Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тепре тӗл пуличчен, Ростов!

Хăйӗн йăли-йӗркисемпе колоритне вăхăт иртсен те çухатман Дон казакӗсен тӗп хули халӗ те пуçран каймасть. Казаксен хăйевӗр пурнăçӗ, ташши-юрри, тулли юханшывсем, кӳршӗллӗ пурăнакан армян халăхӗн тараватлăхӗ, икӗ халăхăн шавлă туйӗсем, пиçсе çитнӗ арбузсем асра чӗрӗ-ха. «Ростов» футбол командин историлле çӗнтерӗвӗ те манăçмасть. Çав вăхăтра вăл «Аякса» çӗнтерсе Чемпионсен лигин ушкăнри...

Хăйӗн йăли-йӗркисемпе колоритне вăхăт иртсен те çухатман Дон казакӗсен тӗп хули халӗ те пуçран каймасть. Казаксен хăйевӗр пурнăçӗ, ташши-юрри, тулли юханшывсем, кӳршӗллӗ пурăнакан армян халăхӗн тараватлăхӗ, икӗ халăхăн шавлă туйӗсем, пиçсе çитнӗ арбузсем асра чӗрӗ-ха. «Ростов» футбол командин историлле çӗнтерӗвӗ те манăçмасть. Çав вăхăтра вăл «Аякса» çӗнтерсе Чемпионсен лигин ушкăнри тапхăрне кӗме пултарчӗ. Чăнах, аса илмелли нумай. Антон Чеховпа Фаина Раневская çуралнă хулара - Таганрогра пулни мӗне тăрать. Сăмахăм, çу вӗçӗнче, август уйăхӗнче Ростов хулинче иртнӗ «Искусствăсен кӗперӗ» хавхалантаракан киновăн халăхсен хушшинчи фестивалӗ» мероприяти пирки. 4 куна тăсăлнă мероприяти пӗр уйăх пынă пек туйăнчӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пулăмсемпе тулли пулчӗç.

Фестиваль президенчӗ, ăна пуçараканӗ, авторӗ Олег Тактаров. Вăл йышлă спорт ăмăртăвӗсен çӗнтерӳçипе чемпионӗ, хăйӗн кӗрешӳçӗ ӗмӗрӗнче пӗрре те выляса яман. Ultimate Fighting Championship ăмăртăвӗсене пула ăна Америкăра питӗ лайăх пӗлме пуçланă. Каярахпа кинора ӳкерӗнме тытăннă. Кун пирки вăл ачаранах ӗмӗтленнӗ иккен, ăна лайăх, паха кино хуть хăçан та хавхалантарнă. Паллах, ниçта та мар - Голливудра ӳкерӗнме ӗмӗтленнӗ. Ӗмӗчӗсем пурнăçланнă, анчах кунпа кăна çырлахман, кинофестиваль йӗркелеме шутланă. Çӗнтерме хăнăхнăскер планӗсене йăлт пурнăçлама тăрăшать. Планӗсем вара нумай, вӗсем çутă та анлă. Ростоври кинофестиваль кинематограф историне улăштарасса пӗрре те иккӗленместӗп. Проектăн тепӗр авторӗ Сергей Багиров «Централ Партнершип» студин продюсерӗ, 100 ытла документлă кино ӳкернӗ, пӗрре мар ТЭФИ телевидени конкурсӗн, «Лавровая ветвь», «Россия» фестивальсен, ВГИКăн халăхсен хушшинчи фестивалӗн лауреачӗ пулнă.
Мӗнле юхăм-ха вăл - хавхалантаракан (мотивационное) кино? Халăхран тухнипе халăхăн пулать. Ку çулта кинофестивалӗн официаллă статусне çапла каласа çирӗп­летрӗç. Йышăннă тăрăх, кинофестивале Ростовра çулсерен ирттерме палăртрӗç, малашне унта станицăсене те хутшăнтарма шутлаççӗ. Кунта кăтартакан кино активлă çынсем, хăйсен пултарулăхӗпе талантне, обществăна аталантарма тăрăшакансем валли. Хавхалантаракан кино вăл - пулăм, жанр мар. Çынсем çитӗнӳ патне туртăннине кăтартакан пулăм. Вăл ӗçлеме, паттăрлăх кăтартма, харпăр пурнăçа çӗнӗ шая кăларса лайăхлатма, творчествăра ӳсме хавхалантарать, йывăр лару-тăруран тухма, хуть те мӗнле условисенче те пурăнма вӗрентет, урăхла каласан ниме пăхмасăр хуçăлман паянхи çын пирки.
Программăна илемлӗ, документлă киносен премьерисем, кинематографири паллă çынсемпе тӗлпулусем, бизнес-форумсем кӗреççӗ. Юлашкине патшалăхпа бизнес хушшинчи çыхăнăва çирӗплетес тӗллевпе тунă. Кино пирки каласан, кăçал тӗрлӗ йывăрлăха, пурнăç капкăнне çакланнă çынсем çинчен ӳкернӗ картинăсем нумайччӗ. Вӗсенчен нумай ыррине илме пулчӗ, тӗслӗхлӗ кинокартинăсем темелле.
Паллах, кинофестиваль унта хутшăннă тӗнчипе паллă актерсемпе, режиссерсемпе, продюсерсемпе пуян пулчӗ. Чи лайăх режиссер ӗçӗшӗн премие Италин паллă актерӗ тата режиссерӗ Микеле Плачидо («Спрут» нумай сериллӗ кинора Катани комиссар ролӗнче ӳкерӗннӗ) илме тивӗç пулчӗ, унăн «Выбор» кинокартини никама та тыткăнламасăр хăвармарӗ. Пӗтӗмпе вăл 13 кинофильм ӳкернӗ. Конкурса тăратнă картини ачасăр мăшăрăн пурнăçӗ çинчен. Гран-прие «Прокурор, хӳтӗлевçӗ, ашшӗ тата унăн ывăлӗ» кинокартинăпа Иглика Трифонова (Болгари - Швеци-Нидерланды) илчӗ. Унта сăмах Гаага трибуналӗнче пӗр адвокат Боснире çапăçнă командира хӳтӗлени пирки пырать. Чи лайăх сценаришӗн «Глухой» фильма ӳкерекенсене палăртрӗç. Илтмелли аппарат туянас тӗллевпе наркотикпа суту-илӳ тăвакан нимуй çамрăк каччă çинчен калакан картинăна пăхма çăмăл пулмарӗ. Хăй юратăвӗпе тӗл пулсан вăл тата та кăткăсрах лару-тăрăва кӗрсе ӳкнине питӗ те тарăн уçса панă.

Марк Дакаскас ватăлмасть
Фестивальсенче паллă киноçăлтăрсемпе тӗлпулусем тахçанах йăлана кӗнӗ. Хăнасенчен нумайăшӗ чăннипех те лайăх хавхалантаруçăсем пулчӗç. Фестиваль хӳттинче режиссерсемпе, актерсемпе пресс-конференцисем нумай иртрӗç. Вӗсен шутӗнче Итали актерӗ, режиссерӗ Микеле Плачидо, Франци актерӗ Венсан Перес, Франци продюсерӗ Ален Депардье (Жерар Депардье пиччӗшӗ). Кинофестиваль спорт темине ытларах уçса парать, ку ӗнтӗ Олег Тактаровăн почеркӗ. Мӗн-ха пуринчен те ытларах хавхалантарма пултарать? Паллах, спорт. Кӗрешӳ искусствисен тӗнчипе паллă спорт мастерӗ, Америка киноактерӗ Марк Дакаскас яланхи хăна пулни те çавнах çирӗплетет. Хăй пултарулăхӗпе вăл тахçанах Раççей кураканӗн юратăвне çӗнсе илнӗ. Ростовра ăна çавăн пекех çамрăк та вăр-вар, илемлӗ пулнине курма кăмăллă пулчӗ. Паллах, яш-кӗрӗм ун çине пăхса спорт патне туртăнать, сывă пурнăç йӗркине тытса пыма хавхаланать. Куракансемпе те, журналистсемпе те Марк Дакаскас вашават калаçрӗ, çынсем ыйтнипе кӗрешӗвӗн хăш-пӗр мелӗсене кăтартни чӗресене яланлăхах тыткăнларӗ.
Стивен Спилбергăн «Индиана Джонс и Королевство хрустального черепа» кинора Довченко полковник рольне вылянă Игорь Жижикинпа, «Однажды в Ростове», «Три дня лейтенанта Кравцова» фильмсенче ӳкерӗннӗ Алексей Воробьев­па, паллă ишевçӗпе, тӗнче чемпионӗпе Шаварш Крапетянпа тӗл пулни асран тухмасть. Сăмах май, Шаварш Карапетян ырă чун-чӗреллӗ çын. 1976 çулта Ереван кӳлли патӗнче пулнă авари вырăнне вăл пӗрремӗш çитнӗ. Пассажирсемпе пӗрле шыв айне кайнă троллейбус хыççăн чăмса ун чӳречисене çапса çӗмӗрсе 20 ытла çынна пӗрин хыççăн теприне туртса кăларнă. Ку пӗртен-пӗр пулăм мар, тата нумай çӗрте вăл хăйне чăн-чăн паттăр пек кăтартнă. Кинофестивале Карапетян килни мероприятие, паллах, пуянлатрӗ. Вăл халӗ те çав тери чӗрӗ, ырă, вашават çын. Çак çынсем пурте лайăх хавхалантаруçăсем. Пӗр сăмахпа каласан, мероприятин ятне тӳрре кăларчӗç.

Микеле Плачидо ӗмӗчӗ
Кинофестиваль хăнисем журналистсемпе тӗлӗнмелле уçă пулчӗç, вӗсем хăйсен шухăшӗсене пирӗнпе хавхаланса пайларӗç. Микеле Плачидо хăй Андрей Кончаловскин Микеланджело пирки киновӗнче ӳкерӗнме хатӗрленнине пӗлтерчӗ. «Кончаловскипе ӗçлеме тӳр килни маншăн Оскар илнипе танах. Вырăс режиссерӗ Италие тупăшшăн хăваласа мар, искусствăшăн килни маншăн çав тери пӗлтерӗшлӗ», - терӗ Микеле Плачидо. Хăй вырăс театрне, литературине юратни, Чеховпа Станиславский пурнăçӗ çинчен, Толстойăн романӗсемпе кино ӳкерме шутлани пирки хавхаланса каласа пачӗ.
НТВ канал продюсерӗ Тимур Вайн­штейн­па та интереслӗ калаçу пулчӗ. Тӗ­рӗссипе, эпӗ çак телеканал фаначӗ мар, унти йӳнӗ ток-шоусемпе криминал сериалӗсем, ман шутпа, çынра илемлӗх туйăмне аталантарас вырăнне пачах та пӗтереççӗ. Тимур Вайнштейн шантарнă тăрăх, телеканал çывăх вăхăтра лайăх енне улшăнӗ, криминал «супăньне» кăтартакан «хуралçăсен» каналӗ статусран тухса тарăн шухăшлă кăларăмсемпе илемлӗ киносем кăтартма пуçлӗ.
«Кто хочет стать миллионером?» телекăларăм ертӳçипе Дмитрий Дибров­па çуллахи верандăра тӗл пултăмăр. Вӗсем Ирина Безруковапа иккӗшӗ фес­тивале ертсе пычӗç. Диброва эпӗ ăнлансах пӗтереймерӗм. Сăмах май, вăл казаксен полковникӗ те. Ун шучӗпе, Дон казакӗсем Раççей çыннисенче идиосинкрази туйăмне çуратаççӗ, урăхла каласан, казаксемпе вырăссем пӗр-пӗрне чăтма пултараймаççӗ имӗш. Дибров сăмахӗсемпе, казаксемпе Раççей çыннисем пӗр-пӗринчен таксистпа шахтер пек улшăнса тăраççӗ. Тӗрӗссипе, Раççейре хăй карьерине тунă çынран кун пеккине кӗтменччӗ, çӗршыва кацапипе (Украина националисчӗсем вырăссене çапла каланă) танлаштарнине те... Эпир вара мӗн ачаран Богдан Хмельницкие, Степан Разина, Емельян Пугачева хисеплесе, пӗлсе ӳснӗ, вӗсем вӗт казаксем, ют тесе нихăçан та уйăрман. Шолохов тата? Ăна вӗт вырăс классикӗсен шутне кӗртнӗ. Ханжонков та казаксен есаулӗ, вырăс кинематографийӗн пуçаруçи. Сăмах май, ăна халалланă палăка фестивалӗн пӗрремӗш кунӗнче Ростовра уçрӗç.

Фестивалӗн тӗллевӗ
Вăл Ростов облаçӗнче киноиндустрие аталантарассипе çыхăннă. Раççей киновӗсенчен нумайăшне кунта ӳкерни те çавнах калать. Хăш-пӗрне аса илер: «Вас ожидает гражданка Никанорова» (1978), «В моей смерти прошу винить Клаву К.» (1979), «Из жизни начальника уголовного розыска» (1983), «Тихий Дон» (1956-1958), «Возвращение Будулая» тата ытти нумай-нумай киносем. Ростовран инçе мар, Старочеркасск станици çумӗнче кинокластер тума палăртнă. Кино-хулара вырăс ялӗн, казаксен хуторӗн, тӗрлӗ вăхăтсенчи Европа хулисен урамӗсен макечӗсене тума шутланă. Дон юханшы­вӗ Европа хулисенчи Дуная, Темзăна, Сенăна та çаврăнӗ. Проект хакӗ 3 миллиард тенкӗпе танлашать. Пуçаруçăсен сăмахӗсемпе, кинокластера 2017 çулти çулла тума пуçласшăн. Малтанласа мӗн ӳкерессине те шутласа хунă, пӗрремӗш кино М.Шолоховăн çамрăклăхӗ çинчен пулӗ. Пушă вăхăтра вара кино-хула туристсем валли кану паркӗ пек ӗçлӗ. Пире çав вырăна илсе кайса кăтартрӗç. Чăнах та, вырăнӗ илемлӗ, лайăх. Регион актерсемпе, режиссерсемпе, сценаристсемпе пуян пулни те кинематографие аталантарма хистет. Чи паллисенчен Кирилл Серебренниковпа Василий Мищенко. Ростовра ВГИК филиалӗ ӗçлени те витӗм кӳрет ӗнтӗ.

Юлашкинчен калани
Ростов тарават, ырă хула. Кашни ура­мăн, тăкăрлăкăн хăйӗн историйӗ пур, ăна кунта пурăнакансем типтерлӗ уп­раççӗ. Парксемпе скверсем казаксен кун-çулӗ çинчен нумай каласа пама пултараççӗ. Историлле çуртсен шучӗ çук. Çав хушăрах хула çӗнелет те. Хальхи вăхăтра ростовсем пикенсех футболпа тӗнче чемпионатне кӗтсе илме хатӗрленеççӗ, çӗнӗ объектсем тăваççӗ. Пӗрре кунта пулнă хыççăн таврăнас килетех. Мӗнех, çитес çул каллех кинофестиваль пулать. Апла пулсан тепре тӗл пуличчен, Ростов!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев