Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эмел е компенсаци? Октябрӗн 1-мӗшӗччен суйла

Федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен, урăхла каласан инвалидсен, хăйсене законпа пăхăннă çăмăллăха - тӳлевсӗр эмел илсе тăрассине - укçан компенсаципе ылмаштарма ирӗк пур. Хăйсен шухăшне вӗсем октябрӗн 1-мӗшӗччен Пенси фончӗн вырăнти уйрăмне пӗлтермелле. Енчен те хальччен тӳлевсӗр эмелсем илсе тăнисем малашне те эмелех илес тесен вӗсен ниçта та кайса çӳремелле мар....

Федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен, урăхла каласан инвалидсен, хăйсене законпа пăхăннă çăмăллăха - тӳлевсӗр эмел илсе тăрассине - укçан компенсаципе ылмаштарма ирӗк пур. Хăйсен шухăшне вӗсем октябрӗн 1-мӗшӗччен Пенси фончӗн вырăнти уйрăмне пӗлтермелле. Енчен те хальччен тӳлевсӗр эмелсем илсе тăнисем малашне те эмелех илес тесен вӗсен ниçта та кайса çӳремелле мар. Ку тӳлевсӗр эмел илсе тăрассине - компенсаципе е компенсацие эмел илсе тăрассипе ылмаштарас шухăшлисене кăна пырса тивет.

ТР Сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Фарида Яркаева пресс-конференцире каланă тăрăх, эмеле укçан компенсаципе ылмаштарас текенсен шучӗ республикăра чакса пырать. Юлашки 4 çулта çак шут 73-рен 67 процента çитнӗ. Тепӗр çул 115 пин çын тӳлевсӗр эмел илсе тăма кăмăл тунă. Тӳлевсӗр эмелсене укçан компенсаципе улăштариччен специалистсем льготниксене тухтăрпа канашлама сӗнеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев