Сувар

Тепӗр 20 яла асфальтлă çул кӗрет

Тутарстанри çулсем ытти регионсеннисенчен самай уйрăлса тăраççӗ. Çак уйрăмлăх республика чикки урлă каçсанах сисӗнет. Телее, ялсене те халӗ асфальтлă çул сараççӗ. 2017 çулта Тутарстанри 27 яла (пурӗ 90 çухрăма яхăн) асфальтлă çулпа çыхăнтарнă. Сăмах май, çак ялсенче хальхи вăхăтра 5 пине яхăн çын пурăнать. Юлашки 7 çулта 400 яла асфальтлă...

Тутарстанри çулсем ытти регионсеннисенчен самай уйрăлса тăраççӗ. Çак уйрăмлăх республика чикки урлă каçсанах сисӗнет. Телее, ялсене те халӗ асфальтлă çул сараççӗ. 2017 çулта Тутарстанри 27 яла (пурӗ 90 çухрăма яхăн) асфальтлă çулпа çыхăнтарнă. Сăмах май, çак ялсенче хальхи вăхăтра 5 пине яхăн çын пурăнать.

Юлашки 7 çулта 400 яла асфальтлă çулпа çыхăнтарнă иккен. Кăçал та ку ӗç малаллах тăсăлӗ, тепӗр 20 яла (пӗтӗмпе 60 çухрăм) асфальтлă çул кӗрӗ.

Ялсенчи урамсен çул-йӗр проблемине татса парас енӗпе вара вырăнти ял хутлăхӗсем ӗçлеççӗ. Халăхран пухнă самообложени укçипе нумай ялта урамсенчи çулсене вак чул сарса çирӗплетрӗç.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: