Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Татфондбанк паян та уçăлмарӗ, иккӗмӗш кун шăп

Власть тата правона хӳтӗлекен структурăсенчен килекен хыпарсем питӗ кӗске те татăклă. Палăртнă пек санаци пулмасаан, банк пурлăхне сутса кредиторсене укçине тавăрса парас процедура пуçланмалла. Анчах та хăçан? Сăнанă тăрăх, банк панкрута тухсан унан укçа илекенсем виçӗ ушкăна пайланаççӗ: Черетре пӗрремӗшсем - банкра укçа тытса тăнă уйрăм çынсем, вӗсем мулне 1,4...

Власть тата правона хӳтӗлекен структурăсенчен килекен хыпарсем питӗ кӗске те татăклă. Палăртнă пек санаци пулмасаан, банк пурлăхне сутса кредиторсене укçине тавăрса парас процедура пуçланмалла. Анчах та хăçан? Сăнанă тăрăх, банк панкрута тухсан унан укçа илекенсем виçӗ ушкăна пайланаççӗ: Черетре пӗрремӗшсем - банкра укçа тытса тăнă уйрăм çынсем, вӗсем мулне 1,4 млн тенкӗ таран тавăрма пултарççӗ, иккӗмӗшсем - банкра ӗçленӗ персонал. Вӗсем мӗн пур тивӗçекен ӗç укçине илнӗ хыççăн кăна виççӗмӗшсен - организацисен - черечӗ çитет.

«Манăн шутпа, банк пурлăх тивĕçтерӗвӗсӗр кредит ыйтнă «хăйсен» (аффилированнăй) структурасене кивçен парса тăнă. Вара, тăкаксене саплаштарас тесе, вкладсем тăрăх ставкасене ӳстерме пуçланă. Çапла хăйне евĕрлĕ финанс пирамиди пулса пынă. Патшалăх хальхи парăмсене татма пулăшӗ тесе шанма питĕ йывăр», - тесе пĕлтернĕ укçа-тенкĕ тĕпчевçи К. Краснов.

Кулуарасенче те «Татфондбанк» пирки тĕрлĕ калаçусем çӳрерĕç, - тесе хыпарланă Правда.ПФО интеренет-хаçата Раççейĕн Патшалăх Думан депутачĕ Олег Николоев. Тутарстан правительстви банкăн капитализацине ӳстересси пирки шухăшланă, санатор тупнă, анчах та Центробанк «Татфондбанкăн» активĕсем япăх пулнипе санаци иртерсе пулмас тенĕ. Центробанк тата «Интехбанк» тата «Анкор-банк» банксене лицензисĕр хăварнă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев