республикине куçарасси пирки калаçусем пӗлтӗр сентябрь уйăхӗнче, Кизнерте Раççейри юлашки химарсенала пӗтернӗ хыççăн, пуçланнăччӗ. РФ Промышленноçпа суту-илӳ завочӗн ертӳçи Мантуров РФ Президентне Хусанти тар заводне çӗнӗ площадкăна куçарма хатӗррине пӗлтернӗччӗ. Тар тата сирпӗнекен ытти япаласене малашне унта кăларма пулать-мӗн.

Халӗ ыйту татăлнă тесен те юрать. Тар завочӗ Хусантан куçса каять. Чăн та, хăçанни паллă мар-ха. Хальхи вăхăтра Удмуртире завод проектне хатӗрлеççӗ. Çак ӗçе РФ Промышленноçпа суту-илӳ министерстви тимлӗхре тытать.

Сăмах май, Кизнерта химарсенала пӗтернӗ, территорие санаци тунă хыççăн виçӗ çултан тар заводне тума тытăнӗç. Унччен вара пирӗн, хусансен, чăтмах тивет. (А.Эшкинин сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев