Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

– Мӗнле халсем? – Тӳссе пулать...

Çӗршыври экономика лару-тăрăвӗ пирӗн граждансене ытларах та ытларах хумхантарать. Кăна иртнӗ çул вӗçӗнче ирттернӗ социаллă тӗпчев те çирӗплетет. Республикăри халăх, уйрăмах ялта пурăнакансем, хăйсен пурнăç шайне «чăтма пулать» тесе палăртнă. Вӗсем укçа-тенкӗ çиме çитсе пынипех çырлахаççӗ, сезона кура тумтир туянассине, çулталăкра пӗрре те пулин сывлăха çирӗплетме санаторие кайса каннине, шел...

Çӗршыври экономика лару-тăрăвӗ пирӗн граждансене ытларах та ытларах хумхантарать. Кăна иртнӗ çул вӗçӗнче ирттернӗ социаллă тӗпчев те çирӗплетет. Республикăри халăх, уйрăмах ялта пурăнакансем, хăйсен пурнăç шайне «чăтма пулать» тесе палăртнă. Вӗсем укçа-тенкӗ çиме çитсе пынипех çырлахаççӗ, сезона кура тумтир туянассине, çулталăкра пӗрре те пулин сывлăха çирӗплетме санаторие кайса каннине, шел те, ытларахăшӗ халӗ те иртӗннипе танлаштарать. Ачасене лайăх пӗлӳ парасси те пурнăçланайми ӗмӗт пек туйăнать. Анчах çакă норма пулмалла-и? Ку Раççей тӗнчери чи пуян çӗршыв пулнă вăхăтра.

Мӗншӗн-ха эпир ниепле те ура çине тăраймастпăр? Экспертсенчен чылайăшӗ сăлтавне 90-мӗш çулсенчи йăнăш реформăсенче кураççӗ, вӗсен витӗмӗ халӗ те чакман имӗш. Сăмах та çук, çӗршыв йывăр лару-тăрăва чăтса ирттерет: нефть йӳнелчӗ, çӗршыва хирӗç йышăннă санкцисем, Сирире пыракан çар операцийӗсене финансласси, шалти тата тулашри политика факторӗсем. Оборона комплексӗн аталанăвӗ çине чи нумай укçа каять. Тӗнче аренинчи пӗлтерӗшлӗ вырăна çухатас мар тесен çӗршывăн хăй вăйне куллен çирӗплетмелле. Сăмах май, çара тытса тăма çулталăкне 80 миллиард тенкӗ тăкакланать. Паллах, паянхи лару-тăрура патшалăх бюджетне ку сулмаклăн пырса тивет.
Хăш-пӗр экспертсен шучӗпе, 2017 çулта нефть хакӗ ӳсмесен те тенкӗ çирӗп­ленме тивӗç. Çакна Америкăн çӗнӗ Президенчӗпе Дональд Трамппа та çыхăнтараççӗ. Санкцисене пӗтермесен те вӗсене çемçетме пултараççӗ имӗш. Анчах ют çӗршыв эксперчӗсен шухăшӗ урăхла. Танлаштарма Saxo Bankăн тӗп экономисчӗн Стив Якобсенăн сăмахӗсене илер. Сăмах май, Стив Якобсен питӗ сайра чухне йăнăшать. Ун прогнозӗсем ялан пурнăçланаççӗ темелле. Тӗслӗхрен, 2014 çулта вăл АПШăн пӗтӗмӗшле продукцин калăпăшӗ 2,6 процентран 0,4 процента анса ларассине тӗп-тӗрӗс палăртнă. Стив Якобсен сăмахӗсемпе, Раççейри экономика лару-тăрăвне вăл 10 çул ытла тӗпчет. Ун шучӗпе, пирӗн çӗршывра 20 çул ӗнтӗ нимӗн те улшăнмасть, çавăнпа экономика прогнозне тума ансат. «Экономика реформисем çук, вӗсем пур пулсан та калаçу шайӗнче кăна. Хальхинче те çапла пулӗ: реформăсен программине темле çырсан та, правительствăна кам ертсе пырсан та», - тенӗ вăл. Ăна шанас пулсан, лайăх улшăнусем те пулмалла. Санкцисене йăлт пулмасан та хăш-пӗрне пӗтерме пултараççӗ. Ку Раççейӗн пӗтӗмӗшле продукцин калăпăшне (ВВП) пӗр процента та пулин ӳстерме пулăшӗ. Ку енӗпе экономист Алексей Кудринпа пӗр шухăшлă пулни курăнать. Санкцисем тесен, ку енӗпе пирӗн граждансен шухăшӗ тӗрлӗрен. Ял хуçалăх производителӗсемшӗн вăл лайăх тесе шутлаççӗ. Рынокра хамăрăн продукци ытларах курăнма пуçларӗ. Промышленность предприятийӗсем те çак лару-тăрупа усă курма тăрăшаççӗ. Паллах, хăйсен продукцине экспорта кăларма май çук вӗсен. Экономистсен шучӗпе, санкцисене илни Раççей компанийӗсене тӗнчери капитал рынокне тухма çул уçать, ку вара хăйне май, тенкӗ лару-тăрăвне çирӗплетет.
Якобсенăн доллар пирки çулталăк вӗçӗнче тунă прогнозӗ те тӗрӗсе килчӗ. «2017 çулта доллар йӳнелӗ - 58-60 тенкӗ таран», - тенӗ вăл. Ку халӗ чăнах та çапла. Тенкӗ хăй позицине çирӗплетнине экономист Трамп çӗнтернипе те çыхăнтарать. Америка валюти «хавшани» нефтьпе ылтăн рынокне хавхалантарса ярса реальлӗ экономикăна та вырăнтан хускатать имӗш. Saxo Bank тӗпчевӗсемпе, Раççейри лару-тăру 2018 çулхи Президент суйлавӗ хыççăн тин майлашăнма пултарать.
Тепӗр енчен пăхсан, пирӗн çӗршыва хирӗç санкцисем йышăннă пулин те Раççей экономики тӗнче экономикинчен уйрăммăн аталанаймасть. Стив Якобсен сăмахӗсемпе вара, унăн ӳсӗмӗ чакса пырать. Ку чухне политиксен фискальнăй политикăна (инфляцие контроле илес, наци производствин калăпăшне ӳстерес тата экономика аталанăвне хăвăртлатас тӗллевпе правительство патшалăхăн тупăшӗпе тата налогсемпе хуçаланма пуçлани. - Авт.) пурнăçлама тытăннисӗр пуçне урăх çул çук. Ку чухне патшалăх тăкакӗсем ӳснипе бюджет дефицита кӗрсе ӳкет, ытларах чухне налог шайне чакарнипе. Çавăнпа мар-и, халăх ахаль те йывăрлăхсене тӳссен те, Патшалăх Думин депутачӗсем пиртен мӗнле майпа ытларах налог пуçтармалли пирки пуç ватаççӗ?

 


Экспертсен шучӗпе, çакăн пек йывăр лару-тăруран та тухма май пур. Куншăн кивӗ системăран пăрăнса çӗнӗлле ӗçлеме вӗренмелле, чи малтан чӗртавар суту-илӗвӗ çине таянма пăрахмалла.
РФ финанс министрӗ пулнă Алексей Кудрин Давосри экономика форумӗнче 2017 çул Раççей экономикишӗн çухатусемсӗр пулӗ терӗ, вырăсла каласан, «нулевой» шайра. Ӳсӗм те кӗтмелли çук. Анчах чи кирли Алексей Кудрин шучӗпе, власть представителӗсене экономика кăтартăвӗсем ӳсни мар, хамăр продукцин конкурентлăхӗ, тӗнче экономикине интеграциленни, рынок хутшăнăвӗсем лайăхланни шухăшлаттармалла.
РФ Экономика аталанăвӗн министерствин чиновникӗсем чи оптимистлисем. Вӗсен прогнозӗсемпе пӗтӗмӗшле продукцин ӳсӗмӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 2 процентпа танлашмалла. Анчах ку чăнлăхпа тӳр килсе тăмасть. Мӗншӗн тесен иртнӗ çулта ВВП 2015 çулхинчен 4 процента чакнăччӗ. 2016 çулта çӗршывра çӗршер предприяти хупăннă, пиншер çын ӗçсӗр тăрса юлнă. Производствăна малтанхи шая кăларма та нумай вăхăт кирлӗ пулӗ. Пӗтӗм тӗнчери банк специалисчӗсем те Раççейри экономика лару-тăрăвӗ 2018 çултан тин лайăхланма пуçлани пирки калаççӗ. Fitch халăхсен хушшинчи рейтинг агентствин специалисчӗсен шучӗпе вара 2017 çулта ӳсӗм пулсан та ют çӗршыв инвесторӗсене вăл хавхалантараймӗ.
Теприсен шучӗпе, Раççей экономики чи аял шая çитнӗ, унтан урăх чакма çук. Апла мӗн кӗтет-ха пире? Пулăмсем япăх аталанса пырсан, экономика стагнацине (производствăпа суту-илӳри застой, ӗçсӗррисен шучӗ ӳснипе, ӗç укçи чакнипе, пурнăç шайӗ япăхланнипе палăрать. - Авт.) чăтса ирттерме тивет е майӗпен кризисран тухса пырăпăр. Анчах ку çулта ӳсӗм пуçлансан та ахаль халăхшăн вăл пит сисӗнмӗ. Сахалтан та пӗр-икӗ çул кирлӗ. Халăхăн туянас пултарулăхӗ паян чи пӗчӗк шайра. Паллах, вăл тавар производствине те витӗм кӳрет. Кам валли продукци кăлармалла, енчен те илекен çук пулсан?
Экспертсене шанас пулсан, Раççей кризис пикӗнчен иртнӗ, экономика майӗпен пулсан та çирӗпленме пуçланă. Çӗршыв ертӳçисем те хумханма кирлӗ мар теççӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин сăмахӗсемпе, çӗршывра халӗ «сăрă» йăрăм хуçаланать, часах вăл шуррипе улшăнмалла. Мӗнех, пирӗн вара шанасси кăна юлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев