Сувар

ТР Президенчĕ: "Вилемсӗр полка» ирӗксĕрлесе хутшăнтармалла мар

Шăматкун Правительство çуртӗнче иртнӗ пухура ТР Президенчӗ Рустам Минниханов «Вилемсӗр полкра» хутшăнни ирӗклӗ пулмалла тесе пӗлтернӗ. «Акцие питӗ нумай çын пырать. Анчах та вӗсен çÿлтен каланипе мар, чун чӗре ыйтнипе хутшăнмалла», - тесе уйрăммăн палăртнă ТР Президенчӗ. Уйрăмах Рустам Минниханов хăрушсăрлăх пирки асăрхаттарнă. Хуласемпе районсенче «Вилемсӗр полк» иртнӗ вăхăтра террора...

Шăматкун Правительство çуртӗнче иртнӗ пухура ТР Президенчӗ Рустам Минниханов «Вилемсӗр полкра» хутшăнни ирӗклӗ пулмалла тесе пӗлтернӗ. «Акцие питӗ нумай çын пырать. Анчах та вӗсен çÿлтен каланипе мар, чун чӗре ыйтнипе хутшăнмалла», - тесе уйрăммăн палăртнă ТР Президенчӗ.
Уйрăмах Рустам Минниханов хăрушсăрлăх пирки асăрхаттарнă. Хуласемпе районсенче «Вилемсӗр полк» иртнӗ вăхăтра террора хирӗç тăма пӗтӗм кирлӗ ӗçсене тума хушнă.
Аса илтеретпӗр, майăн 9-мӗшӗнче Хусан «Вилемсӗр полк» акцине хутшăнать. «Вилӗмсӗр полк» колонни 15 сехетре çула тухать. Колонна Лобачевский урамӗ урлă каçса К.Маркс урамӗпе иртӗ, унтан Кремлевская урама тухӗ. Малалла вара Кремль умӗн иртсе 1000 çуллăх тӳремне тухӗ. Кăçалхи колонна пӗтӗмпе 2 километра тăсăлӗ. Акцие 100 пине яхăн, тен, ытларах та çын хутшăнасси паллă.

Реклама

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: