Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Татфондбанкăн санаци иртес шанчăк пур

Декабрӗн 21-мӗшӗнче «Финам-Казань» тулли мар яваплăхлă организацин ертӳçи Руслан Жуков «Татар-информ» ИАна Татфондбанкăн санаци иртес шанчăк пур тесе пӗлтернӗ. Сăмах кунта банкăн йывăр финанс лару-тăрăвне сыватассипе çыхăннă мероприятисем пирки пырать. Лицензи çухатас хăрушлăха кӗрсе ӳкнӗ банка Вкладсене страхлассипе агентство е инвестор тӳлев пултарулăхне тавăрас тӗллевпе укçа уйăрать. «Пилӗк банка страховани...

Декабрӗн 21-мӗшӗнче «Финам-Казань» тулли мар яваплăхлă организацин ертӳçи Руслан Жуков «Татар-информ» ИАна Татфондбанкăн санаци иртес шанчăк пур тесе пӗлтернӗ. Сăмах кунта банкăн йывăр финанс лару-тăрăвне сыватассипе çыхăннă мероприятисем пирки пырать. Лицензи çухатас хăрушлăха кӗрсе ӳкнӗ банка Вкладсене страхлассипе агентство е инвестор тӳлев пултарулăхне тавăрас тӗллевпе укçа уйăрать.

«Пилӗк банка страховани тӳлевӗсен агенчӗюсем пулма палăртни регионра та регионри банк секторӗнчи çивӗч лару-тăрăва сирес тӗллевпе суйланă. Ку кӗске хушăрах уйрăм çынсене палăртнă страховани сумминчен иртмесӗр хывнă укçана тавăрса пама май парать. «Татфондбанкăн» филиалӗсем Раççейри ытти регионсенче те пуррине шута илсе банксен хăш-тăр пайӗ Хусанпа республикăри районсемшӗн, ыттисем регионсемшӗн яваплă пулӗç«, - тенӗ Жуков. «Финам-Казань» ертӳçи каланă тăрăх, банкăн вăхăтлăх администрацийӗ çывăх вăхăтра банк ревизине ирттерет, ку хăйне май унăн шăпине татса парӗ. Харпăр предпринимательсемпе уйрăм çынсен çавах та хăйсен укçине тавăрас шанчăк пысăк, 1,4 миллион тенкӗрен пӗчӗкрех суммăна вӗсем санацие хутшăннă банк шучӗ çине куçарса илме пултараççӗ, çак суммăран ытларах пулсан, банк-агентра укçана Вкладсене страхлассипе агентствăна куçарма ыйтса заявлени çырмалла.

«Финам-Казань» ертӳçи палăртнă тăрăх, Татфондбанка укçа хывнă çынсен унта кайса çӳремелле те мар. Мӗншӗн тесен вӗсем пурпӗрех укçа пама пултараймаççӗ. Çывăх вăхăтра страховани лимичӗпе килӗшӳллӗн тӳлевсем пама пуçлаççӗ. Ун хыççăн вкладчиксен палăртнă пилӗк банкран пӗрне укçана счетран хывасси пирки пӗлтермелле. «Предприятисемпе организацисен банк шăпине татса париччен кӗтмелле. Хальлӗхе ун пек йышăну çук, çавăнпа та кредиторсен требованийӗсене тивӗçтерессипе мораторий лартнă. Паян вӗсен хăйсен укçисене илме май çук-ха», - тенӗ Руслан Жуков.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев