Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Телевизор, утиял, фотоаппарат та утюг...

Çак парнесен хуçисем паян паллă пулчӗç. Маларах шантарнă пекех, «Татмедиа» АО хăйӗн 3 е ытларах хаçат-журналне çырăннисен хушшинче пуçарнă вылява шăпа ярса пӗтӗмлетрӗ. Пӗтӗмпе 15 утиял, 3 фотоаппарат, телевизор тата «Чаян» журналăн ятарлă призӗ республикăн тӗрлӗ кӗтесне саланчӗç. Аса илтеретпӗр, вылява пӗтӗмпе 237 çын хутшăнчӗ. Цифрăллă фотоаппарат Арск районӗнчи М.Исмагиловăна,...

Çак парнесен хуçисем паян паллă пулчӗç. Маларах шантарнă пекех, «Татмедиа» АО хăйӗн 3 е ытларах хаçат-журналне çырăннисен хушшинче пуçарнă вылява шăпа ярса пӗтӗмлетрӗ. Пӗтӗмпе 15 утиял, 3 фотоаппарат, телевизор тата «Чаян» журналăн ятарлă призӗ республикăн тӗрлӗ кӗтесне саланчӗç. Аса илтеретпӗр, вылява пӗтӗмпе 237 çын хутшăнчӗ.

Цифрăллă фотоаппарат Арск районӗнчи М.Исмагиловăна, Çырчаллинчи И.Хузина тата Азнакай районӗнчи С.Шпаковăна вылянчӗ. Тӗп приз вара Мамадыш районӗнчи Э.Назмиевăна тухрӗ.

«Чаян» журнал та хăйӗнчен ятарлă приз хатӗрленӗ, ăна редакторӗ шӳтле вылянтармасăр пултараймарӗ.

- Ак çакăн пек чейнике эпир, «Чаян» тата «made in Cinaпа», пӗрле хатӗрлерӗмӗр,- терӗ хӗвӗнчен вӗр-çӗнӗ утюг туртса кăларнă май. - Ку утюг ырă та лайăх хӗрарăм аллин лектӗрччӗ. Мӗншӗн хӗрарăма тетӗр-и? Мӗншӗн тесен утюг вăл чăн-чăн арçын идеалӗ. Пӗрремӗшӗнчен, вӗри, иккӗмӗшӗнчен, якатма пӗлет, виççӗмӗшӗнчен, шыв кăна ӗçет, тăваттăмӗшӗнчен, хăй çине сурсан кăна чашлатать, - терӗ. Редактор ӗмӗтленнӗ пекех, утюг хӗрарăма- Пăва районӗнчи М.Юнусовнăна лекрӗ.

Яланхи йăла тăрăх, тӗп призсемсӗр пуçне «Татмедиа» АО хăйӗн кăларăмӗсене районсенче чи нумай çырăнса укçа тăкакланисене те парне пачӗ. Çӗпрелӗнчен ăна М.Бушуева тивӗçрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев