Сувар

Тăван чӗлхерен вăтанмалла мар

Лайăш районӗнчи Габишево салинчи Культурăпа спорт центрне Анне кунӗнче халăх лăк тулли пухăнчӗ. Ваттине те, вӗттине те концерт илӗртнӗ пулас. Сцена çине пӗрин хыççăн тепри çамрăк артистсем (ытларахăшӗ кунта хушма пӗлӳ илеççӗ вӗсем, юрлама-ташлама вӗренеççӗ) тухрӗç. Шурă тумлă Мария Яковлева юратнă та хаклă амăшне «Ман аннен паян çуралнă кунӗ» юрăпа...

Лайăш районӗнчи Габишево салинчи Культурăпа спорт центрне Анне кунӗнче халăх лăк тулли пухăнчӗ. Ваттине те, вӗттине те концерт илӗртнӗ пулас. Сцена çине пӗрин хыççăн тепри çамрăк артистсем (ытларахăшӗ кунта хушма пӗлӳ илеççӗ вӗсем, юрлама-ташлама вӗренеççӗ) тухрӗç.
Шурă тумлă Мария Яковлева юратнă та хаклă амăшне «Ман аннен паян çуралнă кунӗ» юрăпа саламларӗ. Чăваш çи-пуçне тăхăннă, шăпчăк саслă хӗрачана куракансем тахçанччен сцена çинчен ямарӗç, тăвăллăн алă çупса саламларӗç. Чăвашсем нумай кунта.
- Сасси еплерех илемлӗ, уçă та янă­рав­лă. Ку артист пулмах çуралнă, - терӗç хӗрарăмсем çамрăка ытараймасăр.
Мария паян Габишевăри вăтам шкулта 5-мӗш класра вӗренет. Аван паллăсемпе ӗлкӗрсе пырать вăл. Пур енчен те пултаруллă темелле. Мӗн пӗчӗкренпех вырăнти Культурăпа спорт центрне ташлама вӗренме çӳрет, тӗрӗс ăслăлăхсем енне туртăнать. Яковлевсен çемйинче шучӗпе иккӗмӗш ача Маша.
- Юрлама пуçласси унăн пӗр кӗтмен çӗртен пулса тухрӗ. Виçӗ çул каялла, хӗрӗм 2-мӗш класра вӗреннӗ чухне, шкулта халăхсен туслăхне халалласа наци уявне йӗркелеме шухăшланă. Вӗрентекен ăна чăваш юррине вӗренме ыйтнă. Эпир ашшӗпе иксӗмӗр те чăваш пулнине кура тархасланă пуль те-ха. Шухăша путрăмăр вӗт - «Кукаçипе куками» юрă пуринчен те çăмăлраххи пек туйăнчӗ. Уявра Мария дебючӗ питӗ ăнăçлă иртнӗ пулмалла. Сумлă жюри членӗсем унăн юррине пысăк хак панă. Ку çеç те мар - хаклавçăсен хушшинче чăваш та пулнă иккен. Елена Макарова ятлăскер. Паян шăпах вăл хамăрăн Культурăпа спорт центрӗнче Машăна юрлама хăнăхтарать, çӗнӗ хайлавсем вӗрентет. Чăваш чӗлхине ăса хывни - уйрăмах пӗлтерӗшлӗ! Елена Анатольевна хăй те вырăсла та, чăвашла та питӗ хитре юрлать. Машенькăн, тӗрӗссипе, пӗр пушă вăхăчӗ те çук уроксем хыççăн - вăл ударница: пӗрремӗш чӗрӗк хыççăн икӗ «4» çеç тухрӗ, ыттисем пурте «5». Эрнере виçӗ хут юрлама çӳрет, тăватă хутчен - ташлама. Пирӗншӗн чи хакли - ача хăй килӗштерекен ӗçсемпе аппаланни. Çавăнпа та ашшӗпе иксӗмӗр те, Хусанти аслă шкулта вӗренекен акăшӗ те ăна пур енчен те хавхалантарма, пулăшма тăрăшатпăр, - терӗ Елена Яковлева.
Хӗрача эстрада ташшисен «Импульс-Дэнс» ансамбльне çӳрет. Çак уш­кăнпа вӗсем Тутарстанра, кунта çеç те мар, йӗркелекен чылай конкурссене хутшăнса малти вырăнсене çӗнсе илеççӗ. Кăçал «Созвездие-Йолдызлык» ятпа иртекен питӗ сумлă ăмăртура зонăри тапхăрта 2-мӗш вырăн йышăннă. Респуб­лика шайӗнче финала тухнă. Ансамбле çӳрекенсем тӗрлӗ халăх ташшисене ташлаççӗ. Хăйсене сцена çинче тытма, хитре хусканусем тума, илеме туйма тата курма вӗренеççӗ. Çакă çамрăк артисткăна чăваш уявӗсене калăпланă, сценкăсем лартнă çӗрте те самай пулăшать.
Пултарулăх ертӳçи Елена Макарова çамрăк ăру тăван культурăна, уявӗсемпе йăли-йӗркине ăса хывтăр, ан мантăр тесе ырми-канми тăрăшни куçкӗрет. Çӗнӗ юрăсем, фонограммăсем, кӗнекесем тупать вăл, чăваш ачисемпе яш-кӗрӗмӗ чăвашла юрлатăр-ташлатăр тет.
Çав хушăрах Елена Анатольевна интернационаллă ушкăн йӗркелесе ертсе пырать. Кунта чăваш тата тутар ачисем çӳреççӗ. Пӗр кăкран пулса кайнă икӗ культурăна вӗрентет вăл. Вырăнти Культурăпа спорт центрӗнче ăсталăхне туптакансем пысăк çитӗнӳсем тунинче, паллах, хӗрарăм ертӳçӗн тӳпи пысăк.
Ушкăнпа республикăри районсем тăрăх нумай тухса çӳреççӗ Габишевăри çамрăк артистсем. Хусанта тăтăш пулаççӗ. Ку çулла Мария Яковлева Нурлат хулинче иртнӗ Уява хутшăннă. Уçă та илемлӗ сассипе юрласа пӗтӗм Раççейрен пухăннă чăвашсене тӗлӗнтернӗ.
Ӳссе çитӗнсен маттур чăваш хӗрачи артистка пулма ӗмӗтленет. Машенька пӗчӗккӗ чухнех: «Эпӗ телевизор ăшӗнче ӗçлекен пулатăп», - тесе çирӗплетнӗ. Нумаях пулмасть вăл юратнă кукашшӗне - Аксу районӗнчи Октябрь поселокӗнче пурăнакан ял хуçалăхӗн тава тивӗçлӗ ӗçченне, сумлă водитель-механизатора Константин Ионова - 65 çулхи юбилейпе саламланă. Унăн юррисем кукамăшне те - ӗмӗрне сывлăх сыхлавӗнче, фельдшерта ӗçлесе пенсие тухнă Ольга Степановнăна та çунат хушаççӗ, ури ыратнине туйми тăваççӗ. Асламăшӗ те савăнать мăнукӗн ăнăçăвӗсемшӗн.
- Эпӗ шухăшлатăп-ха. Тен, ӳссен юрлакан тухтăр пулатăп. Аван юрă ачасене сипленӗ чухне те пулăшатех вăл. Чăваш чӗлхи çепӗç, хитре чӗлхе. Чăваш, вырăс, тутар юррисене пӗлни мана пуян чун-чӗреллӗ пулма пулăшать. Ăс-хакăла çивӗчлетет. Çавăнпа та эп тантăшсене тăван чӗлхерен вăтанма кирлӗ мар тесе каласшăн. Мӗн чухлӗ ытларах культурăна ăса хыватăн, мӗн чухлӗ нумайрах юрлатăн-ташлатăн - çавăн чухлӗ ăслăрах пулатăн. Пуринчен ытларах вара мана чăваш халăхӗн ытарайми тумӗ, капăрлăхӗ кăмăла каять. Туслă çемьере çитӗнни те, аттепе аннен хавхалантарăвӗ-пулăшăвӗ те мана хăвăртрах аталанма, хама сцена çинче пӗчӗк çăлтăр пек туйма май парать. Тавах вӗсене, вӗрентӳçӗсене, Елена Анатольевнăна мӗнпур хаклă вăхăтне пире халалланăшăн, чун-чӗрисенчен юратнăшăн, шаннăшăн, - терӗ Маша.
Çак материала пичете хатӗрленӗ чух Машăран тепӗр хыпар илтӗмӗр: вăл иртнӗ шăматкун хăй çӳрекен эстрада ташшисен ансамблӗ (ертӳçи С.В.Зайцева) йышӗнче Хусанта иртнӗ «Восточная сказка» халăхсен хушшинчи музыкăпа илемлӗ пултарулăх конкурсӗнче Гран-при çӗнсе илнӗ. Çӗнтерӳçӗсене Сочие кайса курма çулçӳрев парнеленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: