Сувар

Тӗреклӗ Тутарстан – вăйлă Раççей

Тутарстан Республикин Президенчӗ республикăн тулашри тата шалти ӗçӗсем çинчен Патшалăх Канашӗ умӗнче тунă çулталăкри Посланине итлеме район пуçлăхӗсемпе пӗрле хаçат-журнал редакторӗсене те чӗннӗччӗ. Йышăннă йăла тăрăх, Послани Тутарстанăн малашнехи аталанăвӗн стратегине палăртать. Рустам Минниханов сăмахӗсем тăрăх, вăл комплекслă пулмалла: экономика, социаллă сфера, культура эффективлă аталанччăр тесе патшалăх органӗсен ятарлă программăсем...

Тутарстан Республикин Президенчӗ республикăн тулашри тата шалти ӗçӗсем çинчен Патшалăх Канашӗ умӗнче тунă çулталăкри Посланине итлеме район пуçлăхӗсемпе пӗрле хаçат-журнал редакторӗсене те чӗннӗччӗ. Йышăннă йăла тăрăх, Послани Тутарстанăн малашнехи аталанăвӗн стратегине палăртать. Рустам Минниханов сăмахӗсем тăрăх, вăл комплекслă пулмалла: экономика, социаллă сфера, культура эффективлă аталанччăр тесе патшалăх органӗсен ятарлă программăсем тăрăх ӗçлемелле. Президент паянхи кун общество умӗнче тăракан çивӗч ыйтусенчен пăрăнса иртмерӗ. «Чӗлхе политикин ыйтăвӗсем уйрăм тимлӗхре пулмалла, - терӗ вăл. - Патшалăх тата тăван чӗлхесене вӗренес приоритета упраса пынă май, Вӗрентӳ министерствин вырăс чӗлхипе пӗлӳ кăтартăвӗ çӳллӗ шайра пултăр тесе ӗçлемелле, тутар чӗлхине вӗрентес методикăна çӗнетмелле».

Мускавпа Хусан хушшинчи хутшăнусене çирӗплетекен Килӗшӗве малалла тăсманни çинчен те хăй шухăшне пӗлтерчӗ Тутарстан ертӳçи: «Республикăпа федераллă центр хутшăнăвӗсен форми мар, тытăмӗ пӗлтерӗшлӗрех. Çӗршывăн малта пыракан регионӗсенчен пӗри пулнă май, паянхи Тутарстан Раççейре пур мелсемпе туллин усă курать. Анчах пирӗн республика çитӗнӗвӗсем федераллă центр пулăшăвӗсӗр, чи малтан пирнӗ наци лидерӗн Владимир Путинăн тӗревӗсӗр пулман пулӗччӗç».

Чăнах та, тулашри санкцисем чăрмав кӳнине, федераллă бюджет ресурсӗсем чакнине пăхмасăрах, республика социаллă пурнăçпа экономика хăватне, обществори тăнăçлăха, халăхсем хушшинчи килӗшӗве аталантарма пултарать. Тутарстан регионсем тата халăхсем хушшинчи çыхăнусенче çирӗплетет, тӗнче шайӗнчи пӗлтерӗшлӗ спорт ăмăртăвӗсене ирттерме хатӗрленет.

Пурнăç хăвăрт улшăнса пынине Рустам Минниханов хăйӗн сăмахӗнче пӗрре мар палăртрӗ. Вăл хыпар хатӗрӗсен ӗçӗ пирки те хăйӗн шухăшне пӗлтерчӗ: «Мобильлӗ хатӗрсем социаллă активлăха палăртнисӗр пуçне информацие йышăнас тата сарас тӗп çăлкуçа çаврăнса пыраççӗ. Хыпар хатӗрӗсен информаци пахалăхӗ тата аудитори хушшинче ăна оперативлăн сарасси пирки шутламалла. Ку чухне çынсен кăсăкланăвӗсем улшăнса пынине, тӗнчери тӗслӗхсене шута илмелле».
Президент сăмахӗнчи цифрăллă кăтартусен пӗлтерӗшӗ те пысăк. Вӗсене илсе кăтартмасăр та Тутарстан юлашки çулсенче Раççей субъекчӗсен хушшинче малта пыракансенчен пӗри пулни паллă. Республикăра закон шайӗнче йышăннă «2030 Стратеги» пирӗн ӳсӗмлӗ ӗçсен никӗсӗнче тăрать. Çирӗп Тутарстан тата вăйлă Раççей пуласлăхӗ пиртен килет.
ТР Патшалăх Канашӗн Президиумӗ тата Тутарстан Правительстви республика Президенчӗн Посланийӗнчи хушусене пурнăçа кӗртме мелсем хатӗрлӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: