Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тепӗр эрне мӗнпе савăнтарать?

ТАКА 21.III - 20.IV Вӗренӳшӗн ăнăçлă тапхăр, вӗренни пуçа лайăх кӗрсе вырнаçӗ. Çулçӳревсемшӗн, канушăн та аван вăхăт. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ пит çирӗпех мар. Тем пек ӗçлесен те сахал тӳлӗç. Сывлăха тимлӗр, ытлашши вăй хурса ан ӗçлӗр, унсăрăн иммунитетăра хавшататăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Юрату пуçа ыраттарӗ, савнă çынпа çемçерех пулма тăрăшăр,...

ТАКА 21.III - 20.IV

Вӗренӳшӗн ăнăçлă тапхăр, вӗренни пуçа лайăх кӗрсе вырнаçӗ. Çулçӳревсемшӗн, канушăн та аван вăхăт. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ пит çирӗпех мар. Тем пек ӗçлесен те сахал тӳлӗç. Сывлăха тимлӗр, ытлашши вăй хурса ан ӗçлӗр, унсăрăн иммунитетăра хавшататăр.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Юрату пуçа ыраттарӗ, савнă çынпа çемçерех пулма тăрăшăр, тӳрккес ан пулăр. Амбицисем хыççăн кайса «утияла хăвăр çине кăна ан туртăр», шухăшăрсене вăйпа ан йышăнтарăр. Шкул çулӗнчи ачасем пур-тăк, вӗсен хăйсене тыткалани контрольтен тухӗ, пӗр чӗлхе тупма çăмăл пулмӗ. Психологи статйисене вулани лару-тăрăва ăнланма пулăшӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Мăшăрсен хутшăнăвӗсенче кӗтмен улшăнусем пулӗç. Енчен те ӗлӗкрех хăвăра килӗшнӗ çынпа шайлашуллă хутшăнусем йӗркелейменнишӗн пăшăрханнă пулсан, халӗ малашлăха иртнине шеллемесӗр пăхма пуçлатăр. Нумай проблемăна çийӗнчех татса пама тивӗ. Хăшӗсен карьера енӗпе те улшăнусем пулаççӗ.

РАК 22.VI - 22.VII

Килте те, ӗçре те тирпей кӗртме тăрăшмалла, кун йӗркине улăштарма тивӗ. Çӗнӗлле пурăнма тытăнма аван вăхăт. Вăй-хал çителӗклӗ. Йăлăхтармăш, ăмсануллă çынсемпе хутшăнусене пӗр шелсӗр татмалла. Ку эрнере пуçарнă проектсем ăнăçлă пулаççӗ.

АРĂСЛАН23.VII - 23.VIII

Çак тапхăрта романтикăлла хутшăнусем ырă енне улшăнаççӗ. Ӗлӗкхи кӳренӳсене манса хальхи савăнăçпа пурăнмалла, малашлăха ӗмӗтленмелле. Концертсене, кинотеатрсене çӳрӗр. Вӗренме аван вăхăт, курссене çырăнăр. Ӗçре пӗр тикӗс мар, пуçлăхпа тавлашусем пулма пултараççӗ.

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Вӗренӳпе, харпăр ӳсӗмпе çыхăннă ӗçсенче пуçарулăх кăтартма ан васкăр. Тăвансемпе, аçăр-аннӗрпе хутшăнусене лайăхлатасси çине тимлӗх уйăрăр. Шăп çакăнта ырă улшăнусем пулӗç. Тахçанхи кӳренӳсене манма вăхăт çитнӗ. Çынсене критиклемесен, вӗсем те сирӗнпе ырăрах пулӗç.

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Çăлтăрсем çынсемпе активлăрах хутшăнма сӗнеççӗ. Харпăр проблемăсемпе «витӗнсе» пытанса ан ларăр. Пӗччен ним те тăваймăр, юлташсенчен канаш ыйтма ан вăтанăр. Палламан çынпа шанса калаçмалла мар, вăл тăшман та, усал ят-шывлă çын пулма та пултарать. Ку эрнере укçа кивçен ан парăр, парăма та ан кӗрӗр.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

Ку эрнере çывăх çынпа е мăшăрпа хутшăнусене сӳтсе явмалла мар. Юратнă çынпа пӗрле тӗлпулусене кайма та тăхтамалла, ăмсанакансем пулӗç. Туслăхпа харпăр пурнăç çавах та расна япаласем. Пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса памалла, тупăша ӳстерме майсем пур.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Профессире йывăрлăхсемпе тӗл пулатăр. Ӗç нумаййипе графикпа ӗлкӗрейме çук. Çемьепе, килпе çыхăннă ыйтусем те йышланса кайнă. Нагрузкăна чакармасан, сывлăхăр хавшама пултарӗ. Чирлес килмесен кăштах канма та вăхăт тупăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Харпăр ӳсӗм тума, психологи комплексӗсенчен хăтăлма ăнăçлă тапхăр. Духовнăй практикăпа аппаланни усса кайӗ, хăшӗсем йогăпа интересленме пуçлӗç. Нумай пулмасть пулса иртнӗ вăрттăн ӗçсене ăнланма пуçлатăр. Мунчапа сауна сывлăхшăн усăллă пулӗç. Юратура сивӗнни палăрать, ку мăшăртан ытлашшине кӗтнипе те çыхăннă.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Çак тапхăрта килте ларас килмӗ, проблемăсене татса пама пурпӗрех вăхăт çитмен-ха. Ашшӗ-амăшӗпе, аслашшӗ-асламăшӗпе пурăнакансен хутшăнусенче ăнланманлăхсем пулӗç. Тавлашма ан тăрăшăр, майпен ку иртсе кайӗ. Ку эрнере интереслӗ çынпа паллашма май пур, хăшӗсем юратса та пăрахӗç.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Ку эрнере стратегилле тӗллевсене пурнăçлассине тимлемелле, вак-тӗвеке шута ан илӗр. Тӗп ӗç çинчен шутласа ӗмӗте çывхартма тăрăшăр. Карьерăпа ӳсме, пуçлăхсемпе хутшăнусене çирӗплетме аван вăхăт. Мăшăрсен хутшăнăвӗсем вара кăткăсланаççӗ, çивӗч ыйтусене çӗклемесен те юрӗ. Çула тухсан лайăх çынпа паллашма пултаратăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев