Теччӗпе Кайпăçра ача çуралмасть. Мӗншӗн?

Демографи лару-тăрăвӗ çӗршывра каллех чакма пуçлани сисӗнет. Тутарстанра та çавăн пекех курăну. ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова ТР Министрсен Кабинетӗнче ытларикун иртнӗ ларура пӗлтӗрхи çулталăкăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх республикăн 32 районӗнче çын шучӗ сисӗнмеллех чакнине каланă. Çакă ӗнтӗ чи малтан ваттисем майпен вилсе пынипе, çамрăксем вара яла...
Демографи лару-тăрăвӗ çӗршывра каллех чакма пуçлани сисӗнет. Тутарстанра та çавăн пекех курăну. ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова ТР Министрсен Кабинетӗнче ытларикун иртнӗ ларура пӗлтӗрхи çулталăкăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх республикăн 32 районӗнче çын шучӗ сисӗнмеллех чакнине каланă. Çакă ӗнтӗ чи малтан ваттисем майпен вилсе пынипе, çамрăксем вара яла юлманнипе çыхăннă.
«Çӗршывра, республикăра демографи кăтартăвӗсем чакни курăнать. 2017 çулта Тутарстанра 2016 çулхинчен 7,7 пин ача сахалрах çуралнă», - тенӗ министр.
Уйрăмах яллă вырăнсенче ку енӗпе лару-тăру çивӗч. Теччӗ, Кайпăç, Рыбно-Слободски тата Камско-Устьински районӗсенче ытти районсенчен те ачасем сахалрах çуралаççӗ. Сăлтавӗ каллех ялсенче ача çуратмалли çулсенчи çамрăксен шучӗ калама çук сахалли. Сăмах май, Теччӗ районӗнче ялсем пӗтес процесс ытти районсенчен чи малтан пуçланнă.
Хальхи вăхăтра республикăн 6 районӗнче тата 2 хула округӗнче (Хусан, Çырчалли хулисенче тата Элмет, Анат Кама, Елабуга, Пӗтреç, Балтаси тата Саба районӗсенче) кăна çын шучӗ ӳсни сисӗнет.
Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тӗллевпе Тутарстан влаçӗсем ялта виçӗ çултан кая мар пурăнакан хӗрарăмсене социаллă пулăшу памалли мерăсем йышăннă. 25 çула çитмен çамрăк аннесене 2018 çултан пӗрремӗш ачана çуратнăшăн - 50, 29 çула çитмен аннесене виççӗмӗш ачашăн пӗр хутчен 100 пин тенкӗ укçа тӳлӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
3 марта 2021 - 21:43Вӑрманҫӑсем йывӑҫ лартма хатӗрленеҫҫӗ Вӑрман лартас сезона кӑҫал апрелӗн 19-мӗшӗнче уҫма хатӗрленеҫҫӗ3800
-
3 марта 2021 - 17:54Кил-ҫурт картишӗ вӑл чун хавалӗ пекех Ҫак сӑмахсене Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов республикӑри хыпар хатӗрӗсенче ӗҫлекен хӗрарӑм-ертӳҫӗсемпе йӗркеленӗ тӗлпулура каланӑ. Сӑмах май, унта пирӗн хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова та хутшӑннӑ5001
-
3 марта 2021 - 14:12Роспотребнадзорӑн Тутарстанри управленийӗ ресторансене ҫӗрле ӗҫлеттерес ыйтӑва тӗпчет Кафе тата ресторан бизнесӗ пандеми вӑхӑтӗнче пысӑк ҫухатусем тӳсни пирки рестораторсем Рустам Миннихановран вӗсене ҫӗр хута ӗҫлеме ирӗк пама ыйтнӑ5100
-
3 марта 2021 - 12:44Ростехнадзорӑн экс-пуҫлӑхне суд килти ареста ӑсатнӑ Тутарстан Республикин Президенчӗ ҫумӗнчи коррупцине хирӗҫ кӗрешекен уйрӑм вӑхӑтне ахаль ирттермест. Ӗнерхи канашлура сахал мар министрӑн ура ҫине тӑма тиврӗ4900
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ36812
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ13800
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.12401
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ272600
-
1 марта 2021 - 13:37Хулаҫырмисен премьеринче кичем пулмарӗ "Туса лартатӑп шурӑ ҫурт" илемлӗ фильма Владимир Корсаков ӳкернӗ. Унта Чӑваш драмтеатрӗн артисчӗсем ӳкерӗннӗ тата, паллах, Хулаҫырми халӑхӗ. Мӗншӗн тесен вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Николай Угасловӑн ачалӑхӗ ҫинчен31800
-
1 марта 2021 - 13:23Ҫӗпрелсем кино уявне йӗркелерӗҫ Ют ҫӗршывран килнӗ чаплӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ пек йышӑнчӗҫ Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи Культура керменӗнче Тутарстанра Чӑваш кино кунӗсене ирттерекен делегацине16500
-
2 марта 2021 - 14:47Юхма Мишшипе Хусанта тӗлпулма чӗнетпӗр Мероприятие йӗркелекенсем – ТР ЧНКА тата Хусанти П.П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ – çыравçăпа тӗлпулас текенсен пурин те маскăсемпе пулмаллине аса илтереççӗ.13500
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика