Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тăванлаштаракан çӗр çинче

Анатолий Малышевăн «Туйпăлхав», «Тăванлаштаракан çӗр»поэмисене вуланă хыççăн пуçа килнӗ шухăшсем ЧӲК Шур-çарансем пирте пит анлă, Ăçта çырма - унта пӗве. Вăрман айне кӗрсе пытаннă Чăнла ӗмсе выртать Сӗве. Вăрман хӗрри, Кив Çурт таврашӗ, Сăрт çамкинче чӳк йăмрисем, Кăвайт çинче пиçет чӳк ашӗ: Ик вăкăр пуснă элшелсем. (Пӗри - чӳке, тепри...

Анатолий Малышевăн «Туйпăлхав», «Тăванлаштаракан çӗр»поэмисене вуланă хыççăн пуçа килнӗ шухăшсем

ЧӲК
Шур-çарансем пирте пит анлă,
Ăçта çырма - унта пӗве.
Вăрман айне кӗрсе пытаннă
Чăнла ӗмсе выртать Сӗве.

Вăрман хӗрри, Кив Çурт таврашӗ,
Сăрт çамкинче чӳк йăмрисем,
Кăвайт çинче пиçет чӳк ашӗ:
Ик вăкăр пуснă элшелсем.

(Пӗри - чӳке, тепри - туя,
Сăмах ан пултăрччӗ суя,
Иртсе ларар-ха маларах,
Хуран патне çывăхарах).

Сиксе вӗреççӗ лăкăр-лăкăр
Вуншар витреллӗ ик хуран.
Сылтăмминче - халь пуснă вăкăр,
Сулахайра - вир-пăтăпа.

Йăсăрланать асамлă тӗтӗм,
Тавралăх путнă шухăша.
Çемйи те выçă, çийӗ - çӗтӗк,
Тата мӗн кӗтӗ чăваша?

Аша ваклать, пайлать чӳк пуçӗ,
Пăтта параççӗ сар хӗрсем,
Сăра пички те хатӗр, уçă,
Тулса пушанччăр алтăрсем.

Паян уяв! Паян çын тутă,
Ташша, чăвашăм, яра пар,
Ыранхине пӗлет пӗр Турă,
Пире çуратнă Пихампар.

Кунта Мертли, Кушки, Пурчавӗ
(Инçех те мар çав вырăс ялӗ),
Кӗскен калас-тăк - Тăхăрьял,
Ура хуçса ташлать мăчавăр
Чӳклевӗ пынăран кал-кал.

Мӗн тӗттӗмччен юхать чӳк-кӗлӗ
Уй-хир, çаран, вăрман çинчен:
Синкерсӗр тухăç патăр сӗлӗ,
Ыраш ан лартăрччӗ хака,
Чăваш ан юлтăрччӗ çука,
Хăр-харсăр пултăр çут тӗнче!

Сипетлӗ ӳстӗр утă-улăм,
Чир-чӗр ан лектӗр выльăха,
Хӗре пама та кирлӗ хулăм:
Пушмак пăру, юпах тиха.

Чăваш чунне, Турăçăм, пулăш
Таса пулса таса юлма,
Пире ан тивтӗр аскăн шухăш
Асса-тӗссе юп шырама.

Хирте кашлатăр, ӳстӗр тулă,
Чăваш та çитӗр хăпарту,
Чăваш çӗрне килсе ан тултăр
Усал-тӗсел, эй, Тур, асту.

Ан юлтăр хӗсӗре хӗрарăм,
Ача ан юлтăр тăлăха,
Чăвашăн авалтан пӗр парăм:
Кил-çурт хывса йăмра лартма,
Çемье туса йăха тăсма,
Сӳнме памасăр халăха.


ТУЙ
Пӳркел çинче çиçет вут-çиçӗм,
Элшел эптерлӗх айӗнче,
Пусак енчен килеççӗ виççӗн:
Михал Демьянчă варринче,
Мӗтри Юман, Юркка Иванӗ
Хăлаçланаççӗ ик енче,
Пӳркел çынни, вӗсен тăванӗ,
Хӗрне парать, тет, Элшеле,
Йыхравӗ çитнӗ туй тӗлне.

- Ăçта çӳрет Тимкка-пăлхавçă?
- Туя пăсмасть-ши чӗмере?
- Ӗнер каçпа пӗр майçă-лавçă
Лартса вӗçтерчӗ Чӗмпӗре.
Сӗрлет Элшел, Пӳркел пин саслăн,
Çурхи вӗлле пек Тăхăрьял,
Ытти çӗртен те çитрӗ халăх,
Çапла хушать йăхри хавал.

Шăхлич сасси янрарӗ уççăн,
Вӗрсе юрлать Евли Мишши.
Ял-йыш курманччӗ кутăруçăн
Епле хитре чăваш ташши:
Чикеленеççӗ кутăн-пуçăн
Туй каччисем, ташлать пăши,
Хӗрсен хевти хӗрсе пыруçăн
Туй-çуй такмакӗ - чун ăшши.

Хут купăса тăсать калайçă,
Леш Тимӗрç Элекçей пичче,
Яшсем, хӗрсем такмак калаççӗ
Çăвар сӗткенӗ типиччен:
«Йӗмсӗр-мӗнсӗр чупрăмăр,
Ӳсеймесӗр супрăмăр,
Атте-анне килӗнче
Пурăнтăмăр киленсе.

Шывлă-шурлă ялăмăр,
Шыв пек юхрӗ çулăмăр.
Шур хăви пек ӳсрӗмӗр,
Темӗн те пӗр тӳсрӗмӗр.

Хир-вăрманлă ялăмăр,
Ват юман пек халăмăр.
Хамăр сарă кайăк пек -
Пӗр-пӗрне юратнипе.

Тăхăрьялăн хӗрӗсем -
Тăхăр ялăн тӗррисем
Час чухлаççӗ япшара,
Хăвараççӗ тип шара».

Учча Мӗтеç те хӗр тупасшăн,
Юпах тиха пек çăрхалать,
Ик аллинче ик йывăç кашăк
Ташланă май шăкăртатать.

Мӗтеç малтан хăюсăр, сапăр,
Вăл хăйӗнчен хăй вăтанать,
Вута, шыва чăмма та хатӗр
Хӗрсе çитсессӗн кутана.

Сухан сутса хула та курнă,
Кăшт вырăсла чухлакалать.
Туй такмакне çапать, эх, Турă!
Чăваш туйне вырăслатать:
«Окăл речки, окăл мост
Липăвăй береза рос.
Если милка не полюбӗт,
Плакать я не делаю».

Хуплу Ваççи сиксе ташларӗ,
Кӗлкке те ташă ункинче,
Чарак çухатнă туй çăварӗ
Ясарлантарчӗ хӗрсене:
«Юрлă-варлă килӗмӗр,
Пăрчăкан пек кинӗмӗр,
Шăкăл-шăкăл калаçса
Пурăнатпăр иçмасса.

Ывăлсăр мар, хӗрсӗр мар,
Пирӗн йăх-тӗп хӗсӗр мар,
Тус тупатпăр çуркунне
Туй тапатпăр кӗркунне.

Кӗркури, Кӗркури!
Санăн савнă хӗр пур-и?
Тăлăх арăм шыраса
Çӳрӗп тетӗн пуль, асса.

Йăнкăл-янкăл Ăраман
Турăран та хăраман,
Хӗр тамаши курнă та
Чут-чут айне ярайман.

Çăкăр-салă хамăрăн
Пурăнатпăр сапăрлăн
Çут тӗнче ытамӗнче,
Тăхăрьял çăтмахӗнче».
Туй пуç çынни Пӳркел чăвашӗ
(Автан тукмакӗ аллинче)
Куçне хӗссе чеен, ачашшăн
Сăмах вакларӗ туй çинче,
Тăрса çӗн мăшăр умӗнче:
Çăкăр чӗлли тытса калатăп,
Çынран ан юлăр пурнăçра,
Мала иртме те пил памастăп,
Телей тени умра, хыçра.

Çăпансăр мар вăл вăрçă-харçă,
Хам курнă, тӳснӗ нушине,
Чăваш паман, тет, хырçă-марçă
Асса çӳрен йăх тӳрине.

Хыпса ан çунăр кирлӗ маршăн,
Итлер чӗре мӗн хушнине,
Пӗр-пӗр каварçă, кӳршӗ-аршă
Ан кӗтӗр мăшăр хушшине.

Сирте ан сӳнтӗрччӗ ясарлăх,
Ӗрчевсӗр пурнăç - кӗвӗçӳ,
Йăха тăсма пулмасть вӗт арсăр,
Артаклă арăмсăр та çук.

Чап-чап иртсен чапа тухаймăн
Чапан айне кӗрсе выртсан,
Чăваш вăл çăкăрлă, какайлă
Суха туса тыр-пул аксан.

Ӗçре çуралтăр, ӳстӗр ятăр,
Ыр çын ырлатăр ӗçӗре,
Пӗрне-пӗри пат ан çухатăр
Пӗр-пӗр пăлхавлă ӗçкӗре.

Сире ăмсантăр ватă-вӗтӗ,
Пăхса килентӗр Тăхăрьял,
Атте-анне çӗн кайăк кӗттӗр,
Сăпка сиктертӗр шурсухал.

Чӗре çине хурса калатăп
Çăкăрлă сылтăм аллăма,
Сăмахăмсем ман пур тата та,
Хăвартăм ӳлӗм калама.

Ӗлкӗреймест хуçа-тăхлачă
Шерпетлӗ сăрине сӗрсе,
Такмак сасси сӳнсе çухалчӗ -
Хӗве кӗресшӗн сар хӗрсем.
Ӗнер Пӳркел туйпа кӗрленӗ,
Паян туй куçрӗ Элшелне,
Чăваш йăли-йӗркин çӗр енӗ
Туйра тупать хăй мехелне.

Çӗркаç туй тапнă, сӗлпӗрленӗ,
Пушар сӳнтернӗ ирхине,
Сутка силленӗ каччă енӗ,
Сутка силлеççӗ хӗр енне.

Пăс кăларса ларать туй ашӗ
(Туя сăйлаççӗ вăкăрпа),
Эрех, сăра, симпыл таврашӗ
Çӳрет хăлхаллă алтăрпа.

Урам тулли пăлханнă халăх
Шырать: «Кам хăйнă вут тӗртме?!»
Ăçтан тухать этемӗн халӗ
Лăм куç хупмасăр туй кӗтме!

Кунтах Çӗрпи, Киркка Караçӗ,
Çăмма Микуçӗ, Матякка
Лăх-лăх кулса юмах çапаççӗ,
Чике тăршшех хушса лартаççӗ,
Юмах юхать пит аякка.

Юхать Сӗве çыранӗ тăрăх,
Мăн Атăл тăрăх тӗнчене,
Чăваш сăмахӗ çăл пек тăрă,
Тăванлаштартăр çынсене.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев