Сувар

Чăвашсем Тутарстанри халăхсен съездне делегатсем суйларӗç

Эрнекун Хусанти Халăхсен Туслăх çуртӗнче республикăри ЧНКА Канашӗн ларăвне хутшăннă çынсем апрелӗн 22-мӗшӗнче иртмелли Тутарстанри халăхсен 3-мӗш съездне хутшăнма 14 делгат суйларӗ. Унсăр пуçне Канаш пайташӗсем автономи умӗнче тăракан ыйтусене сӳтсе яврӗç. Сăмахран, асăннă съезд умӗн районсенчи чăваш наципе культура центрӗсен отчетпа суйлав конференцийӗсене ирттермелле. Кун пирки ЧНКА Ӗçтăвкомне кӗрекен...

Эрнекун Хусанти Халăхсен Туслăх çуртӗнче республикăри ЧНКА Канашӗн ларăвне хутшăннă çынсем апрелӗн 22-мӗшӗнче иртмелли Тутарстанри халăхсен 3-мӗш съездне хутшăнма 14 делгат суйларӗ. Унсăр пуçне Канаш пайташӗсем автономи умӗнче тăракан ыйтусене сӳтсе яврӗç. Сăмахран, асăннă съезд умӗн районсенчи чăваш наципе культура центрӗсен отчетпа суйлав конференцийӗсене ирттермелле. Кун пирки ЧНКА Ӗçтăвкомне кӗрекен Валерий Казаков каларӗ. Ӗçтăвкомри Артем Носков Тутарстанри кăçал чăваш çамрăкӗсен форумне ирттересси пирки сăмах каларӗ. Канаш кашни ыйтăва сасăласа йышăнчӗ. Çавăн пекех районсенче «Сувар» хаçата çырăнтарас, хыпар хатӗрӗсемпе активлă çыхăнса ӗçлес ыйту тавра та нумай калаçу пулчӗ. Канаша кӗрекенсем Константин Малышев сӗннӗ цифрăсемпе килӗшрӗç, тиража районсенче ӳстерме пулчӗç.

Критикăсăр та мар. ЧНКА Канашӗн Элмет районӗнче пурăнакан пайташӗ Владимир Кожуков, Аксура пурăнакан Роза Чентаева хăйсен шухăшӗсене пӗлтерчӗç. Тен, вӗсем кама-тăр килӗшсех каймасан та, çакнашкал канашлусенче калаçакансене пӳлес йăлана пăрахăçласа пыраççӗ пулмалла. Айккинче мӗн пулса иртнине асăрхамасăр пӗр-пӗрне мухтаса пынипе кăна инçе каяймăн.
Республика Уявӗнче Нурлатра ТР ЧНКАн ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштаракан уйрăм вырăн пулӗ. Унта тӗрлӗрен куравсем, интерактивлă вырăнсем тума хатӗрленеççӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: