Сувар

Тепӗр çул мӗнле пулать?

ЙӖКЕХӲРЕ (1924, 1936, 1948, 1960, 1972, 1984, 1996, 2008) Йӗкехӳре çулӗнче çуралнисен 2018 çулта асăрхануллă пулмалла - хирӗçӳсем сиксе тухма пултараççӗ. Эсир хăвăр тăнăçлăха юратакан çын пулсан та, хăвăртан килмен сăлтавсемпе шăпах сирӗн татса пама тивет конфликтсене. Укçа-тенкӗ енчен çулталăк пуçламăшӗнче йывăртарах пулма пултарать. Йывăрлăха кӗрсе ӳкес мар тесен пӗр...

ЙӖКЕХӲРЕ (1924, 1936, 1948, 1960, 1972, 1984, 1996, 2008)

Йӗкехӳре çулӗнче çуралнисен 2018 çулта асăрхануллă пулмалла - хирӗçӳсем сиксе тухма пултараççӗ. Эсир хăвăр тăнăçлăха юратакан çын пулсан та, хăвăртан килмен сăлтавсемпе шăпах сирӗн татса пама тивет конфликтсене. Укçа-тенкӗ енчен çулталăк пуçламăшӗнче йывăртарах пулма пултарать. Йывăрлăха кӗрсе ӳкес мар тесен пӗр сӗнӳ: кивçен ан парăр, ăна тавăрса пама васкамӗç е пачах та памӗç. Çуркунне вӗçнелле финанс лару-тăрăвӗ аванланать. Сывлăхпа тимлӗ пулмалла, ӗçленипе кăна мар, канма та вăхăт тупмалла. Кӗркунне хӗрӳ юрату кӗтет. Çемьеллисен шутламан утăм туса хурасран асăрханмалла - «сулахая» кайкаласа килни уйрăлу патне илсе çитерме пултарать. Çулталăкăн юлашки уйăхӗ лăпкă пулать, пӗтӗмпех хăй вырăнне ларӗ ун чух. Эсир укçа енчен никама та пăхăнса тăмăр, хутшăнусем те, сывлăх та стабильлӗ пулӗç.

ВĂКĂР (1925, 1937, 1949, 1961, 1973, 1985, 1997, 2009)

Кăра çилӗллӗ Вăкăра çулталăк хуçи чăннипе кам хуçа пулнине кăтартать. Çавăнпа та халиччен эсир ыттисене пăхăнтарнă пулсан, халь хăвăрăн пăхăнма тивӗ. Йытта ыттисенчен уйăрса тăракан тӗп ен вăл - тӗрӗслӗхшӗн кӗрешни. Çавăнпа та пуçлăхра тăрăшакан Вăкăрсене йывăр килет ку çул. Нерв чирӗсем амаланма пултараççӗ. Çавăнпа та вăхăт-вăхăт ӗç çинчен пачах манса канса та илмелле: уйрăмах май уйăхӗнче çывăх çынсемпе пӗрле канни усса кайӗ. Çулталăк вӗçӗнче пысăк тупăш кӗтет: е сире еткерлӗх хăваракан тупăнӗ, е карьера пусмипе çӳлелле хăпарăр, е ӗç укçине ӳстерӗç, е пӗр-пӗр пуян çынпа çемье çавăрăр. Декабрьте юрату енчен ăнать. Пӗчченнисем Турă çырнине тӗл пулӗç. Мăшăрлисем пӗр-пӗрне тата та лайăхрах ăнланма пуçлӗç. Туй тума ăнăçлă вăхăт.

ТИГР (1926, 1938, 1950, 1962, 1974, 1986, 1998, 2010)

Тигрсем халиччен кăрарах кăмăллă пулнă-тăк, 2018 çулта хăйсене яланхинчен лăпкă тытӗç. Çулталăк пуçламăшӗнче хăвăра «хӗллехи ыйхăри» пек туятăр. Çуркунне çутçанталăк вăранма пуçласан эсир те «вăранатăр»: профессире тăрăшса ӗçлени хăй çимӗçне паратех. Март уйăхӗ хăйӗн бизнесне пуçарас текенсемшӗн ăнăçлă. Уйрăмах çывăх юлташсемпе пӗрле пуçлакан проектсем ăнӗç. Çу вӗçнелле сире пысăк парне кӗтет - вăл е укçа-тенкӗпе çыхăнӗ, е туя хатӗрленессипе. Çулталăк вӗçӗнче сывлăхпа тимлӗрех пулмалла, кăшт чирлесен те лайăх сипленсе сывалмалла.

КРОЛИК (КУШАК) (1927, 1939, 1951, 1963, 1975, 1987, 1999, 2011)

Вутлă Автан çулӗнче сирӗн ыттисенчен ытларах вăй хума тиврӗ. Çавăнпа 2018 çулта тивӗçлипех канма тата пурнăçпа киленме ирӗк пур сирӗн. Карьера тӗлӗшпе йăлтах стабильлӗ. Сире хисеплеççӗ, эсир каланине итлеççӗ, эсир каланисем пурнăçа кӗреççӗ. Савнă çыннăрпа та пӗр-пӗрне çур сăмахранах ăнланатăр. Укçа-тенкӗ енчен те аван - çителӗклӗ. Пӗтӗмпех аван, сывлăх çине кăна ытларах тимлӗх уйăрмалла. Апат ирӗлтерекен система хавшама пултарать. Шăнса пăсăласран асăрханмалла, шăл чирӗсене вăхăтра сиплемелле.

АÇТАХА (1928, 1940, 1952, 1964, 1976, 1988, 2000, 2012)

Аçтахана пулăмсемпе пуян çул кӗтет. Лайăххи те, кăмăла пăсаканни те пулать. Малтанхи темиçе уйăх укçа-тенкӗ енчен аванах пулмӗ, çавăнпа та кирлӗ маршăн тăкакланма тăхтаса тăмалла. Çуркунне финанс лару-тăрăвӗ аванланать. Карьера пусмипе çӳлелле хăпаратăр-и, оклада самаях ӳстерӗç-и... Укçа нумай пулсан та ăна тăкаклама ан васкăр, мӗншӗн тесен сире пысăк туяну кӗтет, çавăн чух шăпах кирлӗ пулӗ те. Çулла аманасран асăрханмалла, экстримпа аппаланмалла мар. Кӗркунне çемьепе, юлташсемпе вăрçăшма пултаратăр, çакă психикăлла сывлăха самай сиен кӳме пултарать, ытлашши татăлса кулянма кирлӗ мар. Çулталăк вӗçнелле хăвăрăн финанс лару-тăрăвне, социаллă статуса çӗклеме пултаракан çынпа паллашатăр. 2018 çул - укçа-тенке пайталла хумашкăн ăнăçлă, ăнăçу сирӗн енче пулӗ.

ÇӖЛЕН (1929, 1941, 1953, 1965, 1977, 1989, 2001, 2013)

Çӗленсем Йытă çулӗнче кобра та, удав та, питон та пулма пултараççӗ, хăйсем тавра кам пулнине кура, паллах. Сирӗн интуиципе ăс-тăн пирки легендăсем çӳреççӗ, Çӗлен яланах утăма тӗплӗн шухăшласа тăвать-çке. Уйрăмах творчествăра пысăк çитӗнӳсем тăватăр. Хушăран çывăх çынсемпе вăрçăшма пултаратăр. Укçа-тенкӗ енчен йывăрлăхсем пулкалаççӗ. Çу варринче лару-тăру аванланать - сирӗн пурнăç пахалăхӗ палăрмаллах лайăхланӗ. Лотерейăсене, конкурссене хутшăнни ăнăçлă пулӗ, анчах та тупăша çывăх çынсемпе пайлама ан манăр. Шăнса пăсăласран асăрханмалла.

ЛАША (1930, 1942, 1954, 1966, 1978, 1990, 2002, 2014)

Йытă çулӗ сирӗншӗн пысăк майсемпе астармăш хыпарсен вăхăчӗ. Нумай çӗнӗ пӗлӳ илетӗр, усăллине пӗлетӗр. Çулталăкăн малтанхи уйăхӗсенчех сирӗн пата илӗртӳллӗ сӗнӳпе тухӗç. Çăлтăрсем сирӗн енче - ан хирӗçлӗр, çирӗппӗнех ӗçе пуçăнма пултаратăр. Тӗрӗс йышăну тусан сирӗн хăвăрăн пултарулăха кăтартма май пулӗ, пуçлăхсем ырланине те нумайччен кӗтме тивмӗ. Хăвăр çаврăнăçуллă пулсан, финанс лару-тăрăвӗ хăвăрт лайăхланӗ. Пысăк япала туянма ăнăçлă çул. Юсав ӗçӗсем тăвас текенсемшӗн çулла аван тапхăр. Лашасем çул çӳреме юратнине кура пуль, Сарă Йытă вӗсене час-час çула тухма майсем туса парать. Нумайăшӗ çӗнӗ хваттер е çурт туянӗ, урăх çӗре пурăнма куçӗ. Хăйӗн ӗçне пуçлама шухăш пуррисен нимрен те хăрамалла мар, Йытă çулӗ ку тӗлӗшпе сӗре ăнăçлă.

КАЧАКА (СУРĂХ) (1931, 1943, 1955, 1967, 1979, 1991, 2003, 2015)

Качака çулӗнче çуралнисем тирпее юратаççӗ, Йытă та çаплах, çавăнпа та çулталăк хуçи сире кăмăллать. Ку çул ăнăçсăрлăхран хăрамалла мар, хуть хăш сферăра та сире ăнăçу кӗтет. Йывăрлăхсем сиксе тухсан та вӗсене çăмăллăн çӗнтеретӗр. Çулталăк пуçламăшӗнче сирӗн алла перспективлă проект лекет. Унпа ӗçлесен сире ăнать. Кăçал шăпах вăраха тăсăлакан проектсемпе ӗçлекенсене ăнăçу кӗтет. Кӗр енне карьерăпа та çӳлелле улăхма май пулӗ, финанс лару-тăрăвӗ те лайăхланӗ. Пӗр сӗнӗве асра тытмалла: пӗччен мар, командăпа ӗçлени аванрах. Кивçен никама та ан парăр, каялла тавăрмӗç. Тӗпрен илсен, Йытă çулӗ сире савăнтарӗ.

УПĂТЕ (1932, 1944, 1956, 1968, 1980, 1992, 2004, 2016)

Упăте çулӗнче çуралнисем теветкелленме юратаççӗ. Йытă вара çакна ырламасть. Çавăнпа та хăвăра кăштах «тилхепере» тытма тивет, унсăрăн сывлăх енчен те, нухрат енчен те проблемăсем сиксе тухма пултараççӗ. Час-час командировкăна, тӗлпулусене çӳреме, çынсемпе хутшăнма хăнăхнисемшӗн текех çакă унчченхи пек киленӳ кӳмӗ. Ку çул мошенниксен серепине лекесрен асăрханăр. Апрельпе майра çӗнӗ çынпа паллашассинчен пăрăнма тăрăшăр - вăл ултавçă пулма пултарать. Творчествăлла çынсене çитӗнӳсем кӗтеççӗ - тинех ӗмӗтӗрсем пурнăçланаççӗ. Хăйӗн ӗçне пуçласа ярас текенсене ăнать, укçа-тенкӗ те кӳрӗ вăл, халăх та сирӗн ӗçӗре хака хурӗ.

АВТАН (1933, 1945, 1957, 1969, 1981, 1993, 2005, 2017)

Автансен нумай ӗçлеме тивет. Çапах та ӗç сире савăнăç кăна кӳрӗ, мӗншӗн тесен тăрăшнине кура шалăвне те тивӗçлине тӳлӗç. Çулла канма кайса килни аван. Укçа-тенкӗ ялан çителӗклӗ пулин те, пӗтӗмпех тăкаклама ан васкăр. Çулталăкăн иккӗмӗш çурри вăл енчен малтанхи пекех ăнăçлă пулмасан та пултарать. Йытă çулӗ уйрăмах обществăлла деятельсемшӗн аван иртӗ, вӗсем хăйсен социаллă статусне ӳстерме пултарӗç. Сывлăх çине çителӗклӗ тимлӗх уйăрмалла: ӗçлени аван та, анчах канма та вăхăт тупмалла. Ку çул Автансен çакна асра тытмалла: хăвăр ӗмӗтӗрсемпе планăрсем çинчен çынсене каласа памасан вӗсем йăлтах çăмăллăн пурнăçланса пырӗç.

ЙЫТĂ (1934, 1946, 1958, 1970, 1982, 1994, 2006, 2018)

Çулталăк хуçишӗн 2018 çул пур енчен те ăнăçлă пулать. Унччен ниепле те пурнăçа кӗртеймен плансем кăçал çăмăллăнах пурнăçланӗç. Юратури хутшăнусем уйрăмах хытă савăнтарӗç сире. Пӗчченнисен çулла çемье çавăрас шанăç пысăк. Иккӗмӗш çур çулта кам-тăр килте юсав ӗçӗсем пуçлӗ, кам-тăр çурт е хваттер туянӗ. Хăвăрăн укçа-тенкӗр çитмесен те пулăшакансем тупăнӗç. Йытăсене пысăк ӗçсенче кăна мар, вак-тӗвекре те ăнать ку çул. Тӗслӗхрен, лотерейăра. Çапах та çулталăк сирӗншӗн ăнăçлă пулин те, идеаллах мар. Сывлăх тӗлӗшпе проблемăсем пулни кăмăла пăсма пултарать, уйрăмах арçынсен тимлӗ пулмалла. Çавăнпа та пур чирсене вăхăтра сиплеме тăрăшмалла.

СЫСНА (1935, 1947, 1959, 1971, 1983, 1995, 2007)

«Çиле майлă» пырсан Сысна ку çул нумай ӗçлесе илме, кирлӗ паллашусем йӗркелеме пултарать. Пухăннă укçана куçман пурлăх е харпăр хăвăр бизнес çине ярсан аван пулӗ. Анчах та пӗр сӗнӳ: ӗçленӗ чух çынсемпе тимлӗрех пулмалла, мӗншӗн тесен вӗсен хушшинче сире пулăшас текенсем те, сирӗн пурнăçăра пуçхӗрлӗ çавăрса хурас текенсем те пулӗç. Юратура та пӗтӗмпех аван: 2018 çулта пӗчченнисен Турă çырнине тӗл пулас шанăç пысăк. Çулталăкăн иккӗмӗш çурринче командировкăсене, тӗрлӗ тӗлпулусене ытларах çӳрӗр, çӗнӗ паллашусем малашне кирлӗ пулӗç. Çемьеллисемшӗн ку çул пурнăçа çӗнӗлӗхсем кӗртсе пуянлатма ăнăçлă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: