Тирпейлӗ парксемпе скверсен шучӗ ӳсет

Обществăлла вырăнсене хăтлăх кӗртме республикăра 3 миллиард тенкӗ уйăрнă, тесе пӗлтернӗ ТР Строительство министерствин ÇКХ программисене пурнăçа кӗртекен управленийӗн ертӳçи Ильдус Насыров «Татар-информ» агентствăна. Çапла вара республика программипе хăтлăх кӗртнӗ парксемпе скверсен шучӗ 57-рен 68 çитет. Программăна тата 11 çӗнӗ объекта кӗртнӗ. Ильдус Насыров сăмахӗсемпе, ТР Министрсен Кабинечӗн хушăвне алă...
Обществăлла вырăнсене хăтлăх кӗртме республикăра 3 миллиард тенкӗ уйăрнă, тесе пӗлтернӗ ТР Строительство министерствин ÇКХ программисене пурнăçа кӗртекен управленийӗн ертӳçи Ильдус Насыров «Татар-информ» агентствăна.
Çапла вара республика программипе хăтлăх кӗртнӗ парксемпе скверсен шучӗ 57-рен 68 çитет. Программăна тата 11 çӗнӗ объекта кӗртнӗ.
Ильдус Насыров сăмахӗсемпе, ТР Министрсен Кабинечӗн хушăвне алă пусман-ха. Документ хатӗр пулсанах объектсен подрядчикӗсене палăртаççӗ те тирпей-хăтлăх кӗртес ӗç пуçланать.
Хусанта ку енӗпе пысăк ӗç тунă. Юлашки 4 çулта кăна кунта 49 объекта (пӗтӗмпе 84 гектар лаптăк) çӗнӗ сăн кӗнӗ.
Хальхи вăхăтра хулари Горки-Ометьево вăрман паркӗ, Крылья Советов, Хура кӳлӗ, Урицки тата Çӗнтерӳ паркӗсенче ӗçсем вӗçленсе пыраççӗ. Çӗнӗ объектсен шутӗнче вара Сыртланово урамӗнчи Ача-пăча паркӗ те пулать.
Çакна та палăртмалла, пӗлтӗр Горки-Ометьево çӗнӗ вăрман паркне тума пуçланă. Кун пек проект Хусанта юлашки 10 çулта пӗрре те пулман. Кăçал унта çуран çӳремелли, йытăсене уçăлтарма тухмалли, йӗлтӗрпе ярăнмалли çулсем, парковка тата ыттине тума планланă.
Урицки паркӗнче 2016 çулта кӳлӗпе канала тасатнă, вылямалли, спорт площадкисем тунă. Кăçалхи планра - симӗс амфитеатр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
20 мая 2022 - 10:40Николай Никольские чысланă çӗрте хусансем те пулнă Çу уйăхӗн 19-мӗшӗнче чăваш интеллигенцийӗ Муркаш районӗнчи Купăрляна пухăннă. Кунта 144 çул каялла чӑваш халӑхӗн чаплӑ ывӑлӗ - истори наукисен докторӗ тата пӗрремӗш чӑваш профессорӗ Николай Васильевич Никольский ҫуралнӑ. Çавăнпа та çак мероприятие Муркаш районӗн çӗнӗ пуçлăхӗ те, администраци ертӳçи те сиктерсе хăварас темен.700
-
20 мая 2022 - 07:54Çулсем тата лайăхрах пулма пултараççӗ Министрсен Кабинечӗ Тутарстанăн транспорт системине аталантарма 100 миллиард тенкӗ ытларах уйăрать3100
-
19 мая 2022 - 16:07Тутарстанри журналистсене пичет кунӗпе саламлатпӑр! Паян Тутарстан журналисчӗсем Пичет кунне уявлаҫҫӗ. «ТАТМЕДИА» акционерлӑ обществон генеральнӑй директорӗ Шамиль Садыков ӗҫтешсене уяв ячӗпе саламларӗ12700
-
19 мая 2022 - 15:24Икӗ халӑх - икӗ шӑпа Туслӑх ҫуртӗнче "Икӗ халӑх - ик шӑпа" ятпа литературӑпа пултарулӑх каҫӗ иртет. Унта тутар халӑх поэчӗ Ренат Харис тата чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай хутшӑнчӗҫ11600
-
7 апреля 2022 - 17:42Тӗрӗс çул суйлăр
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
20 мая 2022 - 10:50Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпаАксу районӗнчи Емелькино ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Аксура пурăнакан Наталья Борисовна ЕЛЕНДЕЕВĂНА 55 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!000
-
29 апреля 2022 - 11:24Хаклă çыннăмăрсене ылтăн туйпа ырă кăмăлтан саламлатпăрÇăвăн 1-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче пурăнакан Валентина Степановнăпа Геннадий Николаевич СЕЛИВАНОВСЕМ мăшăрланнăранпа 50 çул çитнине паллă тăвӗç. Анне нумай çул фельдшерта, атте ял хуçалăхӗнче тăрăшнă. Халӗ те ӗçсӗр лармаççӗ – килти хуçалăхра тăрăшаççӗ, вӗлле хурчӗ тытаççӗ, çулла çырла-кăмпана çӳреççӗ.54300
-
29 апреля 2022 - 11:19Валентина Георгиевна МАРКОВĂНА юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ырă сăмахсемпе саламлатпăрЫрă кăмăллă, пирӗншӗн хаклă тăванăмăра, Аксу районӗнчи Çӗмӗртлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Камские Полянынче пурăнакан Валентина Георгиевна МАРКОВĂНА юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ырă сăмахсемпе саламлатпăр!50602
-
17 мая 2022 - 09:11Команда АО «Транснефть-Прикамье» приняла участие в Казанском марафоне Команда АО «Транснефть - Прикамье» приняла участие в ежегодном Казанском марафоне. 14-15 мая представители Альметьевского, Казанского, Ромашкинского и Пермского районных нефтепроводных управлений (РНУ) и аппарата управления, а также члены их семей стали участниками забега на различные дистанции - всего более 40 человек.30201
-
17 мая 2022 - 08:15Санкцисене хирӗҫ пирӗн хурав Федераллӑ бюджет импорта ылмаштарма Тутарстана тата 2,5 млрд тенкӗ уйӑрса парать25500
-
18 мая 2022 - 09:23Рустам Минниханов «Каравон» уява ирттерес датӑна ҫирӗплетнӗ Республика Президенчӗн указӗ тӑрӑх, кӑҫал вырӑс халӑхӗн "Каравон" уявӗ Тутарстанра майӑн 28-мӗшӗнче иртет.24101
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика